Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
30 Кӑрлач , 11:35

Чăваш ÿнерçисен ĕçĕсемпе паллашăр

Январь уйăхĕн 25-мĕшĕ уявсемпе тухăçлă кун: Татьяна, студентсен, В.Высоцкийĕн çуралнă кунĕсем... Çтерлĕ хулинчи чăвашсемшĕн çак кун тепĕр мероприятипе асра юлчĕ - хулари картина галерейинче Санкт-Петербургри пичет графикин икӗ куравĕ уҫăлчĕ.

Чăваш ÿнерçисен ĕçĕсемпе паллашăр
Чăваш ÿнерçисен ĕçĕсемпе паллашăр

Пичет графикине автор (автор-художник туса хатӗрленӗ) пичетлемелли формӑсемпе усӑ курса тунӑ произведенисем, вӗсенчен эстамп тиражне (икӗ-виҫӗ оттискран пуҫласа 500-1000 экземпляр таран, техникӑпа тĕллевне кура) пичетлеççĕ. Мĕн те пулсан ăнлантăр-и? Темех мар пуль. Ку жанрпа ĕçлекенсем нумаях мар. Александр Федоровпа Екатерина Самойлова хулари ăстасен графика искусствине паллӑ литература произведенийӗсене халалланă - «Гарри Поттер», «Мастер тата Маргарита», «Дон Кихот», «Песнь о Вещем Олеге», Ованес Туманянăн «Пыл тумламĕ» ытарлă юмахĕ, «Вăтăр ултă стратагем» авалхи Китай трактачĕ, Европăри антика культурипе çыхăннă ытти произведенисем.
Художниксем çак произведенисене сăн кӗртекен литографисемпе офорт мелĕпе ÿкернĕ питӗ чаплă иллюстрацисем тӑратнӑ.
Экспозицире «Улӑп» чӑваш эпосне сăнласа паракан ÿкерчĕк те пур. Улăп - чăваш фольклорĕнчи персонаж.
«Легендӑпа халапсем» серийӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ литографисем уйрӑмах пысăк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсен авторӗ - Александр Федоров, Шупашкарта ҫуралса ÿснӗ паллӑ график, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ. Вӑл Санкт-Петербургри культура пурнӑҫне йӗркеленӗ хыҫҫӑн наци халӑх культурине пропагандӑлать, 2021 ҫултанпа Илья Репин ячĕпе хисепленекен художество академийӗн Санкт-Петербургри графика факультетӗнче мастерской ертӳҫи пулса ӗҫлет. Шупашкарти ÿнер училищин живопись уйрăмне пĕтернĕ хыççăнах Санкт-Петербургри И.Е. Репин ячĕллĕ аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынăшăн Раççей ÿнер академийĕн медальне тивĕçнĕ. Студент çулĕсенчех тĕрлĕ курава хутшăннă. 2005 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн администрацийĕнче унăн картинисен куравĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Каярах Шупашкарта кăна мар, Раççейри, ют çĕршывсенчи чылай курава хутшăннă, хăйĕн ĕçĕсене халăха кăтартнă.
Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă наци эпосĕ «Улăп» кĕнеке валли иллюстрацисем тăваканĕ те Александр Федоровах. Чăваш Енĕн ăста ÿнерçин картинисем Патшалăх Эрмитажĕнче, «Булгаковский дом» музей-театрта, Чăваш Республикинчи чылай музейра, çавăн пекех Раççейри, Англири, Германири, Францири, Финляндири, Ливанри, Китайри, Кăнтăр Корейăри уйрăм çынсен коллекцийĕсенче упранаççĕ. Вăл - Санкт-Петербургри Художниксен союзĕн пайташĕ, РФ Культура министерствин патшалăх стипендине тивĕçнĕ. 2012 çултанпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ.
Курава уҫнӑ церемонире Çтерлĕ хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗн председателĕ Оксана Федорова тата хулари «Тавах» халăх ансамблĕн ертÿçи Ольга Иванова тухса калаçни уйрӑм наци сĕмĕ кĕртрĕ, хăйне евĕр илем кÿчĕ.
Художниксен ĕçĕсемпе паллашма чăваш наципе культура автономин пайташĕсем, 31№ шкулта, ача-пӑча художество шкулӗнче вӗренекенсем, ҫавӑн пекех хулари сӑнарлӑ искусствӑна юратакансем пуçтарăнчĕç. Куракансем «Тавах» ансамбль юрланине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Пичет графикипе тӗл пулни вара мероприятие хутшӑнакансен литографи тата офорт искусствипе кӑна мар, лайӑх кӗнекесем вулассипе те кӑсӑклантаратех. Кун пирки галерея директорӗ Лилия Ахметова, Çтерлĕри тĕп библиотека системин директорӗ Елена Калюжная, Ольга Литвиненко графика ăсти тата педагог, Ольга Емельянова поэтесса каларĕç.
«Петербург художникӗсем» картина галерейин проектне малалла тӑсакан выставкӑсем март уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ĕçлĕç. Килсе курма васкăр.
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: