Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
1 Декабрӗн 2021, 10:54

Сумлă-ятлă Нина аппа 95 çулхи юбилейне паллă турĕ

Çак кунсенче Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнчи тыл ĕçченĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăр салтакăн тăлăха юлнă мăшăрĕ Нина Фоминична Никифорова хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Сумлă-ятлă Нина аппа  95 çулхи юбилейне паллă турĕ
Сумлă-ятлă Нина аппа 95 çулхи юбилейне паллă турĕ

Нина Фоминична 1926 çулхи ноябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнче çуралнă. Колхоз ĕçне çамрăклах, вун виçĕ çултах, хутшăннă. Аслисемпе пĕрле уй-хирте тыр-пул акнă, пуçтарнă, çумланă. Çапла ачаран пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра вăй хунă. Пенсире те ахаль ларман, «Колос» пионер лагерĕнче хуçалăх ыйтăвĕсене пурнăçлакан сестра пулса ĕçленĕ.
Шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан Нина Фоминичнăна «Дружба» колхозăн, «Колос» пионер лагерĕн Хисеп хучĕсене парса чысланă. Вунă ача çуратса ÿстернĕшĕн чăтăмлă хĕрарăм «Ача амăшĕ героиня» ордена, Ача амăшĕн медальне тата ытти наградăсене тивĕçнĕ. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă.
Çак кун юбилейне паллă тăвакан Н.Ф. Никифорована Подлесный ял Канаш хутлăхĕн пуçлăхĕ Инна Маркелова, Çтерлĕ районĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Николай Миронов, «Дружба» ООО ял хуçалăх предприятийĕн тĕп бухгалтерĕ Татьяна Бормисова саламланă, парнесем парса чысланă.
Хисеплĕ Елена Фоминична! Сире пĕтĕм чун-чĕререн юбилей ячĕпе саламлатпăр! Савăнăçлă та хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр, чунра канăçлăхпа лăпкăлăх хуçалантăр, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнмалла пултăр. Сывлăхăр çирĕп пултăр, ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр.
Елена МАРКЕЛОВА,
Ямансас ял вулавăшĕн библиотекарĕ.
Çтерлĕ районĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас