Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
2 Нарӑсӑн 2022, 10:39

Артистăн тĕллевĕ – куракана савăнтарасси

Шаран тăрăхĕнчи Юмаш ялĕнче район центрĕнчен килсе çитнĕ артистсен «Пĕтĕм чунтан» ятлă концерчĕ иртрĕ.

Артистăн тĕллевĕ – куракана савăнтарасси
Артистăн тĕллевĕ – куракана савăнтарасси

Мероприятие юмашсем çеç мар, Тимирово, Виçĕ Çăл, Ĕрĕкмен тата Мичуринск ялĕнче пурăнакансем те пуçтарăнчĕç. Сцена çинчен вырăс, тутар, чăваш тата акăлчан чĕлхипе юрăсем янăрарĕç. Сăмахран, Гульназ Антипова «Дустар» тутар юрри, вырăс халăх тумĕ тăхăннă Анна Невадиева (музыка шкулĕн ертÿçи) пурне те тыткăнламалла вырăс халăх тата акăлчанла юрăсем юрларĕ. Вырăс тата тутар юррисене ытармалла мар илемлĕ шăрантаракан Филюс Шангарева вара нумайччен сцена çинчен ярасшăн пулмарĕç.
Концерт программине Светлана Иванова ертсе пычĕ. Вăл куракансене тÿрех тыткăна илчĕ, залра ларакансемпе пĕлÿ паракан вăйăсем ирттерчĕ. Унсăр пуçне вырăсла, тутарла, чăвашла юрăсем юрласа савăнтарчĕ. Чăвашла «Çумăр çăвать» юрра унпа пĕрле залĕпех шăрантарчĕç. Сцена ăсти Пушкин картти, унпа мĕнле усă курмалли пирки каласа пачĕ. Çакă шкул ачисемпе студентсемшĕн те питĕ усăллă пулчĕ. Конкурссене асламăшĕ, амăшĕ тата мăнукĕ таранах хутшăнчĕç.
Уйрăмах асра юлни çинчен каласа парас кăмăлăм пур. Çак конкурсра Светлана Витальевна кивĕ арчапа паллаштарнă май унтан япаласем кăларчĕ. Ачасен вĕсен ячĕсене каламалла пулчĕ. Пĕлменнисене ашшĕ-амăшсем пулăшрĕç.
Кану каçĕн программине çавăн пекех «Ялкын» тĕслĕхлĕ ансамбль хутшăнчĕ. Вĕсем чечен халăх ташшине ташларĕç. Филюс Шангареев саксафонпа илемлĕ кĕвĕ шăрантарчĕ. Концерт хыççăн ачасенчен нумайăшĕ çак тĕлĕнмелле инструментпа калама вĕренесшĕн пулчĕç.
Залра туслă та ăшă лару-тăру хуçаланчĕ. Вăл куракансемпе хăнасем хушшинче тĕлпулăвăн малтанхи минучĕсенчех йĕркеленнине палăртмалла. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен артистсем пире хăйсен юрри-ташшине çеç мар, чун ăшшине те парнелерĕç. Темиçе юрă юрланă хыççăнах итлекенсем тÿссе лараймарĕç, сиксе тăрса ташша ячĕç. Репертуарта юратнă юрăсемпе шÿтсем пурри залра ларакансен кăмăлĕсене çĕклерĕ. Куракансем сцена ăстисем ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу суннине хаваспах йышăнчĕç. Кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Концерт программи пĕр-пĕрне тахçантанпах пĕлекен ырă туссен тĕлпулăвне аса илтерчĕ.
Чунтан, шÿтпе тата кил-йышри евĕр лару-тăрура иртнĕ мероприяти вĕçленнине сисмесĕрех юлтăмăр. Кăмăлĕсем тулнă куракансем хаклă хăнасене пĕрре те ярасшăн пулмарĕç, савăнăçлă самант парнеленĕшĕн тав турĕç, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç. Артистсем хăйсем те килĕсене хавхалануллă кăмăл-туйăмпа, куракансемпе çĕнĕ тĕлпулусем пуласса шанса çула тухрĕç. Вĕсен малашлăх планĕнче – инçетри ялсене çитсе татах та концертсем кăтартасси, унта пурăнакансене хаваслă кăмăл-туйăм парнелесси. Ахальтен мар вырăнти клуб учрежденийĕсен тĕп тĕллевĕ ял çыннисен пушă вăхăтне илемлĕрех тăвасси пулса тăрать.
Ирина НАУМОВА,
Юмаш шкул вĕрентекенĕ.
Шаран районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: