Пур хыпар та
Курав
30 Августӑн 2025, 11:00

Паллă çынсем, палланă сăнарсем...

Шупашкар хулинчи Чăваш наци библиотекин «Серебряный век» залĕнче çак кунсенче çĕнĕ курав уçăлчĕ. Унăн авторĕ – Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Анатолий Яковлев. Курава вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă.

Паллă çынсем, палланă сăнарсем...
Паллă çынсем, палланă сăнарсем...

– Картинăсен авторĕ нумай çул Ĕпхÿри педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнче вăй хунă, педагогика наукисен кандидачĕ. Маларах вăл Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнчи вăтам шкулта ĕçленĕ. Кунта вăл изостуди йĕркеленĕ, ачасене ÿкерме тата илемлĕх вăрттăнлăхĕсене ăнланса илме вĕрентнĕ, – терĕ курава уçнă май Г. Иванов-Орков искусствовед. – Паянхи экспозицире эреш нумай. Çав эрешсем «Нарспи» поэмăри геройсене, чăвашсен паллă çыннисене (И.Я. Яковлев, А.Г. Николаев, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши), вăрçă ветеранĕсене, Пушкăртстанри паллă чăвашсене пĕрлештерсе тăраççĕ. Автор хальхи вăхăтра ÿнер искусствинче сайра тĕл пулакан çапнă эреш (чеканка) меслетне чĕртсе тăратас текенсемпе пĕр шухăшлă пулни сисĕнет.
Курава чăваш художникĕсем нумайăн килнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çамрăк чухне çапнă эреш меслечĕпе картинăсем туса курнă. Анчах, шел пулин те, чăваш искусствинче паян асăннă меслетпе ĕçлекен пĕр художник та çук.
– Анатолий Витальевич пысăках мар алюмини листи çине «Нарспи» поэмăри кăткăс сюжетсенех вырнаçтарма пултарнă, – терĕ Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Праски Витти (В.П. Петров). – Çакă та тĕлĕнтерчĕ, вăл хăш-пĕр ÿнерçĕсем «юратман» сюжетсене те хăйĕн ĕçĕсене кĕртме пултарнă. Художник ыттисем такăрлатнă çултан пăрăнса хăйĕн сукмакне тимлесе шыранине те палăртса хăварас килет. Анчах çав сукмак ăна аякри çĕршывсене мар, тăван кĕтесе илсе çитерет, халăх пурнăçне уçса пама хистет.
Тимĕр таврашне туптаса тăсма тытăнсан кĕтмен йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ иккен. Хăш чухне материал ăстана пăхăнма пăрахать, «ывăнать». Ăна лăплантармалли меслетсене Анатолий Витальевич лайăх пĕлсе çитнĕ. Çакна Николай Балтаевпа Петр Пупин художниксем палăртса хăварчĕç.
Чăваш халăх художникĕ Николай Енилин кураври ĕçсене туйăмлăх енчен пăхса хакларĕ, автор кашни картинине пысăк хавхаланупа туса çитернине палăртрĕ.
Чăваш художникĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталия Соловьева доцент кураври картинăсем пысăк шайра пулнине çирĕплетсе хăварчĕ, Анатолий Яковлева художниксен йышне кĕме йыхравларĕ.
Пултарулăхра пысăк утăм тунине палăртса автора Николай Кондрашкин скульптор, Любовь Вазюкова тĕрĕçĕ ăшшăн саламларĕç. Куракансене «Эткер» ансамбль чăваш юррисемпе савăнтарчĕ.
Валерий АЛЕКСИН.
Шупашкар хули.

Паллă çынсем, палланă сăнарсем...
Паллă çынсем, палланă сăнарсем...
Паллă çынсем, палланă сăнарсем...
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас