Урал сасси
+25 °С
Облачно
Культура
8 Мая , 04:00

Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма

Апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин Наци музейĕнче «Чăваш еткерлĕхĕ: мăн асатте-асаннесенчен пуçласа йăх-несĕл патне» этнографи куравĕ уçăлнă.

Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашмаНаци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма
Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма

Асăннă курав çĕршыври халăхсен хăйне евĕр культурипе паллаштаракан проектăн пĕр пайĕ пулса тăрать. Экспозицин тĕп теллевĕ - чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне упраса хăварасси тата çакăн çинчен çамрăк ăрăва ăнлантарса парасси.
Кунта чăваш кĕписем паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем хăйĕн капăрлăхĕпе, хÿхĕм тĕррисемпе куракана тыткăна илеççĕ. Çавăн пекех ĕлĕк-авал кил-çуртра усă курнă япаласене пăхса мăн асаттесемпе асаннесен ăшшине, çуртри хăтлăха туйма май пур. Кунтах музее килнĕ хăнасем йăлана кĕнĕ ал ĕçĕсемпе, халăх юрри-кĕввипе паллашма пултараççĕ.
Курава Наци музейĕн директорĕн çумĕ Михаил Гаухман салам сăмахĕсем каласа уçнă. ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов тата Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Николай Иванов çак пулăмпа кăмăллă пулнине палăртса курава йĕркелекенсене тав тунă, чăваш халăхĕн чăн та культура еткерĕ пуян пулнине палăртнă, ăна упрама чĕнсе каланă.
Тепĕр самант çинче те чарăнса тăмалла. Экспозицие йĕркелес ĕçре Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин пайташĕсем Вера Никоноровапа (Кармаскалă районĕ) Вера Тарасова (Ĕпхÿ хули) тăрăшулăхпа хастарлăх кăтартнине асăнса хăвармалла. Вĕсене музей администрацийĕ мероприяти вăхăтĕнче Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Курава уçнă церемоние Кармаскалă тăрăхĕнчен килсе çитнĕ «Чун сасси» фольклор ансамблĕ тата «Хĕлхем» дуэт илем кÿнĕ. Вĕсем «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать», «Вăл-валь уçса…», «Хамăр ял ачисем», «Ан васка,тăван» юрăсем шăрантарнă. Çакăн хыççăн пухăннă халăх музейĕн иккĕмĕш хутне хăпарса экспозиципе паллашма пултарнă.
Вулакансене экспозици июнь уйăхĕн вĕçĕччен ĕçленине пĕлтеретпĕр. Чăваш халăхĕн культура еткерлĕхĕпе паллашма кăмăл пур кашни çыннах кунта хапăл туса кĕтеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД. Ĕпхÿ хули.

Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма
Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма
Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма
Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма
Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма
Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма
Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма
Наци музейне - чăваш еткерлĕхĕпе паллашма
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас