Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
28 Июнӗн 2022, 11:24

Чунри пуянлăхне çынсене парнеленĕ

Ольга Васильевна Савельева 1925 çулхи февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. 1931-1939 çулсенче ялти çичĕ класлă шкулта ăс пухнă, 1939-1941 çулсенче – Пелепейĕнчи медицина сестрисен шкулĕнче. 1941 çулта алла диплом илсен çамрăк специалист Гафури районĕнчи сывлăх сыхлав уйрăмне медицина сестри пулса ĕçлеме вырнаçнă.

Чунри пуянлăхне çынсене парнеленĕ
Чунри пуянлăхне çынсене парнеленĕ

1944 çулта Ольга тăван ялне таврăннă, 1973 çулччен Пишкайăнти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулса вăй хунă. Тăрăшуллă хĕрарăм ФАПра ĕçленĕ май Ĕпхÿри фельдшерпа акушер шкулĕнче (медицина училищинче) вĕреннĕ, ăна экстерн йĕркипе пĕтернĕ.
Медицина пункчĕн пĕрремĕш çуртне 1957 çулта хăпартнă пулнă. Пура пураламалли йывăçсене Гафури районĕнчен Октябрь революцине 40 çул çитнине халалласа илсе килнĕ. Медицина çуртне хăпартма хастар ĕçченсем пулăшнă. Вĕсене Пишкайăн ял Канашĕн председателĕ С.В. Иванов ертсе пынă. Çавăн пекех медицина ĕçченĕсем те стройкăра вăй хунă. Вĕсем хăйсен вăйĕпе медицина пунктне тирпей-илем кĕртнĕ, территорие ешĕллетнĕ – йывăçсемпе тĕмсем лартнă, хăмласемпе акацисенчен илемлĕ симĕс аллея хывнă. Çак ĕçе Пишкайăнти ФАП ертÿçи О.В. Савельева йĕркелесе пынă.
Çĕнĕ медицина пунктне хăпартнă хыççăн трахома эпидемине тĕп тăвассипе çыхăннă çивĕч ыйту сиксе тухнă. 1959 çулта ялта пурăнакан кашни çынна трахомăпа чирленипе чирлеменнине тĕрĕсленĕ. Çав çулхинех трахома чирĕ сарăлассине чарса лартнă. Çакă ял çыннисен сывлăхне çирĕплетес енĕпе пысăк ĕç туса ирттернине çирĕплетет. Çавăн пекех ачасен вилеслĕх тата чирлеслĕх шайне чакарас тесе те тăрăшнă. Чылай ача ÿпке шыççинчен, вар-хырăм инфекцийĕнчен вилнĕ. Мĕншĕн тесен чирсене кая юлса тупса палăртнă. Унсăр пуçне хĕрарăмсен канашне йĕркеленĕ. Унта кашни вунă килрен пĕр хĕрарăм кĕнĕ. Канашăн тĕллевĕ ачасем чирленине тата хĕрарăмсем йывăрлă пулнине малтанхи тапхăрта тупса палăртассипе çыхăннă пулнă. Медицина пункчĕ çумĕнче «амăшĕ тата ачи» шкул уçма план тунă. Çулран çул çынсен пурăнмалли условийĕсем лайăхланса пынă. 1960 çулта медицина çурчĕ çумĕнче пилĕк анне вырнаçмалăх ача çуратмалли пÿлĕм хăпартнă. Халăхра ăна «ача çуратмалли çурт» тенĕ. Вăл вун пĕр яла пулăшупа тивĕçтернĕ. Вырăнти медицина ĕçченĕсем хăйсем пепкесене çут тĕнчене килме пулăшнă. Вĕсемех вырăн таврашĕсене, ача çуратакансем валли аялти кĕпе-йĕмсем тата пепкесене ача-пăча япалисем çĕленĕ.
Ольга Васильевна Пишкайăнти ФАПра фельдшер тата ертÿçĕ пулса 29 çул хушши вăй хунă. Медицина сферинче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» (1956 ç.) Хисеп паллине, РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн икĕ медальне (1968 ç.), «Ĕçри хастарлăхшăн» (1960 ç.), «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çç Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 50 çул», «Ĕç ветеранĕ» медальсене илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне унăн пухмачĕнче РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн (1977ç.), Чăваш АССР министрсен канашĕ çумĕнчи чĕлхепе литература, историпе экономика институчĕн «Хисеп палли» наукăпа тĕпчев орденĕн (1988ç.), чăваш халăх фольклорне упраса хăварассишĕн, ăна сарма тăрăшнишĕн Пушкăртстанри Культура министерствин (1977ç.), «Шуратăл» чăваш литература пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлне хастар хутшăннăшăн Çтерлĕри писательсен организацийĕн Хисеп хучĕсем те пур. Чăваш хăрарăмĕ медицина пунктĕнче ĕçленĕ май, обществăпа политика ĕçне те илсе пынă. Вăл агитатор та, депутат та, районти хаçатра штатра тăман корреспондент та пулнă. Çавăн пекех колхозри стена хаçачĕн редакторĕн, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕн, «Искра» колхозра парти организацийĕн секретарĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă.
Ольга Васильевна семинарсемпе конференцисене тăтăшах хутшăннă. 1957 çулта республика шайĕнче иртекен медицина ĕçченĕсен ларăвĕнче ĕçлекен секцинче сăмах каланă. Çав çулхинех малта пыракансен опычĕпе паллаштаракан медицина ĕçченĕсен республика ларăвне хутшăннă. Унсăр пуçне трахома чирне чарассине сÿтсе явассипе облаçсем хушшинчи ларусенче те пулнă. Пушкăртстанри тĕп окулист ертсе пынипе тата министрсен канашĕн пайташĕсен йышĕнче пулнă май Пишпÿлекпе Мияки тата Элшей районĕсене те тăтăшах кайса çÿренĕ.
Çак имшеркке хĕрарăмăн чунĕ питĕ пысăк пулнă. Унти пуянлăха вăл çынсем патне илсе çитерме тăрăшнă. Ялта ăна хисепленĕ, юратнă. Çамрăксем те, ваттисем те сума суса Ольга Васильевна тесе чĕннĕ. Шел, 2006 çулта О.В. Савельева çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Унăн çутă сăнарне ял çыннисем паянхи кунччен асра тытаççĕ. Вăл - пуриншĕн те ырă тĕслĕх вырăнне.
Алевтина АНДРЕЕВА, Пишкайăнти
тухтăр амбулаторийĕн заведующийĕ.
Авăркас районĕ.

Чунри пуянлăхне çынсене парнеленĕ
Чунри пуянлăхне çынсене парнеленĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: