Кăçалхи май уйăхĕн 25-мĕш кунĕнче эпĕ 98 çул тултартăм. Пишпÿлек салинче Светлана хĕрĕмпе пурăнатăп. Ăс-тăн енчен те аптрамастăп-ха, çын пулăшмасăрах хам тĕллĕн вырăнтан вырăна куçса çÿреме пултаратăп. Çук-çук та вăхăтран-вахăта хăнăхнă йăлапа район хаçатне тата «Урал сассине» хамăн аса илÿсемпе сăвăсене ярса паратăп. Унччен тăтăшрах çыраттăм, халĕ сайра хутра çеç. Е кахаллана пуçларăм пулмалла, е çулсем хăйĕнне систереççĕ? Пĕр ăслă çын «аса илÿ вăл – ватлăх пуснине систерекен пулăм» тени асра. Унпа килĕшес килмест, мĕншĕн тесен иртнине куç умне кăларса тăратсан яланах эпĕ хама çамрăк та вăй-хăватлă, тулли пурнăçпа пурăнакан çын пек туятăп. Ку вăл пирĕн çамрăклăхшăн ылтăн вăхăт, хĕрарăм-аннен телей çеçки çурнă тапхăр пулнă. Эпир пысăк та туслă «Шурă хурăн» фольклорпа этнографи ансамблĕнче кашнийĕ пултарулăх ăсталăхне аталантарнă.
Республикăра çак паллă коллектива ПР Культура министерствин комиссийĕ пĕр хут çеç мар халăх ансамблĕ ята панă. Ăна 1978 çулта Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Иванова (сăн ÿкерчĕкре) тăрăшнипе йĕркеленĕ. Эпĕ хамăн мăшăрпа, Владимир Леонтьевпа, 1988 çулта çеç «Шурă хурăн» ансамблĕн пайташĕсем пулса тăтăмăр. Тĕп район больницинче медсестра пулса ĕçлени, паллах, килти ĕçсем нумай вăхăт йышăнатчĕç – мăшăрпа ултă ача çитĕнтернĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан вара, вăхăтне пăхмасăр, çак мухтавлă коллективăн ĕçне кирек хăçан та хутшăнма тăрăшнă. Концертпа районти çеç мар, унăн тулашĕнчи мероприятисенчен те юлман. Пур çĕрте те пире ăнăçу кĕтетчĕ. Çаксем пуш сăмахсем мар. «Шурă хурăн» тухăçлă ĕçленĕ çулсенче вăл тăван чĕлхе, юрра-кĕвве, халăхăн йăли-йĕркине, наци тумне, культурине упраса хăварас енĕпе Пишпÿлек районĕн визитлă карточки пулса тăчĕ. Районта эпир хамăрăн пултарулăхпа паллаштарман пĕр чăваш ялĕ те юлман, хăш-пĕр çĕрте темиçе хут та пулнă. Çавăн пекех концертсемпе кÿршĕллĕ Абдулино (Эрĕнпур облаçĕ), Пелепей, Ермеккей тата Мияки районĕсене тухса çÿренĕ. Шупашкарпа Ĕпхÿ, Абдулинăпа Пелепей хулисене кайса килни те асрах. Енчен те арпаштармастăп пулсан, 49 ялпа хулари сценăсем çине тухса куракансене концерт программипе паллаштарма тÿр килнĕ. Пире чăваш юррисем çунат хушатчĕç, хавхалантаратчĕç тата вăй-хăват паратчĕç. Юрă-кĕвĕпе йывăр самантра та, уявра та пурăнма çăмăлрах. Коллектив пирĕн пысăкчĕ. Манăн «Шурă хурăн» пайташĕсен ячĕсене те аса илес килет. Вĕсем – Рафаэль Ибраев, Валентина Иванова, Владимирпа Ольга Леонтьевсем, Юлия Таймасова, Валентина Титова, Зинаида Родионова, Александра Аблясова, Сергей Степанов, Петр Туймуков, Валентина Моисеева, Анюта Максимова, Лидия Мавлютова, Серафим Тимофеев, Агата Андреева, Елена Фомина, Александра Семенова, Галина Тюрина тата ыттисем те. Пирĕн ансамбль чăваш халăх юррисене çеç мар, хамăр коллективри юрăçсем çырнисене те шăрантарнă. Вĕсен авторĕсем Агафия Кондратьева, Георгий Николаев, Валентина Петрова пулнă. Паллах, эпĕ çырнă сăвăсемпе кĕвĕленĕ юрăсем те репертуара кĕнĕ. «Шурă хурăнăн» çивĕч те яка чĕлхепе çырнă такмакĕсем кăна пĕр пин ытла куплета çитнĕччĕ. Чылай çул хушши Мария Прохорова-Федорова ансамблĕн янравлă уçă саслă солистки пулчĕ. Музыкçăсене те асăнмасăр иртсе каяймастăп, вĕсем коллективăн пултарулăхне çĕклетчĕç, юрăç-ташăçсене хĕрÿлĕх кĕртетчĕç. Кĕвĕ каланă чухне урасем хăйсем ташă ыйтатчĕç. Вĕсем – Эрик Пашуткинпа Сергей Степанов пултаруллă баянистсем. Эпĕ хам та балалайка каланă. Пирĕн шавлă инструментсен оркестрĕ те пулнă. Моисей Николаев, Валентина Иванова, Анна Максимова, Валентина Титова тата Зинаида Родионова юрланă чухне кĕвĕ ритмĕпе тактне параппан, шакăртма илем кÿретчĕ.
«Шурă хурăн» ансамблĕн ĕç-хĕлне сăнласа паракан кадрсене тĕрлĕ телеканалсем ÿкеретчĕç, çав шутра Чăваш Ен тата Пушкăрт спутник телевиденийĕсем. Пирĕн ушкăнăн пултарулăхне телекуравçăсем «Тивлет», «Асанне арчи» тата ытти кăларăмсенче хак пама пултарнă. Çав вăхăтрах Шупашкарти паллă композитор, ЧР тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕ Анатолий Никитин шурăхурăнсем çинчен ятарлă клип ÿкернине те палăртмалла.
Вăхăт иртни çынсене çеç мар, ятлă-сумлă «Шурă хурăн» фольклорпа этнографи халăх ансамбльне те хĕрхенмест. Аслă ăрурисем пĕчĕккĕн пиртен уйрăлса каяççĕ. Эпĕ шутланă тăрăх, часах пирĕн коллектившăн та шутлă кунсем çитĕç. Питĕ те шел. Хальхи вăхăтра концертсемпе ял-хуласене тухса çÿреместпĕр, анчах та çав иртнĕ пурнăçăн пĕр пайĕ, сахал пулсан та, юлнă-ха. Пурне те ансамблĕн юбилейĕ ячĕпе саламлатăп, чăн малтан унăн улшăнми ертÿçине Валентина Александровна Иванована. Вăл часах хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Хамăн çĕр çулхи юбилейра эпĕ «Шурă хурăнта» чăваш юрри шăрантарасса шанатăп…
Ольга ЛЕОНТЬЕВА, ĕç ветеранĕ.
Пишпÿлек ялĕ.