Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи «Илем» халăх ансамблĕ те хутшăнчĕ. Вăл «халăх коллективĕ» ята хÿтĕлес тĕллевпе «Ача чăкăчĕ» тата «Улах ларни» чăваш йăли-йĕркисене тивĕçлĕ кăтартса пама пултарчĕ, халăх ансамблĕ ята пиллĕкмĕш хут тивĕçрĕ. Сăмах май, çак сумлă ята илес тесен ушкăнăн кашни виçĕ çулта пĕрре хÿтĕлев йĕркине иртмелле.
Коллективсене республикăри халăх пултарулăх центрĕн компетентлă аттестаци комиссийĕ хак пачĕ.
Пĕр-ик сăмах «Илем» ансамбль ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те каласа хăвармалла. Ăна 1995 çулта (презентаци шăпах çак çул иртнĕ) Пелепей тăрăхĕнчи чăваш культура обществин хастарĕсем тăрăшнипе йĕркеленĕ. Унăн малтанхи ертÿçисем Владимир Гордеевпа Виктор Алексеев, Анатолий Алексеевпа Валерий Иванов (юлашки иккĕшĕн йывăр тăприсем çăмăл пулччăр – авт.) аккомпаниаторсем пулнă.
Хальхи вăхăтра халăх ансамблĕ 20 çынна пĕрлештерсе тăрать. Ăна хастар та пăравур, чăваш чунлă Нина Никитина педагогика ĕçĕн ветеранĕ ертсе пырать, кĕвĕ ăсти – Владимир Каранкин. Çирĕм çичĕ çул хушшинче илемçĕсем Раççейпе республика шайĕнчи, регионсем хушшинчи вуншар конкурс-фестивальсене хутшăнса дипломантсемпе çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Вĕсем çитнĕ регионсене асăнас пулсан Чăваш Енпе Тутарстана, Чĕмпĕрпе Самара, Эрĕнпур облаçĕсене палăртса хăвармалла. Республикăри районсемпе хуласем пирки вара калама та кирлĕ мар – пур çĕрте те пулнă темелле.
«Илем» хастарĕсем куракана хăйсен репертуарĕнчи юрă-кĕвĕпе, ташăпа çеç илĕртмеççĕ, çийĕсенчи чăн чăваш тумĕпе те кăмăла çĕклеççĕ. Концертсем пынă чухне вĕсем юрă кĕввипе тĕшшине тĕпе хурса чăваш тĕрриллĕ кĕписене черетлесе улăштараççĕ. Çапла тума ансамбль хастарĕсен пилĕк тĕрлĕ тумтир пурри май парать. Маларахри çулсенче вара çак ыйту питĕ те çивĕч тăнă.
Юлашкинчен, «Илем» ансамбле çак сумлă ята татах та нумай çул тытса пыма, пултарулăхра пысăкран та пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хал сунатпăр!
Марина ДЕНИСОВА, «Урал-Батыр»
наци культурисен центрĕнчи чăваш культура центрĕн ертÿçи.
Пелепей хули.