Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература каçĕ
6 Августӑн 2024, 11:35

Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă

Хальхи вăхăтра вулавăш вăл кĕнеке илсе вуламалли вырăн çеç мар, авторсене йышăнмалли, çыравçăсемпе вулакансен хушшинчи çыхăнăва йĕркелемелли, вĕсене хавхалантармалли вырăн та пулĕ. Библиотека ĕçченĕсем вара çыравçăсен чи çывăх тусĕсем.

Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă
Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă

Июль уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче Пишпÿлекри тĕп библиотекăра хамăр республикăра çеç мар, чикĕ леш енче те паллă çыравçăпа Дина Гавриловапа тата унăн ĕçтешĕпе, Гульдария Юсупова çыравçă-журналистпа, литература тĕлпулăвĕ иртрĕ. Мероприятие чăваш тата пушкăрт халăхĕсен туслăхĕн каçĕ евĕр йĕркелеме палăртнă пулнă. Çавăнпа та тĕлпулу çутă та хăтлă, тăрринче хĕвел пек çаврака та çутă «чÿречеллĕ», пушкăрт эрешĕсемпе илемлетнĕ хăтлă юртăра иртрĕ. Юрта самаях пысăк пулин те чăн-чăн çыравçăсене курма халăх лăк тулли пуçтарăннăччĕ, шалта вырăн çитменрен алăк умĕнче тăракансем те пулчĕç.
– Пишпÿлексемшĕн паян питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Пирĕн патра хăнара – сăмах ăстисем. Илемлĕ сăмахăн пĕлтерĕшĕ, вăй-хăвачĕ питĕ пысăк, вăл паттăрла ĕçсем тума та хавхалантарать. Паянхи ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра сăмах нумай нациллĕ çĕршывăн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме пулăшать, – терĕ литература тĕлпулăвне пуçтарăннисене саламланă тата мероприятие уçнă май Пишпÿлек район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен çумĕ Алексей Данилов.
Литература каçĕ сенкер экран çинчи передача майлах иртрĕ. Унăн йĕркелÿçи тата ертсе пыраканĕ Людмила Чернова вулавăш ĕçченĕ мероприятие хатĕрленсе сахал мар материал вуланă, тĕпченĕ, авторсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен интереслĕ ыйтусем хатĕрленĕ. Çав ыйтусем çине хурав илнĕ май пуçтарăннисем хăнасен кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе паллашрĕç.
Дина Гаврилова (Надежда Леонидовна Григоренко) пирĕн вулакансемшĕн çĕнĕ ят мар. Вăл – Раççей, Пушкăртстан, Чăваш Ен писателĕсен союзĕсен членĕ. Çыравçă Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуçĕнче çуралнă. 1985 çултанпа Эстони çĕршывĕнче пурăнать. 1995 çулта асăннă çĕршывăн Таллин хулинче тĕпленнĕ. Вулакансем ăна «В бане с нечистым» калавсен пуххи, «Поленька или Христова невеста», «Путешествие Пуси Югорской из Сибири в Мууга» повеçсем, «Цвета холодных лет», «Ты лучше всех» романĕсем тăрăх пĕлеççĕ. Хăй кĕнекисене вырăсла çырать. Вĕсене эстон, чăваш, пушкăрт чĕлхисене куçарнă. Чăвашла куçарнă калавĕсем Чăваш кĕнеке издательствинче «Чап-чап уйăхĕ» ятпа тухнă пĕрлешÿллĕ пуххине кĕнĕ. «Çамрăксен хаçачĕ», «Урал сасси» хаçатсенче, «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче кун çути курнă. 2015 çулта вăл кулăшла калавсен, фельетонсен, сатира жанрĕпе çырнă ытти чи лайăх произведенисемшĕн Рустем Заманов ячĕллĕ литература премине («Белебеевские известия» хаçат çирĕплетнĕ) тивĕçнĕ.
Дина Гаврилова – çыравçăн литературăри псевдонимĕ. Гаврилова – хĕр чухнехи хушамачĕ. Кун пирки автор çапла ăнлантарса парать: «Хамăн калавсене аттен хушамачĕпе пичетлес килетчĕ. Вăл пирĕн валли ача чухне юмахсем, калавсем шухăшласа кăларатчĕ, вĕсене ăста каласа паратчĕ. Шел, çырса хăварма ĕлкĕреймен. Пурнăçран çамрăклах уйрăлса кайрĕ. Манăн ят Надежда. Дина – Надя, Надин, Надина ятран пулса кайнă. Эпĕ хамăн ята кĕскетрĕм çеç».
Надежда Леонидовна каласа панă тăрăх, çырасси инçетре пурăнса тăван кĕтесĕшĕн, амăшĕшĕн, тăванĕсемшĕн тунсăхланинчен пуçланнă. Малтан хăй епле пурăнни, ĕçтешĕсем пирки çырусем çырнă, вăхăт иртнĕçемĕн кĕске калавсем çине куçнă, каярах повеçсемпе романсем çуралнă.
Хăй произведенийĕсенче авалхи пурнăçа тĕплĕн сăнласа парас тĕллевпе йăла-йĕркесене тĕпченĕ, ватă çынсемпе тĕл пулса вĕсенчен ыйтса пĕлнĕ, архив материалĕсемпе паллашнă. Паллах, çак ĕçре ăна амăшĕ сахал мар пулăшнă. Вăл нумай пулăма паянхи пекех асра тытнăран историлле фактсене çĕнетме май килнĕ. Çавна май çыравçă амăшне хăйĕн икĕ романĕн канашлавçи вырăннех хурать.
Авторăн романĕсене редакцилеме тата критика енчен хак пама пулăшакан тепĕр çын та пур. Вăл – Дина Гаврилован аппăшĕ, Лидия Леонидовна Бурыкина. «Вăл сăмах кĕввине лайăх туять, çавăнпа та суйма памасть», – тет çыравçă çывăх çынни пирки.
Лидия Леонидовнан çырас пултарулăхĕ пысăк. Нумаях пулмасть вăл та хăйĕн «Цветочек аленький» ятлă пĕрремĕш кĕнекине кун çути кăтартнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче çак çĕнĕ кĕнекепе паллаштарасси те иртрĕ.
Надежда Григоренко Таллинри «Александра» тата Penikoorim, Чăваш кĕнеке, Пушкăртстанри «Китап» издательствăсемпе тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех хăй вулаканĕсем валли Дзен тата телеграмм каналсем те илсе пырать. Вĕсенче вăл кун çути курнă тата çĕнĕ хайлавĕсен сыпăкĕсене лартать, кунтах вĕсене сÿтсе явасси те пурнăçланать.
Тĕлпулăва Гульдария Юсупова РФ тава тивĕçлĕ журналист, ПР тава тивĕçлĕ пичет ĕçченĕ, РФ тата ПР писательсен союзĕсен членĕ килнĕччĕ. Вăл поэзи сборникĕсен, калавсен пуххисен авторĕ. Сăмах ăсти Ĕпхÿ хулинче пурăнать, БСТ телеканалти çĕнĕ хыпарсен редакцийĕн редакторĕ. Икĕ паллă çынна пĕр-пĕринпе Салават Юлаев паллаштарнă. Çакă Пушкăртстан делегацийĕ Салават Юлаев ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă Палдиски хулинче пулнă. Гульдария Гатиятовна Дина Гаврилована хăйне калавсем çырма хавхалантараканĕ, литературăри «амăшĕ» тет.
Меллĕ самантпа усă курса Гульдария Юсупова Дина Гаврилована ПР Писательсен союзĕн билетне те пачĕ.
Мероприяти тĕлĕнмелле ăшă лару-тăрура иртрĕ. Юрта тепĕр енче чашлаттарса çăвакан çумăр та, кассăн-кассăн вĕрекен çил те ăна пăсма пултараймарĕç. Вулакансем çыравçăсене хăйсене интереслентерекен ыйтусене пачĕç, авторсен произведенийĕсенчи чуна пырса тивекен сыпăксене итлерĕç. Çавăн пекех пултарулăх каçне ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Романова ертсе пыракан «Мерчен» халăх фольклор ансамблĕн юррисем те, вырăнти культура керменĕн ĕçченĕ И.Г. Хисматова шăрантарнă пушкăрт кĕввисем те илем кÿчĕç. Мероприяти асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем тунипе вĕçленчĕ. Кăмăл пуррисем авторăн кĕнекисене туянчĕç. Вулавăш ĕçченĕсем йĕркеленĕ литература тĕлпулăвĕ вулакансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек ялĕ.

Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă
Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă
Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă
Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă
Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă
Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă
Икĕ сăмах ăстине Салават Юлаев паллаштарнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: