Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
17 Майӑн 2022, 10:11

Хыçра – пĕр ĕмĕр, малашлăх Турă аллинче

Нумай пулмасть Элшей районĕнчи Акçун ялĕнче пурăнакан Юлия Никаноровна Павлова тыл ĕçченĕ 100 çул тултарчĕ.

Хыçра – пĕр ĕмĕр, малашлăх Турă аллинче
Хыçра – пĕр ĕмĕр, малашлăх Турă аллинче

Юлия Павлова (Машкова) Кайраклă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти пуçламăш шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн пĕлĕвне Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи çичĕ класс вĕренмелли шкулта тăснă. Унтан Пишпÿлекре 8 класлă пĕлÿ илнĕ. Шкул хыççăн счетоводсен курсне вĕренсе тухнă та тăван Кайраклă ялне таврăннă. Çав вăхăтра колхозсем йĕркеленнĕ, унта хут пĕлекен специалистсем кирлĕ пулнă. Юлия хастар та правур хĕр пулнă, унăн аллинче пур ĕç те вĕресе тăнă. 1946-1948 çулсенче Андриановка ялĕнче ĕçленĕ, унтах пулас мăшăрĕпе, Николай Павловпа, паллашнă. Çамрăксем пĕрлешнĕ хыççăн Акçун ялне пурăнма куçнă. Вăл вăхăтра вырăнти хуçалăхсенчен тата кÿршĕ районсенчен лашапа кантăр сÿсĕ турттарнă. Юлия курьер пулса ĕçленĕ, Пелепей хулинче укçа илсе чĕр тавар турттаракансене тÿленĕ. Асăннă сÿсе тавар поезчĕсемпе пир-авăр фабрикисене çитернĕ. Кантăр сÿсĕнчен хатĕрленĕ пусмапа вăл вăхăтра анлă усă курнă. Чылай кил хуçалăхра кантăр ÿстернĕ, унтан сÿс туса хăйсем ăсталанă станокпа пусма тĕртнĕ, унран тумтир çĕленĕ, уявра тăхăнмалли япаласене тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Юлия Никаноровна çак ĕçре те пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Вăл ăста çĕвĕç пулнă, качака мамăкĕнчен шаль тутăрсем çыхнă.
Акçун ялĕнче Павловсем Никонов урамĕнче пурăнма вырнаçнă. Вĕсенчен инçе мар Алексей Васильевич Никонов Совет Союзĕн Геройĕн амăшĕ пурăннă. Малтан Юлияпа Николай Павловсен пÿрчĕ кивĕ кĕлет çуртĕнчен хăпартнăскер çеç пулнă. Каярах мăшăр йывăçран хăтлă çурт туса лартнă. Кунта мăшăрăн тăватă ачи çут тĕнчене килнĕ. Павловсем йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă, пахча çимĕç ÿстернĕ. Юлия Никаноровна 1954-1980 çулсенче мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Акçунти сельпора бухгалтер пулса ĕçленĕ. Халĕ асăннă предприяти ĕçлемест ĕнтĕ, анчах та унăн кирпĕч çурчĕ Совет урамĕпе Шкул тăкăрлăкĕ хĕресленнĕ вырăнта халĕ те ларать.
2015 çулччен Юлия Павлова кил хуçалăха пĕчченех тытса пурăннă. Тăватă ачинчен Люся хĕрĕ çеç сывă. Сумлă ватă халĕ хĕрĕпе тата Фаниль кĕрÿшĕпе пĕрле пурăнать. Çĕр çула çитнĕ хĕрарăм кĕрÿшĕпе питĕ кăмăллă, вăл ĕçчен те ăста пулнине палăртать, мухтать. Фаниль çурта, карта-хуралтăсене юсанă, тирпей-илем кĕртнĕ. Юлия Никаноровна сăмах май хăй ытларах ура çинче пулма, хусканусем тума тăрăшнине те каласа хăварчĕ. Кинемейĕн çулĕсем чылай пулсан та вăл операцие тÿссе ирттерме вăй-хал çитернĕ, ура çине тăнă. Вăрăм ĕмĕр хуçине çирĕп сывлăхпа çивĕч ăс-тăн, чун хавалĕ, пурнăçра ытларах ырлăх курма сунатпăр.
Галина ГЕРАСИМОВА.
Элшей районĕ, Акçун ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: