Чăваш хастарĕ вĕрентÿ учрежденине «Чăваш тĕнчи» куравпа килсе çитнĕ. Ачасем Кривле-Илюшке хăнине ăшшăн кĕтсе илнĕ, тĕрлĕ ыйтусем панă. Вĕсенче чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ историне пĕлес туртăм пурри Анатолий Николаевича та хавхалантарнă.
А.Ефремов çамрăк ăрăва чăваш культурин еткерлĕхĕпе, уйрăмах алăпа ăсталанă япаласемпе паллаштарнă: тĕрленĕ минтерсем, минтер пичĕсем, ал шăллисем, сĕтел çиттисем, арçынпа хĕрарăмăн стилизациленĕ тумĕсем. Çавăн пекек курав ертÿçи чăваш халăхĕн юрă-кĕвĕ культури çинче те чарăнса тăнă.
Халăх йăли-йĕркисене упраса хăварас тата вĕсене сарас, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывакан Анатолий Николаевич 2025 çул пуçламăшĕнчен Зилаирпа Зианчура, Кугарчăпа Мелеуз, Федоровкăпа Куюргазă районĕсенче, Кумертаупа Мелеуз тата Эрĕнпур хулисенче, Эрĕнпур облаçĕнчи Октябрьски салинче пулнă. Çулталăк хушшинче унăн куçса çÿрекен куравĕпе пилĕк пине яхăн çын паллашнă.
- 2026 çул валли те план тунă. Çак кунсенче Кумертау хулинчи экономика тата право институчĕн, Эрĕнпурти патшалăх институчĕн Кумертаури филиалĕн ертÿçисемпе йĕркеленĕ калаçусем тухăçлă иртрĕç. Асăннă вĕрентÿ учрежденисенче хĕл тăршшĕпе студентсемпе тата преподавательсемпе тĕлпулусем иртĕç, вĕсене те куçса çÿрекен куравăн экспоначĕсемпе паллаштарăп. Çапла майпа çут ĕç ĕçне малалла тăсăп. Çакă уйрăмах çамрăк ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул ачисемпе студентсене тăван халăхăн культурине явăçтарнă май вĕсенче патриотизм туйăмĕ аталанать, - тенĕ Анатолий Николаевич.