Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
1 Ноябрӗн 2022, 11:30

Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ

Октябь уйăхĕн 21-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи Ситекпуҫ ялӗнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыҫҫӑн савăнăçлă лару-тăрура культура çуртне уҫнă. Юсав ӗҫӗсене «Культура» наци проекчӗн «Культура хутлӑхӗ» федераллă программа шайӗнче пурнӑҫланӑ.

Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ

2021 ҫулхи сентябрь уйăхӗн 8-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхĕн Радий Хабировăн тÿрĕ линийĕ вăхăтĕнче Ситекпуç ялĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Инна Никифорова культура çуртĕнчи юсав ӗҫӗсене вӗҫлеме сӗннӗ.
– Сирӗн культура çуртне эпир чи ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтерӗпӗр. Эпӗ финанс министрне кирлӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хушӑп, - тенӗ ун чухне Радий Хабиров.
«Культура» наци проектне пурнӑҫлама 2021 ҫулта патшалăх хыснинчен 3 658 200 тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа çурт тăррине, ӑшӑтмалли системӑна юсанӑ, ҫавӑн пекех кантӑксене те хӑш-пӗр тӗлте çĕнетнĕ.
2022 ҫулта уйӑрнӑ бюджет укҫи-тенкин виçи 7 268 250 тенкӗпе танлашнӑ. Хальхинче çурт фасадне питленĕ, крыльцана юсанă, çурт никӗсне отмосткăсем тунă, унăн тулашӗнчи тимĕр конструкцисене сӑрламалли ӗҫсене туса ирттернӗ. Шалти пӗтӗмĕшле лаптăка пайлас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑ, электромонтаж ӗҫӗсене пурнăçланă, санузел йӗркеленӗ. Пурнăçа кĕртмелли строительство ӗҫӗсем чылай анлӑ пулнă. Паянхи кун ялти культура çурчĕ куракансене ҫутӑ та тикӗс стенасемпе, ҫӗнӗ маччапа, урайпа, чӳречесемпе, алӑксемпе кӗтсе илет. Унсӑр пуҫне тулли пурнăçпа пурăнайман сусăр çынсем валли электричество вăйĕпе ĕçлекен подъемник вырнаçтарнă.
Культура çуртне уçнă çĕре Пушкӑртстанри культура министрӗн ҫумӗ Ильнур Мухьянов, ПР строительствӑпа архитектура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Новиков, Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, районти чăвашсен Канашĕн председателӗ, Пишпÿлек ял Канашӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов, «Белстрой» ООО подрядчикăн представителӗсем хутшăннă.
Уяв хӑнисене вырăнти пултарулӑх ушкăнĕсем юрӑ-кĕвĕпе кӗтсе илнĕ. Чаплӑ церемони хыҫҫӑн уява килнисем Ситекпуҫ тата Пишпÿлек районӗнчи ăстаçăсен декораципе ĕçлев ÿнерĕн куравӗпе паллашма пултарнă.
Мероприяти Пишпÿлек районӗн гимне пилĕк чĕлхепе юрланипе тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов сӑмах тухса каланипе уҫӑлнă. Вăл культура çуртне тĕпрен юсас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тата гражданла позицишĕн ял хастарĕсене – Валентина Васильевăна, Олег Рузакова, Галина Скоробогатована, Александр Тихонова – Пишпÿлек район администрацийӗн Тав ҫырӑвӗсене парса чысланӑ. Пушкӑртстан Республикин Культура министерствин Тав çырăвĕсене культура сферинче ырми-канми ӗҫленӗшӗн Ситекпуç ялĕнчи культура çуртĕнчи «Сăнлăх» халăх театрĕн, «Тăванлăх» халăх ансамблĕн ертÿçисем Инна Никифоровапа Гульнара Васильева, вулавăш ĕçченĕ Елена Федорова тивĕçнĕ. Çавăн пекех Пушкăртстан Республикинчи Халăх пултарулăх центрĕн Тав çырăвĕсемпе Пишпÿлекри культура керменĕн ĕçченĕсене чысланă.
Ҫак кун куракансемпе хӑнасене Пишпÿлек районӗнчи ансамбльсемпе уйрӑм солистсен пултарулӑх номерӗсем савăнтарнă. Çтерлĕри патшалӑх театрпа концерт пӗрлешӗвӗн «Сарпи» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗ концерта хутшăнни Ситекпуç ҫыннисемшӗн чӑн-чăн парне пулса тӑнă.
Культура çуртне тӗпрен юсани, çĕнĕ ĕç условийĕсем туса пани, паллах, Ситекпуç ялӗнчи культура сферине аталантарма пулăшĕ. Кун пирки иккĕленме кирлĕ мар. Çакна пурнăçлама вырăнта специалистсемпе культура енне туртăнакан халăх пурри те хавхалантарĕ.
Ҫӗнетнӗ ял библиотеки те ял ҫыннисемшӗн хăйне евĕр киленÿ центрӗ пулса тӑрĕ. Апла пулсан вăл вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли чи юратнӑ вырӑна çаврăнĕ.
Малашне культура çурчӗ Ситекпуçĕнче пурӑнакансен ял пуласлӑхĕ çине ырă витĕм кÿрессе шанатпӑр. Кунта кашни ҫыншӑнах кӑмӑла каякан ӗҫпе киленÿ тупӑнӗ, ҫӗнетнӗ культура лапамĕ (площадка) вырӑнти талантсене пултарулӑх идейисемпе проекчӗсене пурнӑҫлама май парӗ.
Марина ИВАНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Культура

 

Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Ял историйĕн çĕнĕ страници пуçланчĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: