Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
4 Октябрӗн 2022, 12:20

Математика – наукăсен патши

Математика пур наукăсен патши тенине илтнĕ пулĕ-ха. Мĕншĕн çапла калаççĕ-ха? Ытти наукăсене илсе пăхар. Сăмахран, физика çут çанталăкра пулса иртекен пулăмсене, вĕсен саккунĕсене тĕпчет.

Математика – наукăсен патши
Математика – наукăсен патши

Паянхи кун микро- тата макрофизика тĕнче шайне тухнă май математика çеç ăна аталану пама пултарать. Химие илсен те унти улшăнусем реагентсен окисленийĕпе, ăшă панипе, урăхла каласан математика терминĕсемпе çыхăнура тăрать. Биологи те математикăсăр аталанма пултараймасть: клеткăри генсен шучĕ, вĕсен аталанăвĕ пĕтĕмпе математикăпа çыхăннă. Гуманитарлă наукăсене илсе пăхар. Литературăра та сăвăсен ритмĕ, музыкăри нотăсем те математикăна пăхăнаççĕ. Апла пулсан математика чăннипе те пур наукăсен патши пулса тухать.
«Математикăна лайăх пĕлмелле. Вăл пурнăçра кашни кун кирлĕ пулакан предмет. Лавккана кайнă, автобуса ларнă, апат пĕçернĕ чух та вăл пуçра пулмалла. Унсăр самолет та сывлăша хăпараймасть, космос карапĕ те тĕнче уçлăхне тухаймасть», – хăй илсе пыракан предмета юратма хистесе калатчĕ пирĕн вĕрентекен Валентина Андреевна.
Килте урок тунă чух та чи малтан математикăпа панă ĕçсене тăваттăм. Валентина Андреевна алгебра, геометри предмечĕсене илсе пыратчĕ. Вичкĕн куçлă, йăрăс пÿ-силлĕ, çи-пуçĕ яланах тирпейлĕ, тумтире килĕштерсе тăхăнакан учителе хисеплеттĕмĕр. Урок пуçланиччен доскана тасатса, çĕтĕк татăкне йĕпетсе хураттăмăр. Хăй тирпейлĕ пулнăран пиртен те тирпейлĕ пулма ыйтатчĕ. Тетрадь кĕтессисем «кăтраланса» тăрсан намăслантаратчĕ те. Урăх предмет учителĕ чирленĕ е тепĕр сăлтава пула урокне ирттереймен хушăра Валентина Андреевна пирĕн пата килсе математикăпа заданисем паратчĕ. Хамăр хушăра эпир вĕсене «пушă урок» теттĕмĕр. Пирĕн класра математикăпа чунтан кăсăкланакан арçын ача пурччĕ. Вăл вĕрентекенпе уйрăм ĕçсем пурнăçлатчĕ. Халĕ асăннă арçын ача – Пушкăртстан Республикин Наука Академийĕн физикăпа метематика наукисен кандидачĕ. Вăл яланах «пушă урок» пулнă чух вĕрентекене кайса систеретчĕ.
Ача ăс-пуçĕ айванрах ĕнтĕ вăл, хăш чух шух та пулнă пулĕ. Пĕрре çапла «пушă урок» пулнине пĕлнĕ пĕр класра вĕренекен арçын ачасем асăннă ачана урок тăршшĕ хуралларĕç, Валентина Андреевна патне ямарĕç, алăк патĕнче сыхласа тăчĕç. Хĕрĕх пилĕк минут тăршшĕ кам мĕн тăвас тенине турăмăр, анчах та шавламарăмăр. Кун пекки урăх пулман. Шеп лекнĕччĕ пире ун чух Валентина Андреевнăран. Арçын ачасен тек ун пек шухăш пуçĕсене пырса кĕмерĕ, ăна кÿрентерес те килмерĕ. Математика вĕрентекенĕ хăйĕн предметне питĕ çирĕп ыйтатчĕ.
– «Пиллĕк» паллă илес тесен сирĕн манăн чухлĕ пĕлмелле, – тетчĕ вăл пире.
Геометри урокĕсем ытларах килĕшетчĕç мана. Теоремăсен доказательствисене доска çине çырса пăхмасăр каласа параттăмăр. Кам хăçан тухса калассине хамăр хушăра калаçса татăлса черет йышăнаттăмăр. Теоремăсене пăхмасăр калама пĕлнĕ май задачăсене хăй тĕллĕн тенĕ пек шутласа пулатчĕ. Действисем сăнчăрти ункăсем пек пĕри тепринпе çыхăнса пыратчĕç. Пĕлĕшсем хăш чух ачисем геометрине ăнланмаççĕ, юратмаççĕ тесе каласан: «Вĕсем пурнăçĕнче мана вĕрентекен пек çын тĕл пулман, геометрие лайăх пĕлсен вăл интереслĕ те çăмăл предмет», – тесе хуравлатăп.
Чăн та шкул хыççăн ытти вĕрентÿ заведенисенче, аслă шкулта пĕлÿ илме тÿр килнĕ. Унта тĕрлĕ математика вĕрентекенĕ ăс панă. Вĕсене хурлас теместĕп, кашни çыннăн хăйĕн тавракурăмĕ, методики, анчах та Валентина Андреевна пек пĕлÿ ача ăсне кĕнишĕн çунакан, тăрăшакан математика учительне хам пурнăçра тек тĕл пулман тесе çирĕплетсе калама пултаратăп. Шкулта илнĕ пĕлÿ çирĕп пулнипе ытти вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренме çăмăл пулнине те калас килет. Манăн сăмахсемпе унăн чылай вĕренекенĕ килĕшĕç тесе шутлатăп. Шкул пĕтернĕ хыççăн училищĕре, университетра вĕреннĕ чух та урамра тĕл пулсан вĕрентекен яланах математикăпа ĕçсем мĕнле пулнипе интересленетчĕ, чарăнса ыйтатчĕ.
Валентина Андреевна Петрова Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче 1945 çулхи июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Вырăнти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан 1959 çулта Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1963 çулта алла диплом илнĕ специалиста Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк шкулне ĕçлеме янă. Шкулта ĕçленĕ май вăл Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнче куçăн мар мелпе математика специальноçĕпе аслă пĕлÿ илнĕ. 1976 çулта аслă пĕлÿллĕ специалист тăван ялне таврăннă, вырăнти шкулта математика учителĕ пулса ĕçлеме вырнаçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен асăннă шкулта математика учителĕ пулса тăрăшнă. Аслă категориллĕ вĕрентекенĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать.
– Валентина Андреевна хăйĕнчен те, вĕренекенĕсенчен те яланах çирĕп ыйтнă. Шкула пуринчен маларах çитетчĕ, урока тĕплĕн хатĕрленсе ачасене кĕтсе илетчĕ. Килне пуринчен каярах таврăнатчĕ, унăн уроксем хыççăн яланах юлса ĕçлеме ĕç пурччĕ. Вăл нихăçан та больничный илмен тесен те йăнăш пулмасть. Чирленĕ хушăра та уроксене ирттеретчĕ. Питĕ тĕплĕ, яваплă, ĕçе пĕтĕм чунĕпе парăннă, ырă кăмăллă, çирĕп çын. Пирĕн ачасене вĕрентсе кăларнăшăн ăна пысăк тав тăватăп, – каласа парать ун çинчен ĕçтешĕ Валентина Михайлова.
Пенсие тухсан та математика учителĕ патне ашшĕ-амăшĕсем пĕрре мар ачисене пулăшма ыйтса пынă. Валентина Андреевна нихăçан та вĕсене пулăшусăр хăварман. Вăл Пĕлÿ, Вĕрентекен кунĕсенче е ытти уявра яланах хăй ĕçтешĕсене шăнкăравласа саламлать, вĕсен çуралнă кунĕсене те асра тытать. Ялти пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăнать.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ тăван ялĕнче хăйĕн хуçалăхĕпе пурăнать. Нихăçан та тунсăхласа лармасть. Çуркунне-çулла сиплĕ курăксем пухать. Унăн килĕнче тулта та, шалта та тирпейпе илем хуçаланать. Кил картинче, пахчара илемлĕ чечексем ÿсеççĕ. Пахча çимĕç ÿстерет, чăх-чĕп ĕрчетет. Пĕр тăван пиччĕшĕн ачисем тăтăшах килсе çÿреççĕ. Вĕсем валли унăн яланах кучченеçсем хатĕр, хăйсемпе пĕрле килте пĕçернĕ çăкăр чиксе ярать. Лешсем те тăван аппăшне пулăшма тăрăшаççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ,
Янăшма ялĕ.

Математика – наукăсен патши
Математика – наукăсен патши
Математика – наукăсен патши
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: