Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
10 Апрелӗн , 11:05

Пролетариллĕ чăваш театрĕшĕн

Хисеплĕ вулакансем, сире паян Ф.Н. Вуколов-Эрлик Чăваш театрĕ 15 çул тултарнă тĕле çырнă критика статйипе паллашма сĕнетпĕр. Ун чухне вăл Чăваш АССРĕн Халăх Çут ĕç комиссариачĕ çумĕнчи искусство секторĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.

Пролетариллĕ чăваш театрĕшĕн
Пролетариллĕ чăваш театрĕшĕн

«Пролетариллĕ чăваш театрĕшĕн» статья «Сунтал» журналăн 1932 çулхи 8№ кун çути курнă. Сарăхса та хĕррисем кивелсе çурăлма пуçланă журнала редакцие Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнчи Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ музей ертÿçи Марина Николаева илсе килчĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, статьяна çырнă вăхăтра «ь» паллипе усă курман-ха. Хÿреллĕ «л», «т» сас паллисем тĕл пулаççĕ. Унсăр пуçне вырăс сăмахĕсене чăвашлатса каланă сăмахсем те нумай. Çав вăхăтри чĕлхе уйрăмлăхĕсене туйса илме май пултăр тесе статьяна улăштармасăр пичетлетпĕр.

«Ăс-тăна этемлĕх туса кăларнă пĕтĕм пуянлăха пĕлнипе пуянлатсан кăна коммунист пулма пулать».
(Ленин).

Капитализмăн юлашки сыпăкĕ – империализм тапхăрĕ – хăйĕн кирек епле фронтĕнче те кризис сарăлса пынине кăтартать. Кризис буржуази философин, наукин, пĕтĕм искусствин хăватне сÿнтерсе, вĕсене мистика енне пăрса пырать. Çавăнпа Европăри буржуаллă театрсем пурнăçăн чăн тĕрĕс кăтарту çулĕсене çухатса пыраççĕ. Вĕсен ĕнтĕ пĕртен-пĕр çул анчах. Вăл та пулсан мистикăллă, формализмлă çул. Ку çул пĕр енчен фашистла, буржуазилле влаçшăн тăрасси, тепĕр енчен хăйсен çĕрĕнчи рабочисене улталаса вĕсене пролетариллĕ революцие хирĕç тăратасси, Совет влаçне хирĕç тăратма хăйсен майлă çавăрасси.
Анчах вĕсем кризисран тухассишĕн епле пăркалансан та, Совет Союзĕ çинчен тем те пĕр суя сăмахсем сарсан та пирĕн коммунистсен партийĕ тĕрĕс çулпа ертсе пынине, Совет Союзĕ пĕрремĕш пилĕкçуллăха тăватă çулта тултарса иккĕмĕш пятилеткăна куçрĕ. Социализмлă çĕнтерÿ коллективлă хуçалăха индустриализаци çине куçарса ĕмĕр ултав тыткăнĕнче пурăннă Раççейри вак халăхсем хушшинчи чуралăхлă, феодаллă, капитализмлă пурнăçран юлнă тымарсене те кунран кунах тăпăлтарса илсе çунтарать. Совет влаçĕ вĕсене формăпа нациллĕ, ăш-чикĕпе пролетариллĕ культура тума ирĕклĕх çулĕ уçса парĕ. Çавăнпа совет çĕрĕнчи кирек епле халăх та хăйĕн формипе социализмлă культура туса пырать. Çав культура вара пĕтĕмпех социализм тăвас ĕçпе пĕтĕçнине, унăн уйрăлми социализмлă ĕçĕ вырăнĕнчех пулса тăрать.
Çавăнпа ĕнтĕ пирĕн Чăваш театрĕ те социализм тăвас ĕçĕн пĕр паллă участокĕ пулмалла. Ăна малашне те пĕр такăнмасăрах, аяккалла пăрăнмасăрах, парти кăтартакан çулпа илсе пымалла, унсăрăн эпир хальхи саманана (эпохăна) юрăхлă пролетариллĕ чăваш театрне тăваяс çук. Пролетариллĕ чăваш театрне тăвасси вăл партиллĕ хурçă дисциплинăпа тумалли ĕç. Тепĕр енчен вăл пĕр çын ĕçĕ те мар. Вăл – ушкăнлă творчество ĕçĕ.
Искусствăн тĕрлĕ пайĕсемпе танлаштарса пăхсан, театрлă искусство пачах паллă вырăн йышăнса тăрать. Театр вăл – пурнăçа питех те активлă кăтартакан искусство. Вăл пĕр самантрах пурнăçа хăй вăхăчĕ (во времени) енчен те, тата пространство енчен те кăтартать. Театр кăтартăвĕ пĕр действиллĕ, чĕрĕ действинче вăхăтпа пространство тăрăхĕсем çыхăннă. Çапла театрлă искусствăна вăхăт, искусствăпа пространство енчен кăтарма уйрăм паллă параççĕ. Çав чĕрĕ действи текен япала – чĕрĕ çыннăн ăс-тăнĕнчен тухакан япала. Çавăнпа та театрлă искусствăн тĕп материалĕ чĕрĕ, ĕç тăвакан çын. Вăл вăй-халĕ çитнĕ таран куракана (зритель) ăс-тăн парасшăн, хăйĕн психоидеологиллĕ, психофизикăллă вăйне парать. Çакă вара театрлă искусство ытти уйрăм искусствăсенчен уйрăлса тăрать. Унсăр пуçне театрлă искусствăра кураканпа художник тачă çыхăннă. Куракан искусствăн произведенине (пьесăна) çеç ăнланса илмест, вăл çав вăхăтрах художника (актера) та ăнланса илет. Художник-актер пĕр вăхăтрах творчествăллă субъект та, творчествăллă объект та пулать. Ытти искусствăсене илсен вĕсенче кун пек мар, поэзи вуланă чух е пĕр-пĕр картинкăна пăхнă чух художнике хăйне курмастăн, хăш-пĕр чух ăна пĕлместĕн те: те чĕрĕ вăл, те вилĕ. Çапла театрлă искусствăра куракан ăс-тăнĕпе художник тачă çыхăннă.
Театрăн уйрăмлăхĕ кунпа та пĕтмест-ха. Театр вăл ытти уйрăм искусствăсемпе те усă курма пултаракан искусство. Вăл хăйне кирлĕ таран пластикăпа та, архитектурăпа та, живописьпе те, музыкăпа та, ташăпа та, илемлĕ литературăпа та, кинопа та тата ыттипе те усă курма пултарать. Калама юрать: театрăн тĕнчи - синтезлă тĕнче. Çав ытти искусствăсен элеменчĕсем театрта хăйсен ыйтăвĕсене улăштарса театрлă искусство ыйтăвĕн çулĕсемпе пыраççĕ, урăх пахалăха çаврăнса, театрлă искусствăна вăй-хăват параççĕ.
Театрлă искусство, тĕрлĕ уйрăм искусствăсенчен тăнипе унăн продукцийĕ (спектакль) виçĕ тĕрлĕ тĕп художниксемпе (драматург, режиссер, актер) пулнăран, театрлă искусствăна ытти искусствăсемпе çыхланса пĕтнĕ искусство теме юрать. Çавăнпа та пролетариллĕ театр тума хĕн те, театрлă искусство тĕлĕшĕпе тĕрлĕрен тавлашусемпе юхăмсем те нумай. Çак тавлашусем театрăн ăшĕнченех, ун кулленхи практикинчен тухса пыраççĕ. Кунта тавлашу пырать, творчествăллă метод ыйтăвĕсем, этемлĕх ку таранччен вĕçне çитнĕ тĕрĕслĕхе туса çитереймен пирки. Ку тĕрĕслĕхе туса çитерес тĕлĕшпе Ленин çапла калать: «ун патне этемлĕхĕн ăсĕ çывхарма пултарать», – тет. Апла пулсан пирĕншĕн çул уçăлнă. Апла пулсан эпир татсах калама пултаратпăр: кам вăл театрта актер, кам – режиссер, кам – драматург. Епле уйрăм вырăн йышăнса тăмалла вĕсем спектакль ĕçĕнче? Унсăрăн актер калама пултарать – мансăр пуçне спектакль пулас çук тесе, режиссер - эпĕ пулмасан лайăх спектакль пулас çук тесе, драматург – эп çырмасан театрăн чунĕ çук тесе. Уйрăм художник уйрăм ыйтусене пĕлменни театра юсас ĕçсене чăрмав кÿме пултарать. Çавăнпа та кашни художникăн хăйĕн уйрăм ыйтăвĕсене кирек хăçан та пĕлсе тăрас пулать.

Театрлă искусствăра актер спектаклĕн тĕп материалĕ çеç мар, вăл тата, тепĕр енчен, спектаклĕн творчествăллă субъекчĕ те пулса тăрать (сценăллă опроса тăваканĕ). Сценăллă опроса актер режиссер пулăшăвĕ тăрăх литература опросĕ çине таянса йĕркелет. Актерăн сценăллă опроса тунă чух, çав литературăллă опрос çумне тĕрлĕ пурнăç содержанине хушма пĕлмелле, ăна (литературăллă опроса) сÿтсе явма, опрос тĕрĕслĕхĕн вĕçĕ патне çывхартасшăн кĕрешмелле. Актерăн искусствăллă материалĕ – хăйĕн психикипе, хăйĕн ÿт-пĕвĕпе, ăнлантару пулăшăвĕсемпе (выразительные средства), сăмахпа, хăйне хăй тыткаланипе, сăн-питĕн тĕрлĕ сÿрете кĕрекен хастарлăхĕпе (мимикăпа) пулса тăрать.

Çапла сценăллă опросра актер, литературăллă опросра кăтартнă пурнăç чăнлăхне сÿтсе явса, ăна хăй пурнăçĕнчен пуçтарнă ăс-тăнпа пуянлатать. Çавăнпа актер вăл спектаклĕн тĕп материалĕ çеç мар, вăл тата творчествăллă субъект та пулса тăрать.
Режиссер драматургпа актер хушшинче тăрать. Унăн творчествăллă ĕçĕ пĕр енчен драматург творчествинчен килет, тепĕр енчен – актер творчествинчен. Режиссер актерсене çул кăтартать, пĕтĕм кирлĕ материалсене пуçтарса спектакль тăвас ĕçре вĕсемпе пĕлсе усă курасси унăн ĕçĕ.
Спектаклĕн творчествăллă тĕп шухăшĕпе унăн форми пуринчен ытла режиссертан килеççĕ. Çавăнпа та режиссера спектаклĕн çулпуçĕ темелле. Анчах та çак творчествăллă спектакль режиссер творчествинчен çеç килет тесе ниепле те калама юрамасть. Спектакль ыйтăвĕ режиссертан ÿкерсе илнĕ режиссер ыйтăвĕсем çеç мар. Спектакль ыйтăвĕсем вĕсем – пурнăç ыйтăвĕсем. Пурнăçа тĕрĕс сÿтсе явас ыйтусем. Çак задачăсене сÿтсе явассине никам та вĕсем режиссер задачисем анчах тесе калаймĕ. Ку статьясем пĕтĕм театрăн творчествăллă ушкăн статйисем. Çавăнпа ĕнтĕ режиссер пурнăçа сÿтсе явма пĕлет пулсан та вăл хуть хăçан та коллективăн шухăшĕсене хăлхана чикме тивĕç. Коллектив шухăшне хăлхана чикменни авторăн творчествăллă хастарлăхне чăрмантарать, пролетариллĕ театрăн принципĕсене пăсать.
Малалла драматург çинчен те пĕр-ик сăмах каламалла. Епле вырăн йышăнса тăрать-ши пролетариллĕ театрта драматург? Драматург çыракан пьеса çурма фабрикатлă япала çеç пулса тăмасть-ши? Çук. Пьеса вăл çурма фабрикат çеç мар, вăл – пĕçерсе кăларнă илемлĕ произведени. Çырнă пьеса драматургран театрăн творчествăллă коллектив аллине лекет. Урăхла каласан драматург мировозренийĕ – театр мировозренийĕ. Спектаклĕн тĕп шухăшĕ – пьесăн тĕп теминчен, сюжетĕнчен, фабулинчен килет.
Анчах пролетариллĕ театр хăйĕн специфики тăрăх, драматург панă тĕп шухăш çумне хăйĕн творчествăллă ушкăн шухăшĕсене хутшăнтармасан, вăл театр пулма пултарать-и вара? Хутшăнтармаллах.
Театрпа драматург тематики пирки тавлашаççĕ пулсан, камăн творчествăллă шухăшĕ çÿллĕрех, вăйлăрах – драматургăн-и е театрăн-и, çакна шута илмелле. Ку пахалăх класлă идеологирен, вĕсен художествăллă методĕнчен килет. Театр пьесăна хăйĕн коллективлă творчествипе пуянлатса кăтартма пултарать пулин те спектакль ĕçĕнче драматург вырăнĕ чĕрне хури чухлĕ çеç, ун пьеси çурма фабрикат пек çеç тесе калама ниепле те юрамасть. Драматург пьеси вăл литература енчен пиçсе çитнĕ художествăллă произведени. Пьеса вăл театра тĕп шухăш, тематика парать. Театрăн творчествăлла коллективне кĕрсен пьеса театрлă пахалăх пулса тăрать. Литература енчен пиçсе çитнĕ пьеса спектакльте театр енчен пиçсе çитет. Çавăнпа драматург вăл спектакле тăвакан творчествăллă коллективăн пĕр творчествăллă субъекчĕ. Спектакль – творчествăллă коллективăн (драматург, режиссер, актер) продукцийĕ.
Иккĕмĕш ыйту – пролетариллĕ драматурги ыйтăвĕ. Пролетариллĕ драматурги театра класлă кĕрешÿре тата творчествăллă ĕçсене куллен-кун ÿссе пыракан хастарлăхпа идеологи парать. Çĕнĕ çын идеологийĕ – çĕнĕ çын опросĕ. Пролетариллĕ драматурги театрăн кивĕ формисене, класлă çĕнĕ темисене тата класлă тĕп шухăшсене пăхăнтарать.
Чăваш тĕп театрĕ 15 çул тултарнă вăхăтра унăн ирĕклĕ кун-çулне тĕплĕн тишкерсе тухса унăн 15 çул хушшинчи çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхĕсене пурне те шута илсе ăна вăйланса, çирĕпленсе пыма малалла валли аслă çул, тикĕс çул уçса парар.
Сывă пултăр 15 çул тултарнă Чăваш театрĕ! Сывă пулччăр ăна ертсе пыракансем!
Ф.Н. Вуколов-Эрлик. 1932 çулхи август уйăхĕ.

Пролетариллĕ чăваш театрĕшĕн
Пролетариллĕ чăваш театрĕшĕн
Пролетариллĕ чăваш театрĕшĕн
Пролетариллĕ чăваш театрĕшĕн
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: