Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература каçĕ
23 Кӑрлач , 11:50

«Хĕвел тухас умĕн» повеçе кĕскен хак пани

Пĕррехинче ман алла Василий Антонов çырнă «Хĕвел тухас умĕн» повесть лекрĕ. Ячĕ те питĕ кăсăк та пĕлтерĕшлĕ, вăл мана интереслентерсе ячĕ.

«Хĕвел тухас умĕн» повеçе кĕскен хак пани
«Хĕвел тухас умĕн» повеçе кĕскен хак пани

Çĕнĕ кĕнекене вуласа та ĕлкĕрейменччĕ-ха. Ăна чăвашларан вырăсла куçарма Пелепей хулинче пурăнакан Радик Андреев ăсчах ыйтрĕ. Вăл пенсине тухиччен НГДУ Аксаковнефтьре техника уйрăмĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ. Ăна патшалăх умĕнче ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн Хисеп хучĕпе чысланă. Чăвашла вулама пĕлеймен пирки, вăл мана вырăсла куçарса пама ыйтрĕ. Сăлтавĕ те питĕ пысăк пулни каярах паллă пулчĕ. Çакăн пек прозăллă хайлавсене куçарса курманччĕ. Эпĕ ытларах сăвăсем куçаратăп. Ку  çынна чăннипе те питĕ кирлĕ пулнине сисрĕм те килĕшрĕм.
Малтанхи пайĕсене куçарма пуçласанах çак повесть мана тыткăна илчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, тĕп сăнарне пурнăçран илнĕ. К.Ф. Ухик-Тарасов (А.Кондратьев каласа панипе тата Антонов çыравçăпа паллашни ăна çак повеçе вуласа тухма хистенĕ) Радик Александровичăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕн аслашшĕ е кукашшĕ пулнă иккен. Унăн шăпи, кун-çулĕ Аслă Октябрь революцийĕ вăхăчĕпе тÿр килнĕ. Çак хăрушă та пăлхануллă пулăмсем писательсене, ăсчахсене, тĕпчевçĕсене паянхи кунччен канăç памаççĕ. Тĕрĕссипе, мĕн пулса иртнине никам та татăклăн каласа параймасть. Çын йышĕ питĕ кăткăс,тинĕс хумĕ пек, пĕр хăпартланса кайсан, теме те путлантарма хатĕр. Хамăрăннисем, ютсем, тăшмансем, пирĕннисем, пуянсемпе чухăнсем тата ăнланманнисем – пурте хутшăнса каяççĕ, чăн пурнăçшăн кĕрешеççĕ. Анчах та хальхи куна çити те чăнлăха уйăрса пулмасть. Политика ялан хура пĕркенчĕк айĕнче. 
Владимир Ильич Ленин çав вăхăтра пĕртен-пĕр аслă çул пуç пулнă. Унăн ятне те тĕрлĕрен хак параççĕ, унăн ĕçĕсене паянхи кун пăрахăçланă тесен те юрать. Анчах та çав вăхăтра çакăн пек пăлхава ертсе пыракан, тен, кирлĕ пулнă та пулĕ. Унсăрăн пурнăçа кам йĕркене кĕртме пултарнă?!
Историрен пĕлетпĕр, кĕрешÿре çухатусăр пулмасть. Василий Антонов çыравçă нумай истори докуменчĕсемпе ĕçлерĕм тет. Питĕ йывăр темăна суйласа илнĕ, анчах та геройсене вăл тĕрĕс вырнаçтарса пырать. Унта, çав пăлхану-тĕркĕшÿ ани çинче, юрату тĕп вырăн йышăнса тăрать. Клавдийпе Хветура пĕр-пĕрне çав тери юратаççĕ. Анчах вĕсене самана шăпи ураран тăллантарать, малалла ямасть.
Повеçри пулăмсем, пуçламăшĕнчен вĕçне çити, вулакана çирĕп вĕренпе туртса пынă пек, геройсен пурнăçĕнчен аякка ярасшăн мар. Кунта Ухик-Тарасов (Клавдий Федотович) çемйин тĕслĕхĕ çинче классен хушшинчи хирĕçтăрăва çырса кăтартнă. Ашшĕ, Федот Федотович Тарасов – куштан та пуян улпут, ывăлĕ – революци хумне пуçаракан, йĕркелекен, ертсе пыракан. Хветут (ашшĕн ялти чăвашла ячĕ) ăш-чикĕ вут пек çунать. Унăн чĕринче икĕ пĕр пек мар вăйсем кĕрешеççĕ. Тарасан пĕр чашăкки çинче хăй çуратса ÿстернĕ ачи, тăван юнĕ, тепĕр чашăкки çинче вара – тар юхтарса, çĕрĕн-кунĕн ыйхă пăрахса вăй хунă пурлăхĕпе пуянлăхĕ. Хăш чухне тытăçса çапăçас патне çитнĕ вăхăтсем те чылай. Анчах Федот Федотович – ăслă, тÿсĕмлĕ çын. Ывăлĕсем те çирĕп алăра, ĕçпе кăна ÿснĕскерсем, ашшĕне хисепленĕ пек те туйăнать. Аслă ывăлĕ ялан, ашшĕ тулхăрнине пăхмасăр, пусăрăнчăк кăмăлпа калаçасшăн, ăнлантарса парасшăн. Вăл хăй те ашшĕн нушине чухлать. Тыткăнра çĕр каçнă чухне унăн пуçне нумай шухăш пырса кĕрет: «Ал-ура шăннине, пите тăм илтернине пĕлмен. Мĕн çиес тенĕ, çавна çинĕ, мĕн тăхăнас тенĕ, çавна тăхăннă. Вăл кунсерен çиекен шурă çăкăра, какай яшкине, кукăле, чепчеке, тинкĕлепе пÿремече, сĕт-çу та хăймана тата чей таврашне юлташĕсем уявсенче çеç тутаннă. Кĕсье укçаран татăк тăман. Вăл та, тен, ашшĕне хывнă пулсассăн, лавкка та, арман та тытма пултарнă. Пурин çине те çÿлтен аялалла пăхса, вĕсен тертлĕ пурнăçĕнчен кулса çÿрĕччĕ. Анчах паянхи кун шинель те атă, сăмсаллă картус та гимнастёрка тăхăнса, çурăмĕ хыçне салтак кутамкки çакса çÿрет. Тĕрĕс турĕ-ши вăл çак кăткăс пурнăçа хăй ĕнси çине тиесе? Тен, ашшĕ çулĕпех утмалла пулнă?» çак монолог вулакана нумай пулăмсене уçса пама пултарать.
Çитменнине тата ăнман юрату. Хветура, савнă хĕрĕ, ăна уçă çул парас тесе тĕвĕленнĕ ачине пăрахать, хăй вара нумай ачаллă хусах арçынна, ялти шкул вĕрентекенне Василий Дмитриевича качча каять. Митинкка, Танькка – шăллĕпе йăмăкĕ, повеçре нейтраллă сăнарсем. Пăслăк, Васильевка, Мияки, Пишпÿлек, Пелепей, Ĕпхÿ ял хула ячĕсем вулакана паллакан истори çыннисемпе паллаштарма пултараççĕ: «Алексеев – Мияки, Ильчигул, Азнай та Пишпÿлек вулăсĕсенчи продотряд ертÿçи. Вăл ăнланать: пуян, темле хут çырса парсассăн та, хăй ирĕкĕпе тырри-мулĕпе уйрăласшăн мар, ăна вăйпа çеç илмелле...». Çак историлле хайлав çурри ытла документаллă, пулса иртнĕ чăн-чăн пулăмсемпе калăпланнă, нумай паллă çынсен ячĕсем палăраççĕ, прототипсем те чылай пулас. Вулама питĕ çăмăл вуланать, сăнарлă хутшăнусем вулакан чунне тыткăнлаççĕ. Унсăрăн тата кайри страницăра чăваш сăмахĕсен диалект словарĕ пур. Вырăнти çынсемшĕн те çакă питĕ кăсăк пулмалла.
Ман тĕллев паян повеçĕн содержанине каласа парасси çинче тăмасть, тĕп шухăшне палăртасси. Василий Антонов хисеплĕ, пултаруллă çыравçă, пирĕн енчи чăн геройсене сăнласа панă. «Хĕвел тухас умĕн» повесть пĕрремĕш вырăнта тăракан кĕнеке пулса тăрать. Халиччен эпир Мускав, Петроград ячĕсене анчах революципе çыхăнтарнă. Инçетри ял-хуласенче мĕнле революци юхăмĕ пуçланни, камсем ертсе пыни çинчен вуламан. Çавăнпа та хисеплĕ чăваш çыравçине çак ĕçре пионер тесе калама пулать.
Пишпÿлекре А.Ф. Семёнов тĕпчевçĕ пурччĕ, вăл документлă мелпе анчах тĕпчев ĕçĕсем çыратчĕ, кĕнекесем те кăларнă. Анчах вăл кăларăмсем уйрăм интересленекен, ăсчахсем валли кăна пулнă. Ахаль вулакансене валли, Аслă Октябрь революцийĕ çинчен, хамăр Пушкăртстанри чăвашсен хушшинче, вырăнти геройсене сăнланă художествăллă, пысăк произведени халиччен никамăн аллинчен те тухман пулĕ тесе шутлатăп.
Хаклă вулакансем, çак кĕнекене вуласа тухма сĕнетĕп. Вăл интереслĕ кăна мар, хамăр пурнăç çинчен нумай шухăшлаттаракан кĕнеке. Кам пĕлет, хăшĕсем повеçре хăйсен тăванĕсене те палласа илĕç.
Лидия ШУРÇĂЛ çыравçă.
Пелепей районĕ,
Усень-Иваново ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: