Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
23 Июнӗн 2021, 12:04

Хуняма пилĕ çур ĕмĕр çемьене упранă

Иртнĕ ĕмĕрте Кăратмасра Ярмулай ялĕнчен хĕр качча илесси сумлă шутланнă. Пĕринчен тепри тирпейлĕрех те пултаруллăрах, сăпайлăрах та сапăрлăрах пулнă унти хĕрсем.

Кăратмасра çуралса çитĕннĕ Геннадий Алексеев та каччă çулне çитсен Ярмулай ялне çул тытнă. Вăл ун чух колхозра лашасем пăхнă. Çамрăксем кÿршĕ яла çулла лаша утланса, хĕлле çуна кÿлсе клуба çÿреме пуçланă. Пĕррехинче çамрăк каччă яштака та тăп-тăп кĕлеткеллĕ хĕре куç хывнă. Ку чиперкке хамăн пулатех, шутланă çамрăк. Хĕрĕ те качча килĕштернĕ. Çамрăксем тăтăшах тĕл пулнă. Пĕрлешме, çемье çавăрма шутланă. Çапла вара 1958 çулхи февраль уйăхĕнче Кăратмаспа Ярмулайĕнче виçĕ кун туй кĕрленĕ. Пĕрремĕш кунне каччă туйĕ хĕр ялне пырса çĕр каçсах туй тунă. Иккĕмĕш кунне хĕр туйĕ Кăратмаса килсе каç выртсах туй кĕрлеттернĕ. Туй халăхĕ çамрăксене вăрăм кун-çул, туслă çемье, ача-пăчаллă пулма пилленĕ. Хĕр тăлăх çитĕннĕ. Каччăн амăшĕ пит хĕпĕртесе пил панă çамрăк мăшăра. Амăшĕн пилĕ çитнĕ. Аллă çула яхăн (4 уйăх çеç çитмен) пĕр çемьене тĕвĕленсе пурăннă çамрăксем. Кам-ха вăл, çак пултаруллă та сапăр хĕр?
Иртнĕ ĕмĕрĕн йывăр 30-мĕш çулĕсем… Ярмулайĕнчи Петĕрпе Мелани Григорьевсен çемйинче икĕ ывăл çумне 1936 çулта январь уйăхĕн 15-мĕшĕнче хĕр хутшăннă. Хĕре Матрун ят панă. Аслисем, Çерахимпе (Серафим, 1925 çул) Микула (Николай, 1933 çул), пĕчĕк йăмăкне курсан хĕпĕртенĕ. Матрун иккĕре чухне çемьере ăна юлташ Елена йăмăкĕ çуралнă (халĕ те пурăнать).
Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ хĕр пĕрчи. Матрунĕн ачалăхĕ хаяр вăрçă çулĕсене лекнĕ. Ашшĕ 1941 çул вăрçа кайнăскер, çак çулах пуçне хунă. Амăшне ачисемпе çăмăлах пулман. Хĕр ача вăрçă çулĕсенче ялти пуçламăш шкула çÿренĕ (ун чух 4 класлă шкул çеç пулнă).
Савăнăçĕ те, хуйхи те пурнăçра юнашарах çÿренĕ пуль çав. 1945 çул, Аслă Çĕнтерÿ çулĕнче, амăшĕ çĕре кĕнĕ. Хăр тăлăха юлнă ачасене тăванĕсем усрава илнĕ. Аслă пиччĕшĕ, Çерахим, вăрçăра пулнă. Матрун шкулта лайăх вĕреннĕ. Ялти шкула пĕтерсен Этĕле çÿренĕ. Кашни кун 5 çухрăм çуран утнă. Икĕ ял хушши унталла-кунталла 10 çухрăма тăсăлнă. Хĕлле урара çăм атă пулнă. Çурлă-кĕрлĕ тапхăрта вара çăпата сырнă. Шыв-шур вăхăтĕнче шакмаклă çăпатапа çÿренĕ. Матрун Этĕлте 7 класс пĕтернĕ.
- Çуркунне юр çемçелсен арçын ачасем, шаярса ĕнтĕ, урасене юрпа пусса таптатчĕç те чупатчĕç. Юр ăшĕнчен тапаланса тухса ушкăна хăваласа çитеттĕмĕр. Ун чухне шăнни-йĕпеннине пĕртте туйман. Шаярса, шÿтлесе таврăнаттăмăр килелле. Кÿршĕ ял шкулне нумай ача çÿретчĕ. Йывăр пулсан та пит интереслĕччĕ шкулта вĕренме, - аса илет вăл.
Çуллахи каникулсенче колхоза ĕçе çÿренĕ. Çум çумланă, кĕреплепе утă пуçтарнă, ăна кăрманпа, урапапа турттарнă. Кĕреçе-пуртăпа та арçынпа танах ĕçлеме тивнĕ. Ĕçе нихăçан та уйăрман. Çăм арланă, алса-чăлха çыхнă. Вăрмана кăмпа-çырла, курăк пухма тăтăшах çÿренĕ. Вăрçă çулĕсенче çеç мар, ун хыççăнхисем те пит йывăр пулнă.
- Çуркунне, çулла ял таврашĕнчи çимелли курăка халăх пуçтарса пĕтеретчĕ. Райман ялĕ урлă Марьяна çити пултăран-кĕпçе шыраса каяттăмăрччĕ. Çĕклемĕ-çĕклемĕпе курăк йăтса килеттĕмĕр. Серте, пултăран яшки çисе çитĕннĕ эпир. Хăш чухне пухнă курăксене марьянсем (вырăссем надызсем тетчĕç) тăпăлтарса илсе те юлатчĕç. Мĕн тăвăн? Хырăм выççи çапла тутарнă, - тет çулĕсемпе тăххăрмĕш теçеткепе пыракан М.П. Алексеева. - Качча килсен те çăмăл пулмарĕ. Çитмен пурнăç. Пĕчĕк пÿрт-çурт. Каярах пысăкрах çурт лартрăмăр. Малтан икĕ пÿлĕмлĕ шифер тăрăллă пÿрт хăпартрăмар. Каярах 4 пÿлĕмлĕ пÿрт тăррине калай (халĕ ĕнтĕ профнастил) витрĕмĕр. Тавах анине. Пит лайăх хунямаччĕ вăл. 10 çул пĕрле пурăнтăмăр. Аслă ачасене пĕчĕк чухне вăл пăхрĕ. Ытларах йĕкĕрешсемпе, Зинăпа Нинăпа, хĕнтерехчĕ. Ун чух декрет тавраш пулман. Ача çуратсан килте ларайман, колхоза ĕçе çÿренĕ. Кашни çул виçшер гектар кăшман çумласа çитĕнтерсе кăларса ăсататтăмăр. Малтанхи çулсенче кăшмана алăпа, кĕреçепе кăларснă, тасатнă. Каярах ака пуçĕпе çĕклетсе паратчĕç. Унтан кăшмана виçшер йĕр илекен комбайнпа кăлара пуçларĕç. Машинăсем çине пĕрер-пĕрер кăшман алăпа ывăтса тиеттĕмĕр. Вăхăт иртнĕ май ĕçе çăмăллатрĕç. Комбайнпа кăларса купана хывса паратчĕç. Хырса тасатсан кăшмана машина çине погрузчикпа тиетчĕç, - тăсать сăмахне Матрун аппа.
Матрена Петровна тивĕçлĕ канăва кайсан та колхоз ĕçне хутшăннă. Сакăр çул склад заведующийĕнче тăрăшнă. Ака-суха вăхăтĕнче вун сакăршар сехет, виçшер смена ĕçлени те пулнă. Тыр-пула виçсе йышăнмалла, кĕлетсене вырнаçтармалла, сортировка тунă хыççăн элеватора Приютовăна ăсатмалла пулнă.
Çемйи питĕ çирĕп те туслă вĕсен. Пилĕк ача çитĕнтернĕ мăшăрĕпе. Аслипе кĕçĕнни - ывăлсем. Варринче виçĕ хĕр. Виççĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ вĕрентекенсем. Иккĕшĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.
Пурнăçра çухатусăр пулмасть. 1985 çулхи август уйăхĕнче Алексеевсене пысăк хуйхă пырса çапнă. Çирĕм тăваттăпа пыракан аслă ывăлĕ (Юрик) пушарта вилнĕ (çамрăк кĕлетре çывăрнă пулнă). Çемье çирĕплĕхĕ çак çухатăва чăтса ирттерме пултарнă.
Килĕнче халĕ 85 çултан иртнĕ хĕрарăм (карчăк теме чĕлхе çаврăнмасть, пит правур) кĕçĕн Виталий ывăлĕпе пурăнать. Вăл «Эко Нива» аграрипе промышленность компанинче вăй хурать. Кÿршĕ çуртра пĕр хĕрĕ, йĕкĕреш хăраххи, хăй çемйипе тĕпленнĕ.
Паянхи кун та Матрун аппа ял-йышпа пĕрле ĕçе тухать. Нумай пулмасть вăл часавай таврашне тасатса тирпейленĕ çĕре хутшăннă.
Тăхăр вунна çитсе пыракан кинемей пурнăçра хĕн-хур, çухату курнă пулин те хăйне телейлĕ тесе шутлать. Халĕ ăна ачисемпе 7 мăнукĕ, 8 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ. Мăнукĕсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Америкăпа Германине, Норильскпа Çĕпĕре çитнĕ сумлă кукамайăн тĕпренчĕкĕсем. Мăнукĕсемпе вĕсен ачисем тăтăшах шăнкăравласа тăраççĕ.
- Эпĕ ĕçкĕ-çикĕпе пĕртте иртĕхмен. Ялан пурнăçа лайăхлатасси çинчен шухăшланă. Ачасене пĕчĕкрен ĕçе вĕрентсе çитĕнтертĕмĕр. Шел, мăшăрăм паян юнашар çук. Вăл 74 çулта чухне, 2007 çул вилчĕ. Ачасен, мăнуксемпе вĕсен ачисен пултарулăхĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе пĕрле савăннă пулăттăмăр, - тет Матрун аппа тарăн шухăша путнă май.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: