Конкурс çĕнтерÿçисене палăртма ятарлă жюри членĕсене суйларĕç. Çав шутра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Пишпÿлек районĕнчи уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Алена Семенова, Пишпÿлек районĕнчи çемье службин ертÿçи Надежда Сидорова, Ача-пăча пултарулăх центрĕн методисчĕ Ильзина Сабитова пулчĕç. Вĕсем тĕрлĕ профессипе ĕçлекенсен ăсталăхне туллин те тивĕçлипе хак пама тăрăшрĕç.
Çичĕ пултаруллă та правур чиперкке «Паллашу», «Смак» пултарулăх конкурсĕсенче, «Хĕрарăм ятне çÿле çĕклетпĕр» ăс-тăн викторининче ăмăртрĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Чи чиперри» конкурсра Альбина Мурзина (Сухоречка ял Канашĕ), «Ыттисенчен уйрăлса тăраканни» номинацире Дарья Федорова (Пишпÿлек ял Канашĕ), «Чи пултаруллă артистка» номинацире Нурсия Инсапова (Кенгер Менеуз ял Канашĕ), «Куракансем килĕштернĕ хутшăнакан» номинацире Виктория Макарова (Çирĕклĕ ял Канашĕ) мала тухрĕç. Пишпÿлек ялĕнчи Анастасия Данилова «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн ятарлă парнине тивĕçрĕ.
Галина КУДРЯШОВА,
«Вектор» çамрăксен центрĕн специалисчĕ.
Пишпÿлек районĕ.