Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература каçĕ
27 Декабрӗн 2018, 13:24

«Нарспи» поэма тухнăранпа 110 çул çитнине уявларăмăр

Кăçал К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми кун çути курнăранпа 110 çул çитрĕ. Кашни халăхăн хăйĕн культури, сăмахлăхĕ, литературăри ахах-мерченĕ пур. Чăваш литературин чи пысăк пуянлăхĕсенчен пĕри – К.В.Ивановăн «Нарспи» поэми. Çакна Çтерлĕ хулинчи 35№ шкулта пĕлÿ пухакан 6 А класс ачисем (класс ертÿçи – Н.В.Захарова) те çирĕплетсе пама пултараççĕ.

Нумаях пулмасть вĕсем хулари 9№ ача-пăча библиотекине пуçтарăнчĕç. Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн (ертÿçи Ф.В.Кузьмин) пуçарăвĕпе кунта вĕсене валли литературăпа тавра пĕлÿ сехечĕ тата «Нарспи» - чăваш поэзийĕн ахахĕ» темăпа «Тĕлĕнтермĕш уйĕ» («Поле чудес») иртрĕ. Чĕннĕ хăнасен шутĕнче ЧНКА хастарĕсем О.П.Федорова, Г.З.Орлов, В.И.Петров, Л.С.Павлова, А.Л.Иванов пулчĕç.
Мероприятие пуçланă май çак йĕркесен авторĕ, Ольга Маркелова библиотека ĕçченĕ, слайд-презентацисем урлă ачасене К.В.Ивановăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе, «Нарспи» поэмăпа паллаштарчĕ. Çаплах «Нарспи» поэмăна çичĕ тĕрлĕ чĕлхене куçарни, поэма Венгринче, Болгаринче тата ытти çĕршывсенче пичетленсе тухни çинчен пĕлтерчĕ. К.В.Иванов портрет живопиçĕн ăсти, графика тата скульптура ĕçĕсен авторĕ, фотограф тата декоратор пулни пирки каларĕ. Ун хыççăн ачасем киле панă ĕçсене епле хатĕрленнине кăтартса пачĕç: вĕсем «Нарспи» поэмăн сыпăкĕсене пăхмасăр вуларĕç, асăннă произведени тăрăх тунă ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕç.
Ольга Михайловна ачасемпе хăнасем валли питĕ интереслĕ те усăллă викторина ирттерчĕ. Викторина условийĕсенчен пĕри ачасем ыйтусем çине хуравласа хăйсене валли жетонсем пуçтарасси пулчĕ. Çак викторина вĕренекенсем Константин Иванов çинчен те, «Нарспи» поэмăна та начар мар пĕлнине кăтартса пачĕ. Ыйтăвĕсем тĕрлĕрен пулчĕç. Сăмахран, «Мĕншĕн Иванов ÿкернĕ картинăсем, сăнÿкерчĕксем тата илемлĕ алă ĕçĕсем сыхланса юлман?» (пушара пула çунса кайнă), «Нарспипе Тăхтаман туйĕнче мĕнле музыка инструменчĕпе каланă?» (шăпăр) тата ыт.те. Пуринчен нумай жетон пуçтарнă ачасем «Тĕлĕнтермĕш уйĕ» вăййа хутшăнчĕç. Пĕрремĕш турта «Çак сăмахсене кам калать?» ыйту пулчĕ:
Хĕрхенмесĕр хĕрĕре
Çичĕ ютăн аллине,
Çичĕ юта, ют çĕре
Парса ятăр мĕскĕне.
Халĕ хĕрĕр, мĕскĕнĕр,
Асап курса пурăнать.
Иккĕмĕш турти вăйăçăсем «Нарспи хăш ялта çуралса ÿснĕ?» ыйту çине хуравларĕç, виççĕмĕш туртисем «Сывă пул, эппин, Нарспи, ан ман, эппин, мĕскĕне!» текен сăмахсене кам каланине пĕлчĕç. Арина Воронина, Елизавета Симакова тата Тимофей Добрачев финала тухрĕç. Арина Воронина «Çĕр çинче чи вăйли кам?» ыйту çине хуравласа çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
Мероприяти вĕçĕнче Çтерлĕ хулинчи ЧНКА председателĕн çумĕ Оксана Федорова ачасене лайăх пĕлÿ кăтартнăшăн мухтарĕ, малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕ. «Шуратăл» литпĕрлешÿ членĕ Владимир Петров сăвăçă хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ. Ачасем ăна ярасшăн пулмарĕç. Çапла Владимир Иосифович вăрахчен хăй сăввисене вуларĕ, автограф салатрĕ. ЧНКА председателĕ Федор Кузьмин ачасене тата вĕсен вĕрентекенне Н.В.Захарована чăваш халăх культурине юратнăшăн, хисепленĕшĕн тав турĕ, кашнинех пылак кучченеçсемпе сăйларĕ. Библиотека заведующине Г.С. Могильникована тата вулавăш ĕçченне, çак йĕркесен авторне, ЧНКАпа пĕрле хутшăнса ĕçленĕшĕн тав çырăвĕ парса чысларĕ.
Малалли хаçатăн 52№.
Читайте нас: