- Çакăн евĕр курав йĕркелесси пĕрремĕш хут пурнăçа кĕмест. Малтан эпĕ Çурçĕрте пурăннă. Муравленко хулинче те эпир хамăр халăхăн еткерлĕх пуянлăхне тĕрлĕ мероприятисенче кăтартма майсем тупнă. Тăван тăрăха таврăнсан маларах тунă ĕçе тепĕр хут халăх умне çитерме шутларăм. Мана çак ĕçре Павловкăри «Янрав» (ертÿçи – Ирина Игнатьева) тата Кривлери «Çеçпĕл»(Татьяна Федорова) ансамбльсен хастарĕсем пулăшрĕç. Çавăн пекех историпе краеведени музейĕн ĕçченĕсем те пăрăнса юлмарĕç. Пурне те манăн сĕнĕве ырланăшăн, пулăшнăшăн тав тăватăп, - терĕ Анатолий Николаевич Кумертау хулинче пуçласа çакăн пек курав йĕркелнишĕн хĕпĕртесе.
«Чăваш тĕнчи» курава уçнă çĕре 100 яхăн çын хутшăннă, вĕсенче аллăшĕ Эрĕнпур патшалăх университечĕн (хулара унăн филиалĕ пур) студенчĕсем пулнă. Вĕсен умĕнче музей директорĕ Лариса Коченова тухса калаçнă, чăваш куравĕ уçăлнă ятпа саламланă. Çавăн пекех пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕнпе туслă пурăнакан халăхсен представителĕсем те хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Кумертау хулинчи пушкăртсен курултайĕн ертÿçи Альфия Шамигулова, тутарсен конгресĕн пуçлăхĕ Гульбану Исхакова пулнă. Куршĕри туссем чăвашсем çакăн пек пуçару тунăшăн ырласа йышăннине пĕлтернĕ, тăванла халăхсен аталанăвĕшĕн пĕрле ĕçлемеллине палăртнă.
Мероприяти вăхăтĕнче пĕтĕмĕшле чăваш тĕнчипе пухăннисене куравра Анатолий Ефремов паллаштарнă. Сехете тăсăлакан ăнлантару лекцийĕ вăхăтĕнче вăл чăвашсен йышĕ, вĕсен йăли-йĕркисемпе уявĕсем, Раççейре чăвашсем хăш регионсенче йышлă пурăнни, паллă çыннисемпе çитĕнÿсем, кураври экспонатсем (вĕсем 50 ытла) тата ытти çинче чарăнса танă, залра ларкансен хушшинче çуралнă ыйтусем çине хурав панă.
«Янрав» ушкăн тата «Çеçпĕл» фольклор халăх ансамбль хастарĕсем уяв программине юрă-кĕвĕпе çеç мар, наци тумĕпе те илемлетнĕ. Кĕскен каласан, уява уяв пек тума мехел çитернĕ.
«Чăваш тĕнчи» курав июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен ĕçлĕ.
- Маларах эпир курав тапхăрне кĕскетме шут тытнăччĕ. Анчах та çу кунĕсенче ачасен канăвне йĕркеленине шута илсе ăна тăсрăмăр. Чăваш халăхĕн эткерлĕх пуянлăхне курса хак пани çамрăк ăрушăн та кăсăк та усăллă пуласса шанатпăр. Пурне те музейра хапăл туса кĕтетпĕр, - пĕлтерчĕ пире историпе краеведени музейĕн пуçлăхĕ Лариса Коченова.
Юрий СНЕГОПАД.