Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
4 Июнӗн , 10:39

«Пушкăртстанра пурăнакан çамрăк вулакансемпе паллашма кăмăллă пулчĕ»

Чăваш кĕнеке издательстви II Пĕтĕм тĕнчери «Китап-байрам» кĕнеке выставкине хутшăнчĕ. Курав май уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Пушкăртстанăн тĕп хулинче иртрĕ.

«Пушкăртстанра пурăнакан çамрăк  вулакансемпе паллашма кăмăллă пулчĕ»
«Пушкăртстанра пурăнакан çамрăк вулакансемпе паллашма кăмăллă пулчĕ»

Кĕнеке юратакансене издательство 200 ытла кĕнеке сĕнчĕ. Çав шутра чăваш тата вырăс чĕлхисемпе тухнă ача-пăча, илемлĕ литература, наукăпа популярлă тата ытти литература пулчĕ.
Пĕтĕм тĕнчери «Китап-байрам» кĕнеке выставки Пушкăртстанра пуçласа 2023 çулта иртнĕ. Унта Раççей регионĕсенчи издательствăсем çеç мар, çывăх чикĕ леш енчисем те хутшăнаççĕ. Кăçал ярмăрккăна Азербайджан, Узбекистан, Таджикистан, Казахстан, Кăркăстан тата Беларуси çĕршывĕсенчи издательствăсем килсе çитнĕ. Мероприяти Пушкăртстан Республикин Правительствипе «Пушкăртстан Республикинчи Писательсен союзĕ» регионти обществăлла пĕрлĕх йĕркеленипе иртнĕ.
«Китап-байрам» кĕнеке выставкине уçнă хыççăн Чăваш кĕнеке издательствин куравĕпе Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров та паллашрĕ.
– Чăвашсем хăйсен тĕррипе чапа тухнине пĕлетĕп. Пирĕн Пушкăртстан çĕрĕ çинче чăваш литература классикĕ, «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнă, – палăртрĕ Радий Фаритович.
Чăваш кĕнеке издательстви куравра ĕçленĕ кашни кунах унăн лапамĕнче хĕвĕшÿ хуçаланчĕ. Выставкăна килекенсем уйрăмах чăваш çыравçисен Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать», Аркадий Русаковăн «Турхан сăмахĕ», Владимир Андрейченкăн «Время Орды» тата ытти кĕнекесене килĕштерчĕç.
– Пĕр килекен те пирĕн патран пушă алăпа каймарĕ – хăшĕ чăваш кĕнекине амăшне, тепри хăйне валли туянчĕç. «Чăваш кухни» пĕрремĕш кунах саланса пĕтрĕ. Пушкăртстанра пурăнакан çамрăк вулакансемпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Вĕсем «Пире тăван кĕтсе тăрать» юрăсен пуххисене тата М.И. Скворцовпа А.В. Скворцова хатĕрленĕ «Чăвашла-вырăсла тата вырăсла-чăвашла словарĕсене» туянчĕç, – тет ярмăркка участникĕсенчен пĕри, маркетингпа суту-илÿ уйрăмĕн ертÿçи Елена Иванова.
Ярмăрккăн юлашки кунĕнче кĕнеке кăларакансемшĕн «Урал-батыр çĕрĕ çинчи çулталăк кĕнеки» конкурса пĕтĕмлетни пулчĕ. Пирĕн издательствăра кун çути курнă «Вековые образы Чувашии в узорах» (автор-пухса хатĕрлекенĕ – Г.Н. Иванов-Орков) кĕнеке-альбом «Издание» номинацире III степень дипломне çĕнсе илчĕ.
Ольга ФЕДОРОВА.
Шупашкар хули.

«Пушкăртстанра пурăнакан çамрăк  вулакансемпе паллашма кăмăллă пулчĕ»
«Пушкăртстанра пурăнакан çамрăк вулакансемпе паллашма кăмăллă пулчĕ»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: