Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература каçĕ
22 Ноябрӗн 2022, 11:30

Ăхпуçсем пакунлă çыравçăпа тĕл пулчĕç

Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуçĕнчи ял библиотекинче Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлешĕвĕн тата Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕпе, пултаруллă сăмах ăстипе Рудольф Павловпа (Илькелри) тĕлпулу иртрĕ.

Ăхпуçсем пакунлă çыравçăпа тĕл пулчĕç
Ăхпуçсем пакунлă çыравçăпа тĕл пулчĕç

Çавăн пекех Р.Павлов Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи, ПР тава тивĕçлĕ юрисчĕ, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ, запасри полици подполковникĕ пулнине палăртмалла. Рудольф Матвеевичăн çемье архивĕнче сумлă орденсемпе наградăсем сахал мар упранаççĕ.
Л.А. Кириллова библиотека ĕçченĕ сумлă хăна тĕрлĕ жанр ăсти пулнине пĕлтерчĕ. Вăл поэзире те, прозăра та, драматургире те, публицистикăра та тухăçлă ĕçленине палăртрĕ. Ун хыççăн Рудольф Матвеевич хăй сăмах илчĕ. Çыравçă вăрçă хыççăнхи ачалăхĕ, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, мĕнле пĕлÿ илни, должноçсем йышăнни пирки каласа пачĕ. Вăл шалти ĕçсен органĕнче çеç 30 çул ытла вăй хунă. Мероприятие пухăннисем сывлама чарăнса тенĕ пек тимлĕн итлесе ларчĕç. Çавăн пекех пакунлă çыравçă çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Вĕсене вăл пирĕн библиотекăна парнелерĕ. Вулавăшра унăн кăларăмĕсем сахал мар. Халăх вĕсене юратса вулать. Çыравçăн ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илсе çырнă автобиографилле кĕнеки те пур. Литература каçĕ тăршшĕпе пуçтарăннисем сăмах ăстин пурнăçĕпе, ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе (сăмах май каласан, пирĕн ялта вăрах вăхăт хушши унăн йăмăкĕ Валентина Матвеевна пурăннă), малашлăх планĕсемпе çыхăннă сахал мар ыйту пачĕç. Рудольф Матвеевич пур ыйтăва та кăмăллăн йышăнса тĕплĕн хуравларĕ.
Литература каçне малалла тăснă май библиотека çумĕнче йĕркеленнĕ «Тĕлпулу» литература пайташĕсем вырăсла тата чăвашла сăвăсем вуларĕç. Çыравçă та парăмра юлмарĕ, вăл та сăвăлла çырнă хайлавĕсене вуласа пачĕ.
Çавăн пекех мероприятие юнашар Приютово поселокĕнчи «Пилеш» вокал ушкăнĕ те килсе çитнине асăнса хăвармалла. Вĕсем пирĕн йыхрава яланах хапăл туса йышăнаççĕ, хальхинче те пуçтарăннисене хăйсен юрри-сăввисемпе савăнтарчĕç. Пултарулăх ушкăнĕ йышĕнче пирĕн ялта çуралса ÿснĕ хĕрарăмсем те пур.
Ăхпуç ялĕнче пурăнакан Лариса Еремеева кĕвĕ парни туса илемлĕ чăваш юрри шăрантарчĕ. Тĕлпулăва халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Килнисем пурте мероприятипе кăмăллă юлчĕç.
Вăхăта тăван чĕлхепе калаçса ирттертĕмĕр. Литература каçĕ тăршшĕпе пĕр хутчен çеç мар тăван чĕлхене юратма, çитĕнекен ăрăва амăш чĕлхине хисеплеме вĕрентессипе çыхăннă темăсене çĕклерĕмĕр.
Лия КИРИЛЛОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Ăхпуç ялĕ.

Ăхпуçсем пакунлă çыравçăпа тĕл пулчĕç
Ăхпуçсем пакунлă çыравçăпа тĕл пулчĕç
Ăхпуçсем пакунлă çыравçăпа тĕл пулчĕç
Ăхпуçсем пакунлă çыравçăпа тĕл пулчĕç
Ăхпуçсем пакунлă çыравçăпа тĕл пулчĕç
Ăхпуçсем пакунлă çыравçăпа тĕл пулчĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: