Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лару
5 Нарӑсӑн 2020, 13:15

Канаш пĕр пĕрлĕхе чăмăртанма хирĕç мар, ыттисем мĕн шутлаççĕ?

Пушкăртстанри чăвашсен Канашне çĕнĕрен йĕркелесе янăранпа çулталăк çурă çеç çитрĕ пулсан та пархатарлă ĕçĕсене чылай çĕрте курма пулать. Çакă унăн ертÿçинчен Людмила Мурманскаяран та нумай килет пулмалла. Кирек мĕнле ыйтăва вырăнлă та пĕлсе çĕклени, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшни, палăртнă ĕçе вĕçне çитерме пултарни çак канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăма чыс кÿрет çеç.

Пушкăртстанри чăвашсен Канашне çĕнĕрен йĕркелесе янăранпа çулталăк çурă çеç çитрĕ пулсан та пархатарлă ĕçĕсене чылай çĕрте курма пулать. Çакă унăн ертÿçинчен Людмила Мурманскаяран та нумай килет пулмалла. Кирек мĕнле ыйтăва вырăнлă та пĕлсе çĕклени, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшни, палăртнă ĕçе вĕçне çитерме пултарни çак канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăма чыс кÿрет çеç.
Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри Туслăх çуртĕнче Канаш президиумĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Ĕпхÿри чăваш хастарĕсемсĕр пуçне Çтерлĕ хулинчи, Авăркаспа Федоровка, Пишпÿлекпе Благовещенск, Иглинпа Кармаскалă районĕсенчи пĕр шухăшлă çынсем пухăнчĕç. Тăватă сехете тăсăлнă канашлура республикăра пурăнакан чăвашсене пырса тивекен тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç: Канаш ĕçтăвкомĕн тытăмĕ, хамăр халăхăн паллă çыннисене чысласси, чăваш шкулĕсенчи вĕрентÿ ыйтăвĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăнакансене пулăшу парасси, хаçат-журнал çырăнтарасси, республикăри тата Чăваш Енри патшалăх органĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлесси, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене асра тытасси, республикăри Туслăх çурчĕ ирттерекен мероприятисене хутшăнасси, Пушкăртстанра чăваш культура кунĕсем иртни тата ытти пирки. Тĕп докладпа (вăл 2019 çулта тунă ĕçсемпе çыхăннă) ПР чăвашĕсен Канашĕн пуçлăхĕ Л.И. Мурманская тухса калаçрĕ. Чăн та, докладри чылай пулăмсем çинчен эпир вулакансене пĕлтерсех тăнă, çавăнпа та тепĕр хут чарăнса тăни вырăнлах пулмĕ. Мана хама хăна шайĕнче çак форума хутшăннă май, чăваш пĕрлĕхĕ кашни кун ятарласа дневник çырса пынăн туйăнчĕ. Людмила Ивановнăн доклачĕ пĕтĕмĕшле 15 пичет листи çине вырнаçни те тĕлĕнтерчĕ (ытла та нумай – авт.). Унсăр пуçне кашни хускатнă ыйтăва сăн ÿкерчĕксем (электронлă презентаци евĕр) урлă çутатса пачĕ. Ĕçе тĕплĕ туни куç умĕнче. Кунта ирĕксĕрех чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн сăмахĕсем аса килеççĕ: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕк ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр…».
Тĕп доклад хыççăн çум докладсем пуçланчĕç. Чăвашсен Канашĕ 2020 çулхи ĕç планĕпе килĕшÿллĕн апрель уйăхĕнче чăваш халăхĕн йăх-несĕл конкурсне ирттермелле. Çакна тĕпе хурса малтан медицина наукисен кандидатне Петр Петрова йăх-несĕл енĕпе ĕçлекен паллă тĕпчевçе сăмах пачĕç. Петр Иванович пухăннисене хăйĕн тĕлĕнмелле çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнисĕр пуçне, çак ĕçе мĕнле йĕркелемелли, мĕнле программăсемпе тата техника хатĕрĕсемпе усă курмалли çинче чарăнса тăчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
Тепĕр ыйтупа истори наукисен кандидачĕ Игорь Петров тухса калаçрĕ. Сăмах кунта паллă общество ĕçченĕ Алексей Кондратьев профессорăн 90 çулхи юбилейне ирттересси пирки пычĕ. Çывăх вăхăтра ăна халалланă кĕнеке кун çути курмалла тата Ĕпхÿре иккĕмĕш «Кондратьев вулавĕсем» ăслăлăх конференцийĕ иртмелле.
Канаш тытăмĕнчи ветерансен комиссийĕн председателĕ Борис Гордеев полковник Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине хатĕрленсе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинче чарăнса тачĕ. Пĕтĕмĕшле ĕçсем палăртнă пек пынине, анчах та хăш-пĕр вырăнсенче чăрмавсем сиксе тухнине палăртрĕ. Сăмахран, Кармаскалă районĕнчи Пекенеш (Ильтеряково) ялĕнче Çĕнтерÿ паркне тăвасси йывăрлăхпа пырать. Темле сăлтава пула вырăнти администраци парка йĕркелеме васкамасть. Çав вăхăтрах район пуçлăхĕсем иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнчи тĕлпулу вăхăтĕнче Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ тĕле вăл пуласса шантарнăччĕ.
- Эпĕ икĕ чăвашăн ачи çеç мар, эпĕ чăваш халăхĕн ывăлĕ те. Çавăнпа та хамăр халăхшăн ĕçлеме хатĕр. Хамран мĕн килнине пурнăçа кĕртме тăрăшăп,- терĕ Борис Моисеевич Пекенешри лару-тăрупа кăмăлсăр пулнине систерсе.
Асăннă ыйтупа Пекенеш хастарĕ Георгий Прокопьев та сăмах илчĕ. Влаçсем çапла хăтланни ăна та килĕшмест иккен. Ял халăхĕн пуçарăвне çÿлти пуçлăхсем шута илменнине власть халăха хисеплемест тенипе танлаштарма пулать. Унсăр пуçне Георгий Афанасьевича вырăнти шкулта «патриотизм» ăнлав чакса пыни те тарăн шухăша ярать.
Март уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă общество деятелĕ Антонина Матвеева-Нухрат çуралнăранпа 120 çул çитет. Çак кун Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче çавра сĕтел иртмелле. Унта республикăри таврапĕлÿçĕсемпе ăсчахсене, вулавăш ĕçчĕнĕсемпе вĕрентекенсене йыхравлаççĕ. Антонина Ивановнан тăван ялĕнче, Пишпÿлек районĕнчи Мелевĕспуçĕнче те, пысăк мероприятисем иртмелле. Çакăн çинчен пухăннисене Иван Ефимовпа Марина Николаева чăваш наци академикĕсем каласа пачĕç. Паллах, Канаш хастарĕсем те çак пархатарлă ĕçсенчен пăрăнса юлмĕç. Сăмах май каласан, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ Мелевĕспуçĕнчи обществăлла музее аталантарас енĕпе РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илес ĕмĕтпе конкурса кирлĕ документсене тăратнă. Çак пуçару мĕнпе вĕçленесси çывăх вăхăтра, март уйăхĕнче, паллă пулĕ.
Канăçсăр чĕреллĕ чăваш хастарĕсем чăваш организацийĕсене пĕр пĕрлĕхе чăмăртас ыйтăва хускатрĕç. Хальхи вăхăтра республика шайĕнчи чăваш пĕрлĕхĕсем тăваттă. Вĕсене пĕр чăмăра çыхасси кăткăс та тавлашуллă ыйту. Пĕр-пĕрин хушшинче ăнлану çук, кашни хăй патша пуласшăн тесен те йăнăш пулмĕ. Анчах та лидер тени пĕрре пулмаллине пурте ăнланаççĕ. Çакна шута илсе Борис Гордеев хайĕн шухăшне палăртрĕ:
- Ушкăнсем çине пайланса ĕçлени никама та усă кÿмест. Пĕр пĕрлĕх кирлĕ. Эпĕ чăваш пĕрлĕхĕсене пĕрлештерсе «Чăваш организацийĕсен «Канаш» ассоциацине» йĕркелеме сĕнетĕп, - терĕ вăл сăмаха татса та пăнчă лартса.
Çак ыйтăва, паллах, пĕр Канаш шайĕнче татса парас çук. Ыттисен шухăшне те шута илмелле, анчах та çÿлерех каланă сăмахсенче тĕшши пур. Çавăнпа та кашни пĕрлешÿ хăйĕн сăмахне каламалла. Вăраха тăсмасăр.
Канашлу вăхăтĕнче çавăн пекех Анна Ремпель (Федоровка районĕ), Нина Кобцева (Çтерлĕ хули), Александр Иванов (Иглино), Григорий Степанов-Булгарский (Кармаскалă), Галина Кириллова, Людмила Бадретдинова, Иван Тарасов, Владимир Иванов (Ĕпхÿ хули), Вера Васильева (Пишпÿлек) сăмах каларĕç.
Мероприяти вĕçĕнче Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ 2020 çулхи ĕç планне йышăнчĕ. Унта пурĕ 59 пункт кĕнĕ. Апла пулсан алă усса ларма вăхăт çук, çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнмелле. Кăçал çырав (перепись) иртнине шута илес пулсан чăваш хастарĕсен правурлăх тени икĕ хут ытларах пулмалла пек.
Юрий СНЕГОПАД.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: