

Кинемей çулĕсемпе самаях аслă пулсан та питĕ вăр-вар çÿрет, вăй-халĕ те çителĕклĕ: хăй валли апатне те пĕçерет, кил-çурта таса та тирпейлĕ тытать. Александра Артемовна пурăнакан урамрах темиçе çурт урлă никĕсленнĕ Зинаида хĕрĕ пĕлтернĕ тăрăх, амăшĕн плити çинче яланах е купăста яшки, е çĕр улми пăспа пиçсе ларать. Тав Турра, кинемей çывăх çыннисемпе тăванĕсен пулăшăвĕсĕр пурăнма пултарать. Вăл 80 çула çитиччен ĕне тытнă, паянхи кун та пельмень ăста çыпăçтарать. Ăна çак ĕçре çитекенни çук. Александра Артемовнана çăнăхпа фарш çеç парса ĕлкĕр – çĕршер пельмень хатĕр, пĕрер сехетрен морозильник тулли те.
Александра Егорова çак тăрăхра çуралса ÿснĕ, 40 çул ытла вырăнти колхозăн ферминче ĕне сунă. Ашшĕ 1939 çулта советпа финн вăрçине кайнă, йывăр суранланнă, комиссипе тĕрĕслесе çар службине юрăхлă мар тесе палăртнă. Çавăнпа та ăна 1941 çулта фронта илмен. Фашистсене хирĕç Александра аппан икĕ пиччĕшĕ, Захар тата Филипп, хăюллăн çапăçнă. Тăванĕсем паттăрсен ырă ячĕсене халĕ те чĕререх упраççĕ.
– Мĕн калама пултарать-ха хĕрĕ амăшĕ пирки? Паллах, чи лайăххине çеç. Аннемĕр çамрăк чухне питĕ нумай çыхатчĕ, паянхи кун та çак ĕçе пăрахмасть. Халĕ тĕрлĕ тĕслĕ çурма çăмлă çипрен çаврака кавирсем çыхать. Хулара ăна валли ятарласа çипсем туянатпăр. Пĕр сăмахпа каласан, хăйĕн валли ĕç тупать, – ăшшăн калать амăшĕ пирки Зинаида Леонтьева хĕрĕ. – Анне час-часах хăйĕн ачалăхне аса илетчĕ. Унăн ашшĕ, манăн кукаçей утар тытнă, пыл пурри вăрçă хыççăнхи выçлăх çулĕсене чăтса ирттерме пулăшнă. Анне аса илнĕ тăрăх, кÿрши-аршисене те выçăпа ан вилччĕр тесе пыл панă. Хамăн ачалăхра пулнине халĕ пачах урăхла йышăнатăп. Пурте тутлă, техĕмлĕ пулнă. Кăмакара пĕçернĕ кавăн, çĕр улминчен тунă вĕтĕ кукăль, сахăрпа сапнă пÿремеч, кăпăшка икерчĕ…Паян та çак апат-çимĕçе хатĕрлетĕп, анчах пирĕн ачалăхăн тути çук.
Паянхи кун Александра Артемовнана 10 мăнук тата 12 кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать, вĕсем асламăшне-кукамăшне питĕ юратаççĕ, тĕрлĕ майпа хăйсен тимлĕхне уйăраççĕ. Кинемей вара пĕтĕм çемйи пухăнсан чунтан савăнать. Унсăр пуçне Саша аппа тĕнчери тата çĕршыври хыпарсене итлеме-курма тăрăшать, çăмăл мар службăна пурнăçлакансемшĕн чунтан пăшăрханать.
– Ятарлă çар операцийĕнче иккĕмĕш сыпăкри аппан Сергей ывăлĕ çĕршыва хÿтĕлет. Тата тепĕр пĕртăван ывăлĕ Виталий паттăрсен вилĕмĕпе вилчĕ. Анне салтаксемшĕн пăшăрханать, – хушса калать Зинаида Николаевна. – Анне тата эпир Раççей çыннисене тăнăç пурнăç, ырлăх, çар çыннисене килĕсене ырă-сывă таврăнма сунатпăр.
Нияра КАШАПОВА.
Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ.