Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
2 Нарӑсӑн 2022, 10:25

Киленĕве услам ĕçне çавăрасшăн мар

Мияки районĕнчи Суккулти культура çуртĕнче РФ халăхсен культура еткерĕн çулталăкне халалласа «Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем» темăпа тĕлпулу иртнĕ.

Киленĕве услам ĕçне çавăрасшăн мар
Киленĕве услам ĕçне çавăрасшăн мар

Мероприятие чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштарас, çитĕнекен ăрăва наци уявĕсене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ. Пуçтарăннисене Ĕне ырри, Кĕтÿ пуçласа хăвалани, Хĕр сăри, Çумăр чÿкĕ, чăваш туйĕ тата ытти йăла-йĕркесемпе, шÿрпе, шăрттан, пашалу чăваш кухнин апачĕсемпе паллаштарнă.
Пурнăçра чылай чухне çакна курма пулать. Хĕр-хĕрарăмсем шлепкесене пĕр хушă тăхăнаççĕ те кăшт вăхăт иртсен, модăран тухнă тесе, пăрахăçа кăлараççĕ. Чăваш хĕрарăмĕсем пирки апла калаймăн. Вĕсем икĕ пуç хатĕрне ĕмĕр тăршшĕпе упраççĕ. Хĕр чухне – тухья, качча кайсан – хушпу. Тĕлпулу вăхăтĕнче Любовь Семенова чăвашсен пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсене мĕнле тумаллине вĕрентсе мастер-класс ирттернĕ. Алă ĕçĕ Любовь Егоровнăшăн чун киленĕçĕ темелле. Унсăр пуçне вăл ялти «Шăнкрав» фольклор ушкăнне те çÿрет. Пĕр вăхăтра шăнкăравçăсене сцена çине тухма костюмсем кирлĕ пулнă. Шăпах çакăнта Любовь Егоровнăн ăсталăхĕ пысăк пулăшу панă. Сцена çинче артистсен илемлĕ те илĕртÿллĕ пулмалла-çке.
Çынсем Л.Е. Семенова хатĕрленĕ хушпусемпе пуçа çыхмалли хатĕрсене алла тытсан тĕлĕнеççĕ, вĕсене туянас текенсем те пур. Алăпа тунă япаласем, паллах, йÿн мар, анчах та пултаруллă та тăрăшуллă хĕрарăм чун киленĕçне услам ĕçне çавăрма шутламасть. Паянхи кун тĕлне вăл 12 хушпу тата пуçа çыхмалли ултă хатĕр ăсталанă.
– Хушпу хатĕрлеме тĕрлĕ вак укçа кирлĕ. Вĕсене йĕр-йĕр пĕр тикĕс çĕлесе тухаççĕ, шăрçапа илемлетеççĕ. Пĕр уйăх васкамсăр ĕçлесен пĕр хушпу хатĕрлеме пулать, – тет Любовь Егоровна хăйĕн киленĕвĕпе паллаштарнă май.
Тен, çак мероприяти хыççăн хушпу ăсталас текенсем, чăваш йăли-йĕркипе кăсăкланакансем татах та нумайланĕç. Çакна шанас килет.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Мияки районĕ,
Суккул ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: