Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
29 Сентябрӗн 2021, 10:45

«Чи лайăххи – пурте чăваш пулни»

Авăркас районĕнчи Çěньял ялĕнче пурăнакан Елизавета Максимовна Львова, манăн кукамай, кăçал 86 çул тултарать. Ырă кăмăллă ватă çын хальхи пурнăçăн ырлăхĕсене тивĕçлипе хак парать.

«Чи лайăххи – пурте чăваш пулни»
«Чи лайăххи – пурте чăваш пулни»

Елизавета Максимовна 1935 çулта Авăркас районĕнчи Дубровка ялĕнче çуралнă. Вăл вăрçă умĕнхи тата вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсене самаях тÿснĕ. Çемйинче аслă ача пулнă май шăллĕпе йăмăкне пăхасси те, кил-çурта йĕркелесси те, пахчара ĕçлесси те, выльăх-чĕрлĕхе пăхасси те – пĕтĕмпех ун çинче пулнă.
Кукамайăн ашшĕ 1942 çулта вăрçăра пуçне хунă. Пĕчĕк Улька йăмăкĕ ашшĕ вăрçа кайнă хыççăн тин çуралнă. Вăл ăна нихăçан та курман. Кукамайăн амăшне, Праскине, вăрçă вăхăтĕнче час-часах вăрман касма илсе кайнă. Ачасем килĕнче хăйсемех пурăннă. «Тин çуралнă ачана эпир мĕнле пăхнă-ши, мĕн çитернĕ-ши?» –тĕлĕнет халĕ вăл.
Праскин упăшки те, икĕ шăллĕ те вăрçăра пуçĕсене хунă. «Анне вĕсене виличчен кĕтрĕ. Çывăх та хаклă çыннисем таврăнасса та шанатчĕ», – хурланса аса илет кукамай.
Шкулта вăл лайăх вĕреннĕ. Çав вăхăтри нумай çамрăк пекех çичĕ класс пĕтернĕ.
21 çул тултарсан Çĕньял ялĕнче пурăнакан Влатимĕр ятлă çамрăка качча тухнă. Вăл вăхăтра кашни çемьерех ача нумай пулнă. Кукамайпа кукаçи те пилĕк хĕрпе икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ.
– Манăн ачасем те, кĕрÿсем те, кинсем те пурте лайăх, – тет манăн кукамай. – Чи лайăххи вара – пурте чăваш пулни. Куншăн эпĕ çав тери савăнатăп. Вĕсем эпĕ чăвашла калаçнине ăнланаççĕ.
Кукаçи ытларах вăрман ĕçĕнче вăй хунă, лесник пулса ĕçленĕ. Кукамай колхозра тăрăшнă: кăшман çинче ĕçленĕ, улăм купаланă тата ытти ĕçсене те тунă.
Шел пулин те, кукаçи вун виçĕ çул каялла çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ.
Халĕ кукамай Нина ятлă хĕрĕпе Çĕньялта пурăнать. Унăн пурĕ вун ултă мăнук, мăнукĕсен ачисем вун тăваттăн.
– Эпир питĕ лайăх пурăнатпăр. Пÿртре газ та, шыв та пур, - савăнăçне пытармасть кукамай. – Пенси укçине килех илсе килсе параççĕ. Кун пек рехете курасса эпĕ ĕмĕтленмен те. Тĕнчи кăна лăпкă тăтăр.
Чăнах та, пурнăç йывăрлăхĕсене пăхмасăр ырă кăмăлне те, чун хавалне те, хастарлăхне те çухатман сакăр вун ултта çывхаракан ватă çын. Вăл халĕ те хăйĕн майне кура пахчара ĕçлет, пÿртре кăштăртатса çÿрет.
Наталия КАРПОВА, мăнукĕ. Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: