Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лару
20 Июнӗн 2023, 11:05

Куюргазăри чăвашсен культура пĕрлĕхне Ирина Игнатьева ертсе пырĕ

Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Куюргазă районĕнчи чăваш культура обществин пайташĕсен ларăвĕ иртрĕ. Пĕрлĕх членĕсене мероприятие пуçтарăнма меллĕ пултăр тесе пухăва Кинзябызово ялĕнчи Сабантуй кунĕ ирттерме палăртрăмăр.

Куюргазăри чăвашсен культура пĕрлĕхне Ирина Игнатьева ертсе пырĕ
Куюргазăри чăвашсен культура пĕрлĕхне Ирина Игнатьева ертсе пырĕ

Ларăва Кривле-Илюшке, Павловка, Ермолаево, Михайловка, Уралка, Марьевка, Ялчикаево ялĕсенчен 39 çын хутшăнчĕ. Мероприятие Куюргазă районĕнчи «Йэшлек» культура çуртĕнче методист пулса ĕçлекен Светлана Исакова ертсе пычĕ, секретарĕ Ирина Игнатьева пулчĕ. Пухура ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, РФ чăвашĕсен наципе культура автономийĕн Канашĕн пайташĕ Владимир Яковлев, Кумертау хулинчи чăваш культура пĕрлĕхĕн ертÿçи Зинаида Маркова, Кривле ял Канаш администрацийĕн пуçлăхĕ Игорь Ворошилов хутшăнчĕç.
Пуçтарăннисем районти чăваш культура пĕрлĕхĕн председателĕсене Серафима Егорована (1999-2015 çç), Светлана Иванована (2016-2023 çç) пархатарлă ĕçĕсемшĕн чунтан тав турĕç. Ĕçлĕ самантсене сÿтсе явнă хыççăн пурте пĕр саслă пулса Куюргазă районĕнчи чăвашсен культурăпа общество пĕрлĕхĕн çĕнĕ председательне суйларĕç. Малашне председатель тивĕçĕсене Ирина Игнатьева пурнăçлĕ.
И.Ф. Игнатьева 1968 çулта çуралнă. Ĕпхÿри библиотека техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Павловка шкулĕнче библиотекарь пулса ĕçленĕ. 2019 çултанпа Павловка культура çурчĕн культура йĕркелÿçи пулса ĕçлет, «Янрав» чăваш вокал ансамблĕн ертÿçи шутланать. Виçĕ ача амăшĕ. Куюргазă район администрацийĕн Хисеп хучĕпе чысланă.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура обществин председателĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: