Кăçал пушкăртпа тĕрĕк филологийĕн факультечĕ фестивале Пушкăртсан Республикинче пурăнакан халăхсен тумĕн кунне халаллама йышăнчĕ. Республикăра Наци тумĕн кунне ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2020 çултанпа паллă тăваççĕ. Авалхи культурăпа ăс-тăн еткерлĕхне упрама пулăшакан уява çулталăкне иккĕ уявлаççĕ: апрель уйăхĕн виççĕмĕш тата сентябрĕн иккĕмĕш эрне кунĕсенче. Аслă шкул стенисем хушшинче иртнĕ мероприятие тутарпа чăваш филологи кафедрин доценчĕ Л.А. Афанасьевапа (çак йĕркесен авторĕ) ПР чăвашсен Канашĕн Çтерлĕри уйрăмĕн пайташĕ Н.Е. Кобцева йĕркелерĕç. Вĕсене çак ĕçре чăваш уйрăмĕн студенчĕсем тата «Эреш» фольклорпа театр студийĕ (ертÿçи – Е.И. Иванова филологи наукисен кандидачĕ, рессижер – Н.Е. Кобцева) пулăшрĕç. Вĕсем апрель уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Сурпан» спектакль евĕр композици лартса пачĕç.
Сурпан – чăваш тĕррипе тĕрленĕ ал шăлли. Чăваш хĕрарăмĕсем ăна пуç çине сыраççĕ. Вăл качча тухнă хĕрарăмсен наци тумĕн пĕр пайĕ шутланать. Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлев çапла каланă: «Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ». Асăннă мероприяти унăн сăмахĕсене тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Спектакльте чăваш хĕрарăмĕн пуçне çыхмалли сурпанăн илемне курма пулчĕ. Курава пуян тĕрĕллĕ 15 сурпан тăратнăччĕ. Чăваш халăх ташшине сурпансемпе ташлани куракансене тыткăна илчĕ.
Спектакль евер лартнă композици студентсен наукăпа тĕпчев ĕçĕсемпе тачă çыхăннине те палăртса хăвармалла. Уйрăмах сурпанăн йăла-йĕркери пĕлтерĕшне уçса паракан (О.Никитина, 1 курс), чăвашсен этнографи ушкăнĕсен сурпанĕсемпе паллаштаракан (И.Алексеева, 3 курс), мари халăхĕн «шарпан» тата чăвашсен «сурпан» уйрăмлăхĕсемпе пĕрпеклĕхне кăтартса паракан (К.Никифорова, 3 курс) наука доклачĕсем интереслĕ пулчĕç.
«Эреш» ансамбль пайташĕсем тĕрлĕ этнографи ушкăнĕсем сурпана мĕнле майпа пуçа сырнине сăнлакан видеосюжет усăллă пулнине палăртрĕç.
Наука фестивалĕн вĕçĕнче Р.Х. Илишева декан факультетра наци культурине, фольклорпа тăван чĕлхене тĕпчеме, аталантарма тата халăх хушшинче сарма кирлĕ условисем туса панине çирĕплетрĕ. Халăх йăли-йĕркипе, этнографийĕпе тата фольклорпа çыхăннă мероприятисем преподавательсемпе студентсен наука ĕçĕ-хĕлĕпе çывăх пулнине палăртмалла. Чăваш уйрăмĕнче асăннă юхăма упраса хăварас тесе пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Лира АФАНАСЬЕВА, тутарпа чăваш
филологи кафедрин доценчĕ.
Çтерлĕ хули.