Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
12 Октябрӗн 2022, 14:10

«Чăваш чĕлхине сыхласа хăварма пурин те кар! тăрса ĕçлемелле»

Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакан Рима Мироновна Петрова таврари хисеплĕ вĕрентекенсенчен пĕри.

«Чăваш чĕлхине сыхласа хăварма пурин те кар! тăрса ĕçлемелле»
«Чăваш чĕлхине сыхласа хăварма пурин те кар! тăрса ĕçлемелле»

Маттур хĕр 1937 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пишпÿлек салинче çут тĕнчене килнĕ. Вырăнти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан вăл Пелепей хулинчи педагогика училищине çул тытнă. 1956 çулта алла диплом илнĕ çамрăк вĕрентекене Пишпÿлек районне ĕçлеме янă. Пуçламăш шкул ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пултаракан специалиста тăван районĕнче ĕçпе тивĕçтереймен. Пуçлăхсем хĕре Красный Яр ялĕнчи пуçламăш шкулта ĕçлеме сĕннĕ, анчах çамрăк хĕр килĕшмен. Вăл Пелепей районĕн вĕрентÿ пайне ĕç шыраса çитнĕ. Кунта çамрăк специалиста Усень-Ивановское ялĕнчи клуб ертÿçин ĕç вырăнĕ пушă пулнине пĕлтернĕ. Учитель пулса ĕçлеме ĕмĕтленнĕ Пишпÿлек хĕрĕ çак ĕçе кÿлĕнме хирĕç пулнă. Хăйне тивĕçтерекен ĕç тупайман пирки Рима аппăшĕпе йыснăшне Абдулинăри Чугун çул шкулне вĕренме кĕме кăмăл пуррине систернĕ. Çакăн хыççăн йыснăшĕ Çут ĕç министерствине çыру çырнă, унта вăл çамрăк специалист ĕç тупайман пирки пĕлтернĕ. Çывăх вăхăтра ведомствăран хурав килнĕ - Зианчура районĕнче вĕрентекен кирлĕ пулнă. Карта тăрăх Зианчура район центрне шыраса тупнă Рима чăматансем йăтса пирвайхи хут Ĕпхĕве çул тытнă. Министерствăна çитсен хĕре Кармаскалă районне ĕçлеме янă. Кунта чăваш хĕрĕ 3 çул ачасене вĕрентнĕ. Унтан вăл тăван тăрăха таврăннă, Пелепей тăрăхĕнчи Моховое Болото ялĕнчи шкула вырнаçнă. Икĕ çултан Рима Мироновна Слакпуç ялĕнчи пĕлÿ çуртне ĕçлеме куçнă. Кунта педагогика ĕçĕн ветеранĕ татти-сыпписĕр 41 çул вăй хунă, вĕренекенсене тăван чĕлхене юратма, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене хисеплеме вĕрентнĕ. Ачасене ăс панисĕр пуçне хăй те аслă шкулта, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, куçăн мар мелпе пĕлÿ илнĕ. Унсăр пуçне Рима Петрова 12 çул К.В. Иванов музей-çурчĕн заведующийĕ, эскурсовочĕ пулса тăрăшнă.
Пултаруллă çын çинчен калаçнă чухне: «Турă пани пур», – теççĕ халăхра. Рима Мироновна «вĕрентекен пулмах çуралнă» темелле. Вăл чăваш чĕлхин вăрттăнлăхне, ăслăлăхне ачасен чунĕ патне çитерес тесе мĕнле кăна тăрăшман-ши! Темиçе ăрăва хăйсем çуралса ÿснĕ тăван яла, района, республикăна, тăван чĕлхене, тăван халăх историйĕпе унăн культурине, йăли-йĕркисене, тивĕçлĕхне чун-чĕререн хисеплеме, юратма, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçма вĕрентнĕ. Р.М. Петрова чăваш чĕлхине ăнăçлă вĕрентес тесе ачасене предмет патне кăсăкланса туртăнма пулăшакан методикăсемпе усă курнă. Уроксене куллен тĕплĕн хатĕрленни хăйĕн çимĕçне панă – унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче пĕрремĕш вырăнсем йышăннă. Рима Мироновна чăвашлăха сыхласа хăварас тесе нумай ĕç тунă. Вăл халĕ те чăваш чĕлхи шăпишĕн пăшăрханать, тăван халăх йăли-йĕркисемшĕн чунне пама хатĕр.
– Эпĕ пĕччен нимĕн те тăваймастăп. Юлашки çулсенче хуласенче чăвашлăх вăранчĕ пулсан, ялсенче вăл пĕтсе пырать, – терĕ хăйĕн пăшăрханăвне пытармасăр вĕрентекен. – Чăваш поэзийĕн классикĕ К.Иванов çуралнă ялта ачасем вырăсла шакăлтатса калаçаççĕ. «Эсĕ чăваш ачи мар-им?» – тесе ыйтсан, «чăваш» тесе хуравлаççĕ. Паллах, çакă ашшĕ-амăшĕ мĕнле воспитани панинчен килет. Мероприятисенче чăвашла сăвăсем вулама пăрахрĕç. Çав вăхăтра чăваш поэзинче илемлĕ те чуна тыткăнлакан сăвăсем сахал мар.
Хăй вăхăтĕнче хĕрарăм-вĕрентекен тата К.Горенко юлташ тăрăшнипе ялта радиоузел йĕркеленĕ пулнă. Ăна Р.М. Петрова ертсе пынă. Вăл пĕр ял çыннисене вырăнти хыпарсемпе паллаштарнă. Вĕсене чăваш чунлă ертÿçĕ чăвашла каланă. Çавăн пекех Рима Мироновна музей ĕçне те тухăçлă йĕркелесе пынă. Вăл ял çыннисемпе сумлă хăнасем валли интереслĕ экскурсисем, тĕлпулусем ирттернĕ. Музее килсе курма кăмăл тăвакансем йышлă пулнăран унăн ертÿçи канмалли кунсенче ĕçленĕ. Çав вăхăтрах шкулта та вăй хунă. Пĕр сăмахпа каласан вăл çичĕ кун пĕр канмасăр ĕçленĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Унсăр пуçне пултаруллă вĕрентекен чăваш халăхĕн ĕлĕкхи йăли-йĕркисемпе культурине те тĕпчеме вăхăт тупнă. Çак ĕçе вăл хăйĕн вĕренекенĕсене те явăçтарнă. Çапла пĕрле тăрăшнипе Слакпуç тăрăхĕнчи ĕлĕкхи вăйă тата ташă хусканăвĕсене (элеменчĕсене) шыраса тупнă. Сăмахран, «çатан авни» тата «пир хумни» Слакпуç ялĕн паллисем шутланаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Рима Мироновна çак хусканусене ташша кĕртнĕ пулнă.
– Темшĕн паянхи ташăсенче çак хусканусемпе усă курасшăн мар, – ăнланманнине пытармарĕ краевед.
Р.М. Петрова педагогика ветеранĕн вăй-халĕпе ăсталăхĕнчен, шухăшлавĕпе тавра курăмĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Унăн чун-чĕринче паян та талпăну çăлкуçĕ тапса тăрать. Тен, çавăнпа унăн ĕçĕсем ăнса пынă.
– «Слакпуç…Ял ячĕ хăй поэзи», – тенĕ А. Савельев-САС хăйĕн сăввинче. Поэт каланă сăмахсемпе килĕшетĕп. Çакна паянхи ăру та асра тытмалла. Хамăр чĕлхене манар мар! Ăна хисеплеме, юратма тата унăн илемлĕхне упрама тăрăшар. Чĕлхе пуласлăхĕ атте-аннерен, вĕренекенрен тата культура вучахĕн ĕçченĕсенчен килет. Апла пурин те кар! тăрса ĕçлемелле. Чĕлхе кирлĕлĕхне, хаклăлăхне правительство шайĕнче ăнланма тăрăшмалла, – хытă хумханса каларĕ ĕç ветеранĕ.
Рима Мироновна «Урал сасси» хаçатпа та тачă çыхăну тытать. Унăн чылай статйисем хаçатăн страницисенче кун çути курнă, кураççĕ те. Эпир Р.М. Петрова редакцин шанчăклă тусĕ пулнишĕн чунтан савăнатпăр, унпа мăнаçланатпăр. Малашне те пирĕнпе çыхăну тытасса шанатпăр. «Урал сассин» çывăх тусне 85 çулхи юбилей ячĕпе чун-чӗререн тухакан чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр. Уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмӗр, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, куҫ тулли телей, тус-тӑвансемпе шăкӑлтатса пурӑнма ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: