Урал сасси
+3 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Курав
25 Октябрӗн 2023, 10:05

«Кашни наци – Раççей çÿпçинчи паха чул»

Çапла çирĕплетет ПР чăвашсен Канашĕн председателĕн çумĕ Анатолий Ефремов пултаруллă чăваш хастарĕ. Вăл Мелеуз хулинчи историпе краеведени музейĕнче «Чăваш тĕнчи» курав йĕркеленĕ.

«Кашни наци –  Раççей çÿпçинчи паха чул»
«Кашни наци – Раççей çÿпçинчи паха чул»

Унта тĕрлĕ вырăнта пурăнакан чăваш арçын тата хĕрарăм тумĕсене, пĕр-пĕринчен формипе тата илемлетÿ мелĕпе уйрăлса тăракан пуçа тăхăнмалли хатĕрсене курма пулать. Анатолий Николаевич Чăваш Республики, хуласемпе ялсен шучĕ, республикăн пуянлăхĕсем çинчен каласа парать.
Курава ПР чăвашсен Канашĕн пуçарăвĕпе, чăваш халăх ăс-хакăл пурлăхĕпе паллаштарас, çитĕнекен ăрăва наци йăли-йĕркисен никĕсĕ урлă воспитани парас, хамăрăн пуянлăха ытти халăхсене кăтартас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Надежда РОДИОНОВА.

«Кашни наци –  Раççей çÿпçинчи паха чул»
«Кашни наци –  Раççей çÿпçинчи паха чул»
«Кашни наци –  Раççей çÿпçинчи паха чул»
«Кашни наци –  Раççей çÿпçинчи паха чул»
«Кашни наци –  Раççей çÿпçинчи паха чул»
«Кашни наци –  Раççей çÿпçинчи паха чул»
«Кашни наци – Раççей çÿпçинчи паха чул»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: