Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
13 Сентябрӗн , 09:40

Пушкăртстанра Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ

Пушкăртстанра çулсерен сентябрь уйăхĕн иккĕмĕш эрне кунĕнче республикăра пурăнакан халăхсен Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл паянхи кунпа, сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕпе, тÿр килет.

Пушкăртстанра Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ
Пушкăртстанра Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ

Асăннă уяв халăхсен йăли-йĕркисене, историне тата культурине аса илме, çамрăк ăрăва халăх культури вăл пурлăх тата хаклăх пулнине ăнлантарса çитĕнтерме май парать. Республикăра пурăнакан халăхсем темиçе ĕмĕр хушши килĕштерсе пурăнаççĕ. Туслăх, нумай енлĕ культура, пĕр-пĕрне хисеплени тата интерес паянхи кун пĕр тĕвве пухакан тата усал вăя хирĕç кĕрешме пулăшакан тĕп пуянлăх тата хăватлă вăй пулса тăрать. Наци тумĕ халăхăн визит карточки шутланать, унта унăн историйĕ, хăйне евĕрлĕхĕ тата чунĕ палăрать.  

Наци тумĕн кунне республикăра ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе 2020 çултанпа çулталăкне иккĕ – апрель тата сентябрь уйăхĕсенче – паллă тăваççĕ.

 - Пирĕн тĕллев – наци культури пирĕн пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăмалла. Сăмахран, пушкăрт тумĕ кулленхи тата ĕçлĕ пурнăçа майĕпен кĕрет. Мероприятисенче наци элеменчĕсенчен тăракан тумсене тумланнă çынсене курсан эпĕ савăнатăп, - тенĕ Радий Хабиров. – Çак интернационаллă уяв  туслăх тата пĕр-пĕрне хисепленин палли пулса тăрать. Чи пĕлтерĕшли вăл пирĕн иртнĕ пурнăç патне кĕпер хывма пулăшать, мĕншĕн тесен иртни – пирĕн тĕрев.

 Пушкăртстан Республикинче 100 ытла наци килĕштерсе пурăнать, çак пĕрлĕх республикăн пуянлăхĕ шутланать. Пирĕн регион Европăпа Ази чиккинче вырнаçнă, Раççейри регионсем хушшинчи экономика, культура тата ăс-хакăл çыхăнăвĕсене çирĕплетме пулăшакан кĕпер пулса тăнă.

 - Пушкăртстанра, шыв тумламĕнчи пекех пирĕн пĕтĕм Раççей тата унăн нумай енлĕ культури, тĕнĕ, чĕлхисем тата халăхсен туслăхĕ палăрса тăрать, - тенĕ Раççей президенчĕ Владимир Путин.   

Пушкăртстанра Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ
Пушкăртстанра Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ
Пушкăртстанра Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ
Пушкăртстанра Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ
Пушкăртстанра Наци тумĕн кунне паллă тăваççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: