Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
1 Октябрӗн 2018, 14:23

Шкул кăларăмне – ВДНХ медалĕ

2018 çулхи сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра, ВДНХ паркĕнче, Раççейри Пĕтĕм тĕнчери 31-мĕш кĕнеке куравĕ-ярмăрки - тĕнче шайĕнчи чи пысăк кĕнеке форумĕ - иртрĕ.

Асăннă мероприяти литературăпа кĕнеке пурнăçĕнче çулталăкри чи пысăк событисенчен пĕри шутланать. Выставка кунĕсенче 800 тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Çĕршыври чи авалхи кĕнеке форумне Раççейри 300 тата чикĕ леш енчи 30 çĕршыври кĕнеке издательствисем хутшăннă. Вĕсем курава вĕрентÿ, наука, энциклопеди, илемлĕ ача-пăча литературин чи лайăх тĕслĕхĕсене тăратнă. Пилĕк кун хушшинче выставкăна 130 пин Мускав çыннипе хăнисем çитсе курнă.
Наукăпа вĕрентÿ пайĕн куравĕнче пуçласа «П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн хыпарçи» те пулнă. Вăл - кăçалхи çул хушшинче Мускавра кун çути курнă иккĕмĕш кĕнеке томĕ. Выставка йĕркелекенсен йышăнăвĕ тăрăх, наукăпа вĕрентÿ пĕлтерĕшне шута илсе кĕнекене аннотаци пайне кĕртме йышăннă. Авторпа пĕрле ĕçленĕ педагогсемпе наука ертÿçисем – Иван Тарасов, Ирина Бокова (ЮНЕСКОн маларахри директорĕ), Петр Петров, Надежда Петрова, Любовь Пашина, Юлия Захарова, Вера Васильева, Галина Кириллова - лауреатсем пулса тăнă. «Вестникăн» черетлĕ томĕнче вĕсем хăйсен методика кăтартăвĕсене тата вĕренекенсемпе пĕрле П.М.Миронов, А.А.Кондратьев просветительсем, И.В.Сухарева профессор, С.А.Васильев, В.Г.Никитин общество деятелĕ çинчен хатĕрленĕ ĕçĕсене пичетленĕ.
Юлашкинчен çакна та хушса хумалла: «Ĕпхÿ хулинчи П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн хыпарçине» черетлĕ Пĕтĕм тĕнчери курава хутшăнас тĕллевпе самолетпа Испани хулине ăсатнă. Кĕнекешĕн дипломпа ВДНХ медальне тивĕçнĕ шкул директорĕ И.Г.Тарасов асăннă кăларăм Германипе Франци çĕршывĕсенчи куравсенче те тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанать.
Андрей АЛЕКСЕЕВ.
Ĕпхÿ – Мускав.
Читайте нас: