Фильмри сюжетпа килĕшÿллĕн опытлă вирусолог Мускав хулинчен Новосибирскри наукăпа тĕпчев центрне ĕçлеме куçать. Пĕр аякри ялта паллă мар чир вăй илнине асăрхать. Вăл миллионшар çын пурăнакан хуласенче те сарăлас хăрушлăх пур.
Сериалăн премьери Иви платформăра апрелĕн 4-мĕшĕнче иртмелле, каярах ăна НТВ телеканалпа кăтартĕç.
- Тĕп пулăмсене иртнĕ çулла Отнурок, Ишля ялĕсенче тата уйрăм гостиницăра ÿкерчĕç, - палăртнă район пуçлăхĕ. – Фильм ÿкерес ĕçе Белорецк хулинче тата районта пурăнакансем хутшăннă: массăллă сценăсенче ÿкерĕннĕ, реквизитсемпе пулăшнă тата ÿкерÿ ушкăнне транспортпа тивĕçтернĕ. Районта çут çанталăк питĕ илемлĕ пулни пĕр хутчен мар кинематографсене илĕртнĕ.