Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
9 Августӑн 2022, 11:20

Ачаранах хресчен ĕçне вĕреннĕ

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситекпуç ялĕнче пурăнакан Владимир Николаевич Абрамов нумай пулмасть хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çÿлĕсем самаях пулсан та вăл малтанхи пекех ĕçчен те пуçаруллă.

Ачаранах хресчен ĕçне вĕреннĕ
Ачаранах хресчен ĕçне вĕреннĕ

Ял тăрăхĕсенче пурăнакан аслă ăрури çынсем хăйсен ĕмĕрĕнче йывăрлăхсене чылай курнă пулин те хуçăлман, чунĕсемпе хытса ларман. Çакăн çинчен вĕсем ачисемпе мăнукĕсене мăнаçлăн пĕлтерме пултараççĕ. Сумлă ватăсем пурнăçăн уйрăлми чăнлăхне те ăша хывнă: кашни çын хăй телейне ĕçкĕ-çикĕре мар, ĕçре шырамалла.
– Ĕмĕр тăршшĕпе агроном пулса ĕçлерĕм. Шăпах çакăнпа мĕн пурне те уçса пама пулать, – сăпайлăн каларĕ Владимир Николаевич. – 1998 çулта, 60 çул тултарсан, пенсие тухрăм пулсан та тăван хуçалăхра тата 22 çул вăй хутăм. Пирĕн хуçалăх çĕр ĕçĕпе тата ÿсен-тăран çитĕнтерессипе районĕпе ялан мăнаçланнă. Иккĕмĕш çул ĕçлеместĕп тесен те йăнăш пулмĕ, анчах хăнăхнă йăлапа йĕтем çине склад пÿлĕмĕсем патне килетĕп. Кунта çĕнĕ тухăç йышăнассипе хĕрÿ ĕç пырать.
Çĕр çинчи çăмăл мар ĕç патне тĕлĕнмелле туртăм пуррине Владимир Абрамов çакăн пек ăнлантарса парать: тăван Ольховкăра (вăл Ситекпуç ялĕнчен инçе мар вырнаçнă) ашшĕпе амăшĕ, Николай Павловичпа Степанида Митрофановна, ăна мĕн ачаран ĕçе вĕрентнĕ. Нумай ачаллă Абрамовсен çемйинче унччен те, халĕ те ĕçпе çеç хисепе тивĕçме хăнăхнă.
– Чылай вăхăт район администраци пуçлăхĕ пулса Наиль Габдуллович Гатауллин ĕçлерĕ. Вăл яланах ял хуçалăх предприятинче ĕçсем мĕнле пынипе интересленетчĕ. Ĕçпе Киров ячĕллĕ СПКра пулнă май склад пÿлĕмĕсене кĕмесĕр каймастчĕ. Вĕсем вара вăрлăхпа та, тырăпа та лăк тулли пулнă, – малалла сăмахне тăсрĕ чунĕпе ватăлма пĕлмен агроном. – Вăл яланах мана «пилĕк çул ĕçлемелле, çавăн чух çеç тивĕçлĕ канăва каймалла» тесе калатчĕ. Кашни пилĕк çултан çак пулăм пулса иртетчĕ. Ман ĕçĕн пĕлтерĕшĕ тăван хуçалăхăн коллективĕнче çав тери пысăк пулнине ăнланаттăм. Çакă мана малалла ĕçлеме хистенĕ те. Юратнă мăшăрăмпа, Агрепина Ивановнăпа, ултă ачана пурнăç парнелерĕмĕр, вĕсене тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ пама тăрăшрăмăр. Анчах вун пĕр çул каялла мăшăрсăр тăрса юлтăм. Çав тери шел. Çак пысăк хуйха чăтса ирттерме кулленхи ĕç пулăшрĕ те.
Июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Владимир Абрамовăн çутă та пысăк çурчĕ патне, ăна вăл мăшăрĕпе аллă çул каялла хăпартнă, халĕ унта кĕçĕн Вадим ывăлĕ хăйĕн çемйипе пурăнать, пĕр хутчен мар çăмăл машинăсем килсе чарăннă. «ПР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Пишпÿлек тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятсене тивĕçнĕ юбиляра саламлама тата парне пама Пишпÿлекри ДРСУ ертÿçи Наиль Гатауллин килсе çитнĕ.
– Хисеплĕ Владимир Николаевич! Районти мĕнпур ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн эсир çĕр ĕçĕнче Ситекпуçăн ылтăн пĕрчи шутланатăр. Нумай çул хушши ертÿçĕ пулнă май район агрономийĕнче виçĕ пултаруллă çынна пĕлеттĕм. Вĕсем Турă панă агрономсем – Пăслăкри Герасим Прохорович Кузьмин, Каменкăри Михаил Семенович Грешняков тата эсир, – терĕ Наиль Габдуллович.
Унтан Владимир Николаевича юбилей ячĕпе саламлама район администраци пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх управленийĕн ертÿçи Артур Галеев килсе çитрĕ. Ветерана Киров ячĕллĕ СПК ертÿçи Александр Тихонов та саламлама манмарĕ.
– Çуралнă кун Вадим ывăлпа тата пĕртăванăн хĕрĕпе Юлияпа (вăл Вологда хулинчен хăнана килчĕ) тăван Ольховка ялне çитрĕмĕр, атте-аннен вил тăприйĕсем çинче тимĕр хĕрес вырнаçтартăмăр. Вĕсем тăрăшнипе эпĕ çирĕп сывлăхлă, ĕçлеме тата пурнăçа юрататăп, – терĕ сăмахне вĕçлесе Владимир Николаевич.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: