Урал сасси
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Курав
7 Ноябрӗн 2023, 13:25

«Чăваш тĕнчи» Кугарчă тăрăхне çитнĕ

Хисеплĕ вулакансем, эпир сире Кумертау тата Мелеуз хулисенче ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçин çумĕ Анатолий Ефремов йĕркеленĕ «Чăваш тĕнчи» курав çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак пархатарлă та кирлĕ ĕçе чăваш хастарĕ малалла тăсать.

«Чăваш тĕнчи» Кугарчă тăрăхне çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» Кугарчă тăрăхне çитнĕ

Октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Кугарчă районĕнчи Мраково салинчи Историпе краеведени музейĕнче «Чăваш тĕнчи» ятлă курав ĕçлеме пуçланă. Ăна ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче паллă тăвакан Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалланă.
Вăл тăван халăхăн историйĕпе, культурипе паллаштарать. Кунта чăвашсен пуян та илемлĕ кĕписене, çи-пуçне, кил хуçалăхра усă курмалли япалисене курма пулать, тăван халăхăн тĕнчине уçса паракан кĕнекесене алла тытма май килет. ПР чăвашсен Канашĕн регионти общество организацийĕн представителĕсем чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварас, вĕренес тата аталантарас енĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ.
– Паян эпир, «Чăваш тĕнчи» куçса çÿрекен куравăн представителĕсем, Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшкепе Павловка ялĕсенчи «Янрав» тата «Çеçпĕл» фольклор ансамблĕсемпе пĕрле, чăваш халăхĕн культурипе тата йăли-йĕркисемпе паллаштарас, Чăваш Республики çинчен каласа парас тĕллевпе сирĕн пата килсе çитрĕмĕр. Курав урлă чăвашсем Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăннине кăтартса парасшăн. Раççей территорийĕнче пурăнакан халăхсен культурине пирĕн пĕлмелле. Уйрăмах, чăвашсенне. Мĕншĕн тесен чăваш халăхĕ – тĕнчери чи авалхи нацисенчен пĕри, мăнаçлă та пуян историллĕ халăх. Эпир пĕр вырăнтан тепĕр вырăна çитсе тĕнчене унăн илемне, чăваш халăхĕ пуррине кăтартма хавас. Çав вăхăтрах ытти халăхсен культурипе те паллашма кăмăллă. Малашлăх планĕсем пирĕн пысăк. ПР культура министрĕн çумĕн Наталья Лапшинан çырăвĕпе килĕшÿллĕн эпир кăçал республикăн кăнтăр енне (Зилаирпа Зианчура, Кугарчăпа Куюргазă, Мелеузпа Федоровка районĕсем, Кумертау тата Мелеуз хулисем) çитме палăртатпăр. Халĕ вара çакна пурнăçă кĕртетпĕр, – тенĕ Анатолий Ефремов курава уçнă май.
Чăваш халăхĕн тĕнчине уçса паракан курав ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен ĕçлĕ. Кăмăл тăвакансем Историпе краеведени музейне çитсе выставка ĕçĕпе паллашма тăрăшăр.
Ирида НОВИКОВА.
Кугарчă районĕ, Мраково ялĕ.

«Чăваш тĕнчи» Кугарчă тăрăхне çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» Кугарчă тăрăхне çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» Кугарчă тăрăхне çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» Кугарчă тăрăхне çитнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: