Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лару
26 Кӑрлач 2023, 17:45

Ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене 2023 çулта пулăшу пама 1,5 млрд тенкĕ уйăрĕç

Ятарлă çар операцине (ЯÇО) хутшăннисен çемйисене бюджетран социаллă пулăшу пама кăçал 1,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакăн пирки ПР Патшалăх Пухăвĕн паянхи пленарлă ларăвĕнче вице-премьер – республикăри финанс министрĕ Лира Игтисамова пĕлтернĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене 2023 çулта пулăшу пама 1,5 млрд тенкĕ уйăрĕç
Ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисене 2023 çулта пулăшу пама 1,5 млрд тенкĕ уйăрĕç

Социаллă пулăшăвăн чи пысăк комплекслă мерисем вĕрентÿ енĕпе пулĕç.

Вице-премьер сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн ачасемпе çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрĕç. 2023 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне çар çыннисен 2,6 пин ачи тÿлевсĕр ача садне çÿрет. Унсăр пуçне 5-11 классенче вĕренекен 2,2 пин шкул ачине тата 500 ытла студента тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтернĕ.

Çавăн пекех шкул ачисемпе 23 çул тултарман студентсем хулари обществăлла транспортпа тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ. Çак правăпа 3,1 пин çын усă курнă.

1 178 ача тÿлевсĕр кружоксене çÿрет. 136 ача республикăри хула тулашĕнчи лагерьсенче канма тÿлевсĕр путевка илнĕ, 91 ача – санаторипе курорт учрежденине, 50-шĕ  - республикăри колледжсенче вĕренме вĕрентÿ сертификачĕ.

ЯÇО хутшăннисен ачисем валли çуллахи кану йĕркелеме республика бюджетĕнчен 246 млн тенкĕ уйăрĕç. Аллă ытла ачана вăтам професси пĕлĕвне илме сертификатсем панă.

Çулталăк çурă тултарнă 142 пепкене черетре миçемĕш пулнине шута илмесĕр ача сачĕпе тивĕçтернĕ. Колледжсенче ăс пухакан 102 студента вĕренÿ тапхăрĕнче пурăнма общежитире вырăн уйăрса панă.

Социаллă пулăшу паракан пайсене ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенчен социаллă пулăшу ыйтса 4 368 заявлени çитнĕ. Вĕсенчен 3 214-шĕ тĕлĕшпе ырă йышăну тунă. Унсăр пуçне 8 пин çынна коммуналлă хытă каяшсемшĕн тÿлессинчен хăтарнă.

Пĕтĕмĕшле медицина пулăшăвĕ илнисен шучĕ 3 976 çынпа танлашать. 

Ĕç шыраса ĕçпе тивĕçтерекен центрсене çак категорине кĕрекен 104 граждан пырса пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен 32-шĕ ĕçе вырнаçнă, 72-шĕ çаплах ĕç шыраççĕ.

Суту-илÿ килĕшĕвĕ тăрăх 161 çемье çăмăллăхсемпе усă курса вутă туяннă. 

2023 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çемьесем 2022 çулшăн транспорт налогне (пĕр транспортшăн) тÿлемĕç.

Вице-премьер палăртнă тăрăх, çемьсене консультаципе психологи пулăшăвĕ пани те пысăк вырăн йышăнать. «Çемье» центрĕсен специалисчĕсем тĕрлĕ йышши 2 967 консультаци панă. Ятарлă çар операцине хутшăннисен 1 пин çывăх çыннине психологи пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

Унччен маларах пĕлтернĕ тăрăх, ятарлă çар операцине хутшăннисем тата вĕсен çемйисем 20-шер пин тенкĕ илнĕ. Çакна пурнăçлама республика бюджетĕнчен 400 млн тенкĕ уйăрнă. Тÿлеве документсем пухмасăр илме пултарнă.

 -  Эпир социаллă пулăшăвăн комплекслă мерисене йышăнтăмăр, вĕсен шучĕ 33-пе танлашать. Çав шутра: шкул ачисемшĕн тÿлевсĕр апатлану, тÿлевсĕр транспортпа усă курни, ача сачĕсемшĕн укçа-тенкĕ тата транспорт налогĕ тÿлессинчен хăтарни тата ытти пулăшу мерисем. Эпĕ çар çыннисен ашшĕ-амашĕсемпе, вĕсен мăшăрĕсемпе çыхăну тытатăп. Шел пулин те, вилнисем пур. Вĕсен ачисене йывăр лару-тăрура тимлĕхсĕр хăвармастпăр,  - тенĕ Радий Хабиров январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ĕпхÿре РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă вăхăтра.  

        

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: