Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лару
28 Ноябрӗн 2023, 12:45

Ĕçлĕ ыйтусене татса пачĕç, йăла-йĕрке çинчен те манмарĕç

Ноябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çуртĕнче ПР Чăваш культура обществин ларăвĕ иртрĕ. Мероприяти вăхăтĕнче çамрăксен «Азамат» фестивальне пĕтĕмлетсе унăн çĕнтерÿçисене ПР Культура министерствипе Ĕпхÿ хулинчи обществăлла палата ятĕнчен чысларĕç.

Лару вăхăтĕнче ПР Чăваш культура обществин 30 çулхи юбилейне (2024 çулта) уявлассипе çыхăннă мероприяти планне çирĕплетрĕç. Унсăр пуçне чăваш культура обществин хастарĕсене эрнере пĕр хутчен кая мар, унăн ертÿçисене вара кашни кунах, чăваш элеменчĕсемлĕ тум тăхăнассипе çыхăннă сĕнĕве шута илме хушрĕç, 2024 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕç.
Ларăва пĕрлĕхĕн 19 пайташĕ, çавăн пекех республикăри хуласемпе районсенчи чăваш культура пĕрлĕхĕсен председателĕсем – В.З. Куликова (Ĕпхÿ хули), Г.П. Лукьянова (Иглин районĕ), О.К. Акпасова (Давлекан районĕ), Н.В. Ахряпова (Ĕпхÿ районĕ), Н.С. Васильев (Авăркас районĕ), З.Н. Маркова (Кумертау хули), Е.В. Степанова (Кармаскалă районĕ) – хутшăнчĕç. Лару ĕçĕнче ПР Халăхсен туслăх çурчĕн ертÿçи Э.Р. Саматова, Общество палатин комисси председателĕ Р.К. Игбаев тата Чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ П.В. Демченко, ПР ЧНКА председателĕ В.В. Викторов пулчĕç. Канашлăва ПР Чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов ертсе пычĕ. Ĕпхÿ районĕнчи Хăмăшлăри культура çурчĕн ĕçченĕсем «Чăваш культура тĕнчи» курав экспозици йĕркелерĕç, унта М.А. Плотникова тата хушма ÿнер ăсти А.М. Александрова хатĕрленĕ япаласене тăратрĕç.
Ĕпхÿ хулинчи Чăваш автономи канашĕн ларăвĕнче В.Ф. Иванова Ĕпхÿ хула автономийĕн ĕç тăвакан директорне лартасси, Ĕпхÿ автономине çĕнĕ пайташсем йышăнасси, Ĕпхÿ хулинче Наци культурисен центрне йĕркелесси пирки калаçрĕç.
Форумăн иккĕмĕш пайĕнче Чăваш культура обществи «Кĕр сăри» йăла-йĕрке уявне йĕркелерĕ. Уявăн историлле уйрăмлăхĕсем тата сăра хатĕрлесси çинчен Н.С. Васильев чăваш наци академикĕ каласа пачĕ. Кĕр сăрин йăли-йĕркине ирттерекенĕсем Е.В. Степанова ертсе пыракан Чăваш вырсарни шкулĕн «Элем» чăваш юрăпа ташă ансамблĕн пайташĕсем пулчĕç. Вĕсем «Кĕр сăри» халăх юррисене шăрантарчĕç. Сумлă хăнасен шутĕнче ПР Халăхсен туслăх çурчĕн, Республикăри халăх пултарулăх центрĕн ĕçченĕсем, наципе культура центрĕсен хăш-пĕр ертÿçисем пулчĕç.
Мероприяти витĕмĕпе наци апат-çимĕçĕпе, наци ĕçмипе (сăрапа)сăйлассине тата Чăваш Республикинче туса кăларакан сăра выставкине йĕркеленĕччĕ. Унта ултă тĕрлĕ сăра тăратнăччĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР Чăваш культура обществин председателĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: