Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература каçĕ
6 Нарӑсӑн , 12:20

«Хунав вăл пурпĕрех шăтать, енчен тымар хăрман пулсан!»

Çак йĕркесен авторĕ Николай Леонтьев паллă çыравçă-журналист пурăннă пулсан январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче 85 çул тултармаллаччĕ. Шел пулин те вăл 63 çула çитсен пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Апла пулин те уçă кăмăллă сăмах ăстине ентешсем манмаççĕ, асра тытаççĕ.

«Хунав вăл пурпĕрех шăтать, енчен тымар хăрман пулсан!»
«Хунав вăл пурпĕрех шăтать, енчен тымар хăрман пулсан!»

Иртнĕ эрнере, февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Çтерлĕре Николай Леонтьевичăн çавра çулне халалласа «Хурăнсем çаплах кашлаççĕ» литература тĕпелĕ иртрĕ. Ăна хулари чăвашсен наципе культура автономийĕ (ертÿçи - Оксана Федорова) йĕркеленĕ.
Икĕ сехет ытла тăсăлнă тĕлпулу кăмăллă та ăшă лару-тăрура иртрĕ. Сăмах май каласан, çыравçă хăй те лăпкă та уçă кăмăллă, сăмаха виçсе те шайлаштарса калаçакан çынччĕ. Çавăнпах пулĕ унпа пĕр чĕлхе тупма питĕ те çăмăлччĕ.
Уяв каçне ертсе пыракансем – Ольга Ивановапа Наталья Леонтьева (писателĕн кинĕ) – кашнинех сăмах пама тăрăшрĕç. Тĕлпулăва республикăри хула-районсенчи чăваш хастарĕсем, шуратăлçăсем, Николай Леонтьевичăн мăшăрĕпе, Галина Александровнăпа, ывăлĕ-кинĕсем тата ăна лайăх пĕлнĕ тус-юлташĕсем пухăннă.
Çак кун çыравçăн çутă сăнарне куç умне кăларса тăратса аса илмелли, чуна уçса каласа памалли кашнинех çителĕклĕ пулчĕ. Вăрăм çула кĕскетсе мероприятие Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева, Ишимбайран «Шуратăл» литпĕрлешÿ председателĕ Николай Иванов, Федоровка районĕнчен Аркадий Русаковпа Зинаида Сурпан çыравçăсем, Пелепей тăрăхĕнчен Лидия Шурçăл сăвăçпа «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов килсе çитнĕ. Çтерлĕсем хăйсем те пысăк та туслă йышпа пухăннă. Вĕсем пурте Николай Леонтьевăн сăввисем мĕнле майпа юрă кĕввине хывăннине, хаçат редакцинчи тата унăн килĕнчи ĕçлĕ тĕлпулу вăхăчĕсене, вăл «ямбпа» «хорей» сăвă нормисене ăша хывма пулăшнине тата ытти самантсене аса илчĕç. Пурте Николай Леонтьевича пултаруллă та уçă кăмăллă вĕрентекен пек сăнласа пачĕç, паянхи куншăн вăл уйрăмах кирлĕ çын пулнине палăртрĕç.
Мăшăрне çакăн пек çÿллĕ шайра хисеп, чыс тунăшăн Леонтьевсен çемйи ятĕнчен пухăннисене Галина Александровна тав турĕ.
– Николай Леонтьевича асра тытни пире савăнтарать. Эсир ырă та пархатарлă ĕç туни сирĕн пата каялла таврăнса килтĕр. Пурне те ырлăх-сывлăх сунатпăр, – терĕ вăл.
Мероприятие юрă-кĕвĕпе вырăнти «Тавах» халăх ансамблĕпе «Телей» ушкăн, Константин Петров уйрăм юрăç илем кÿчĕç.
Юрий СНЕГОПАД. Çтерлĕ хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: