Пур хыпар та
Литература каçĕ
8 Декабрӗн 2021, 11:00

Ухсай хайлавĕсене тепĕр хут та вулама хавас

Ухсай Яккăвĕ – чăваш поэзийĕнче сумлăран та сумлă ятсенчен пĕри. Тăван çĕрĕн, тăван çут çанталăкăн, тăван халăхăн ĕмĕрсем тăршĕ пуянланса та çирĕпленсе пынă ăс-хакăлне, кăмăл-туйăмне, йăли-йĕркине поэтăмăр питех те курăмлă ÿкерсе кăтартнă, çав асран кайми сăнарсене тĕнче умне кăларнă.

Ухсай хайлавĕсене тепĕр хут та вулама хавас
Ухсай хайлавĕсене тепĕр хут та вулама хавас

Ухсайăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе еткерĕ чăваш литературин ахах-мерченĕ пулса тăрать. Вăл – пирĕншĕн те, пулас ăрусемшĕн те ырă та çутă тĕслĕх.
Ухсай Яккăвĕ питĕ çамрăкла, 14-15 çултах, çырма пуçланă. Хăй каласа панă тăрăх, хăйĕн ăсталăхне, çут çанталăк пилленĕ пултарулăхне аталантарма вĕсен йăхĕ сăвва-юрра, юмах-такмака юратни, тăван чĕлхене хисеплени нумай пулăшнă. Аттерен эпĕ тăван чĕлхе пуянлăхне, аннерен чăваш чĕлхин янравлăхĕпе илемлĕхне вĕрентĕм тенĕ вăл. Поэтăмăр ача чухнех чăваш сăмахлăхĕн питĕ пуян та асамлă тĕнчипе паллашнă. «Яков Ухсай Константин Иванова тăван та тивет. Вĕсем иккĕшĕ те Пăртта йăхĕнчи çынсем. Поэт çуралнă çĕршыв çут çанталăк илемĕпе кăна мар, кунти чăвашсен чĕлхин, юрри-сăввисен, юмах-халапĕсен пуянлăхĕпе те палăрса тăнă. Пăртта йăхĕнчи çынсем вара хăйсен сăмах ăсталăхĕпе уйрăмах палăрнă», – тенĕ Михаил Сироткин профессор.
Яков Ухсай хайлавĕсем чăваш литературинче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче чăваш кăмăл-туйăмĕ, шухăш-ĕмĕчĕ сăнарланнă. Пурнăç тупсăмне, ырăпа усал уйрăм-уççине, илемлĕх тĕсĕ-кĕввине поэт халăх ăнкарăвĕпе шайланă, унăн куçĕпе курса, унăн хăлхипе илтсе ăшне хывнă. Ухсай Яккăвĕ çырнисенче хура çĕр сĕткенĕ, халăх философийĕ, ĕççынни хисепĕ тата этеплĕхĕ (личность), сăнарлă та витĕмлĕ чăваш чĕлхи чĕрĕ вăй кÿрсе тăраççĕ. «Кĕлпук мучи», «Ту урлă çул», «Шурă хурăнпа калаçни» тата ытти хăш-пĕр хайлавĕсене çĕршывăн пур кĕтесĕнче те пĕлеççĕ.
«Унăн поэзийĕнче тăван уй-хирсен, ешĕл вăрмансен, шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсен, тăрă кÿлĕсен çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе типтерлĕхĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сÿнми ĕмĕчĕ, пулас çутă кунсен шанчăкĕ палăрать, чăваш çĕрĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ курăнать», – тет Ухсай пултарулăхне тĕпчекен Ипполит Иванов литературовед.
Çак кунсенче Çтерлĕ хулинчи 6№ вулавăшра «Сӳнми маяк» поэзи каҫӗ иртрӗ. Ăна хатĕрленсе вулавăш ертÿçи Валентина Зорина чăваш халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланă «Калем ӑсти ҫинчен калакан сӑмах» курав хатĕрленĕ. Мероприятие ертсе пыраканĕ те вăлах пулчĕ. Пысăк тав сăмахĕ калатпăр Валентина Юрьевнана.
Поэта сума суса Ҫтерлĕ хулинчи «Шуратăл» литпĕрлешÿ, чăваш наципе культура автономин, республикăри чăвашсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем пуçтарăнчĕç. Пирĕн паллă, тĕнчипе палăрнă халăх поэчĕн хайлавĕсенчи сыпăксене Геннадий Челпир, Людмила Маркина, Вячеслав Ерохин вуларĕç. Вячеслав Михайлович Ухсайăн биографинчи интереслӗ фактсем çинчен каласа пачӗ. Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин студент ҫулӗсенче Яков Ухсайпа тӗл пулни ҫинчен ăшă туйăмпа аса илчĕ. Нумай пулмасть иртнĕ «Ухсай Яккăвĕн хайлавĕсене хак пани» конкурсра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ Алексей Маркина дипломпа чысларĕ.
«Кĕлпук мучи» поэмăна Я.Г. Ухсай 1951 çул çырнă. Ăна темиçе чĕлхепе те вулаççĕ, чăвашсем хушшинче вара унăн геройĕсене пĕлмен çын çук та пулĕ. Акă, мĕн çырнă «Кĕлпук мучи» поэми çинчен Чехославакинчи вулакансенчен пĕри: «Мана Марей Скоби тесе чĕнеççĕ… Эпĕ словак, Чехославаки çарĕн офицерĕ. Манăн аллăма Ухсай Яккăвĕн «Кĕлпук мучи» ятлă кĕнеки лекрĕ… Çак кĕнеке мана чăваш халăхĕн пурнăçĕпе, унăн сума сумашкăн тивĕçлĕ çыннисемпе пуçласа паллаштарчĕ. Ку – чăннипех те халăх произведенийĕ…» – тесе çырнă çĕнтерÿçĕн сочиненийĕнче.
Асăну каçĕнче малашнехи ĕçсем пирки те калаçу пулчĕ. Юлашки вăхăтра ирттернĕ ĕçсемпе хулари ЧНКА ертÿçин çумĕ Оксана Федорова паллаштарчĕ. Ҫавăн пекех, хăратса тăракан чире пăхмасăр, алă усмасăр ĕçлемелли, планпа палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртмелли çинчен асăрхаттарчĕ.
Асăну каçĕ тухăçлă иртрĕ. Пĕрле пуçтарăнса кăмăллăн калаçни те чуна ăшăтрĕ. Ухсайăн хайлавĕсене тепĕр хут вуласа аса илес кăмăл çуралчĕ.
Людмила МАРКИНА, хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ.
Çтерлĕ хули.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: