Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Кун-çул каçалăкĕ
25 Октябрӗн 2022, 10:30

Турă çынсене хăй пĕрлештерет

Пуçра хамăр ача чух та, çитĕнсе çитеспе те аслисем йăлăхтармасăр çеç ăс парса, «хамăр халăх çыннине качча тухмалла е авланмалла», «шăпана хамăр халăх çыннипе çыхăнтармалла» тени асра юлнă.

Турă çынсене хăй пĕрлештерет
Турă çынсене хăй пĕрлештерет

Эпĕ пĕчĕк çеç ялта, самаях пысăк пурнăç шкулĕ иртнĕ, анчах пуçламăш класран ытла мар пĕлÿ илнĕ çынсем хушшинче çитĕннĕ. Çавăнпа та вĕсем çамрăксене вĕрентнĕ май чи малтан юн тасалăхне упрасси пирки пăшăрханман пуль. Çитменнине чăвашсем – лăпкă, ытти наци çыннисемпе килĕштерсе пурăнма пĕлекен халăх. Ахăртнех, шалти ăнлану вĕсене хамăр халăх çыннипе пурăнма çăмăлрах пуласси пирки систернĕ. Ун чухне çамрăксене лайăх мăшăр тупса парассине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Чăваш Енри ялсенчен пĕринче çут тĕнчене килнĕ Николая ашшĕ-амăш кун пирки каланă-и, çук-и, халĕ пĕлеймĕн. Тен, çук та пулĕ. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер пурнăçра тем те курнă çын пулнă. Вăл эпĕ пĕчĕк чухнехи пирĕн ял çыннисем пекех ыттисенчен ютшăнса, вăтанса пурăнман. Коля вăрçă хыççăнах çуралнă. Арçын ача нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Хутран-ситрен çут тĕнчене питĕ пултаруллă çынсем килеççĕ. Коля та çавăн пеккисенчен пĕри пулнă - ăна çут çанталăк музыка енчен пултарулăх панă. Николай ача чухнех хăй тĕллĕн хут купăс калама вĕреннĕ. Каярахпа вăл кĕвĕ каланине специалистсем «профессионалсенчен те ирттерет» тесе хак панă. Хăй пурнăçне юрă-кĕвĕпе çыхăнтарнă пулсан Николайран питĕ пултаруллă музыкçă пулатчĕ пулĕ. Анчах вăл пурнăçĕнче урăх çул-йĕр, ĕç профессийĕ, суйласа илнĕ.
Ленинград (халĕ Санкт-Петербург хули) историйĕнче хăй вăхăтĕнче хулана «лимитпа» хăпартнă страница пур. Лимит вăл – ĕç профессийĕпе специалисчĕсен представителĕсем валли палăртнă норма. Хупă Ленинград хулине тĕрлĕ регионсенчен çынсем лимитпа, урăхла каласан «вербовкăпа», килнĕ. Çак хулана вĕсем вырăнта панă направленисем тăрăх пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та çул тытнă. Килекенсене пурне те общежити тата вăхăтлăх прописка панă. Срок вĕçленнĕ хыççăн хăшĕсем килĕсене таврăннă, ытларахăшĕ вара тăрса юлнă, яланлăхах прописка илсе хăйсен пурнăçне çак ытарма çук илемлĕ хулапа çыхăнтарнă. Хулара юлас текенсен шутĕнче çамрăк Николай та пулнă.
Вăл илемлĕ те яштака вырăс хĕрĕпе Тамарăпа паллашнă. Хĕрĕн те строитель профессийĕ пулнă. Вăл Ленинград облаçне кÿршĕллĕ Псков облаçĕнчен килнĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне юратса пăрахнă, кăшт вăхăтран çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те йывăр ĕçре вăй хунă: Николай пăрăхсем вырнаçтаракан пулса ĕçленĕ, Тамара – маляр. Йывăр ĕçре ĕçлени ахаль иртмен, Николая инвалидлăх параççĕ, Тамара та профессине улăштарать. Вăл 35 çул хушши заводра арçын ĕçĕнче, гальваник, пулса тăрăшнă. Çемьере ытти йывăрлăхсем те пулнă. Вĕсенчен чи пысăкки, шел пулин те, çемьере ачасем çукки. Апла пулин те вĕсем пурăннă, ĕçленĕ, пĕр-пĕрне хавхалантарса пынă. Çемье пуçĕн пĕр харăсах пилĕк тĕрлĕ кĕвĕ инструменчĕ пулнă. Вăл вĕсене пурне те ăнланнă, пĕлнĕ.
Николай Леонидовичпа Тамара Германовна Николаевсемпе эпĕ Санкт-Петербург хулинчи чăвашсен пĕрлĕхне лексен паллашрăм. Наци тумĕсем тăхăннă арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче чăваш мар сăнлă хĕрарăма асăрхарăм. Анчах вăл пуринпе те пĕрле чăвашла юрлатчĕ. Тĕрлĕ мероприятисене çÿренĕ май ăна малалла сăнарăм. Вăл чăн та чăваш мар иккенне, обществăри никампа улăштарма çук çыннăн, Николай Леонидович аккомпаниаторăн мăшăрĕ пулнине пĕлтĕм. Çак çамрăках мар мăшăр, упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕринпе тимлĕ пулни, чунра хисеплĕ туйăм çуратрĕ. Вĕсемпе çывăхрах паллашас кăмăл çуралчĕ. Анчах ĕлкĕреймерĕм. 2021 çулта Николай Леонидович пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Вăл 75 çултаччĕ, Тамарăпа вĕсем 52 çул пĕрле пурăннă. Хĕрарăм хăйĕн юратнă çыннине пĕрре те асран кăлармасть. Паянхи кун та чăваш пĕрлĕхне çÿрет, ун пурнăçне хастар хутшăнать. Мăшăрĕн тăванĕсемпе çыхăну тытать, хаклă çынни ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă Чăваш Ене кайса çÿрет. Ырă та çутă çынна асра тытса Санкт-Петербург хулинчи чăваш пĕрлĕхĕ виççĕмĕш хут «Николаев кĕввисем» мероприяти йĕркелесе ирттерет.
Текст пуçламăшĕнче çырни патне каялла таврăнса çакна калас килет. Турă çынсене хăй пĕрлештерет. Сăн-сăпатне, мĕнле наци çынни пулнине, ăçта çуралнине, ÿснине, мĕнле воспитани, пĕлÿ илнине пăхмасăрах. Кашнин шăпи хăйне майлă. Ку енĕпе çирĕплетнĕ йĕрке çук.
Надежда ПЕТРОВА.
Санкт-Петербург хули.

Турă çынсене хăй пĕрлештерет
Турă çынсене хăй пĕрлештерет
Турă çынсене хăй пĕрлештерет
Турă çынсене хăй пĕрлештерет
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: