Пур хыпар та
Литература каçĕ
30 Кӑрлач , 15:00

«Мĕн каласшăн эсĕ, Сĕвĕнче?» – кĕтнине тÿрре кăларакан пĕлÿ çăлкуçĕ

Хĕрĕх пилĕк çухрăма тăсăлакан Сĕвĕнче юхан шывĕ Пелепей тата Ермеккей районĕсен террриторийĕсемпе юхса иртет. Вăл Пелепей тăрăхĕнчи Этĕл ялĕ çывăхĕсенчи илемлĕ вырăнсенче пуçланать те Кидаш юхан шывĕпе пĕрлешет. Унăн çыранĕсем хĕрринче чылай чăваш ялĕсем никĕсленнĕ: Этĕл, Ярмулай (Пелепей районĕ), Янăшма, Калиновка, Суккул, Креппит (Ермеккей районĕ).

«Мĕн каласшăн эсĕ, Сĕвĕнче?» – кĕтнине тÿрре кăларакан пĕлÿ çăлкуçĕ
«Мĕн каласшăн эсĕ, Сĕвĕнче?» – кĕтнине тÿрре кăларакан пĕлÿ çăлкуçĕ

Чăваш наци академикĕ Михаил Сидоров-Ермолаев 82 çулхи таврапĕлÿçĕ хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине шăпах çак юханшывпа çыхăнтарнă. Вăл иртнĕ çул вĕçĕнче Пелепейĕнчи информаци центрĕнче 200 экземплярпа «Мĕн каласшăн эсĕ, Сĕвĕнче?» («О чем шумит Стивинзя?») ятпа чăвашла тата вырăсла кун çути курчĕ. Иртнĕ эрнере вара Ярмулай ялĕнчи культура çуртĕнче çĕнĕ кĕнекен хăтлавĕ (презентацийĕ) иртрĕ. Кăнтăр кунĕнче йĕркеленĕ хăйне евĕр мероприяти пурин кăмăлне те кайнине палăртмалла, халăх та йышлă пухăнчĕ.
Тĕлпулăва культура çурчĕн тĕп методисчĕ Ирина Васильева уçрĕ. Ун хыççăн Ярмулай ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Николай Миронов сăмах илчĕ. Николай Леонидович пухăннисене тав туса Михаил Петровичăн ĕçне кĕскен хак пачĕ, тăван тăрăхшăн калама çук пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине çирĕплетрĕ.
Акă, кĕнеке авторне хăйне сăмах пачĕç. Михаил Петрович пуçласа район хаçачĕпе 1960-мĕш çулсенче çыхăну тытма пуçланă самантсене аса илчĕ. Шăпах çавăн чухне унăн çырас туртăм çуралнă иккен. Унтанпа 60 çул иртнĕ. Паллах, çак вăхăтра ăсталăхпа тавракурăм ÿснĕ май материалсем те чылай пухăннă. Çакна «Урал сасси» хаçатра 30 ытла çул хушшинче пичетленнĕ 200 яхăн статьяпа очерк та çирĕплетеççĕ. Унсăр пуçне Пелепей район хаçатĕнче чылай ĕçсем кун çути курнă.
– Хамăн статьясене пĕр çĕре пухса кĕнеке кăларасси çинчен эпĕ шутламан та, анчах та юлташсем хистени пулăшрĕ-тĕр. Сăмахран, паянхи тĕлпулăва Рудольф Павлов çыравçă килнĕ, вăл мана кĕнеке калăпласси çинчен пĕрре мар асăрхаттарнă. Паллах, пулăшакансем те пулнă. Пурне те тав сăмахĕ калас килет, – терĕ наци академикĕ пысăк ĕçе мĕнле пурнăçа кĕртнĕ самантсене тата кашни пулăшакан ятне аса илнĕ май.
Малтанах пĕлÿ çăлкуçне А5 форматпа (105х150) пичетлеме палăртнă пулнă, анчах та кĕнеке ытлашши хулăн (900 страница) пулассине шута илсе полиграфистсем унăн пичĕсене пысăклатма сĕннĕ. Вăл вара 446 питпе (А4 форматпа) вулакан патне çитнĕ.
Кĕнеке хăтлавĕнче Пелепей хулипе Ермеккей районĕнчен килнĕ хăнасем те пулчĕç. Залри халăх умĕнче «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Пелепейри филиалĕн ертÿçи Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă-академик, Михаил Петровичăн вĕренекенĕ, халĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зоя Колесникова, Виталий Иванов географ-таврапĕлÿçĕ, Лидия Ванюшина чăваш наци академикĕ сăмах каларĕç, пĕлÿ çăлкуçне тĕрлĕ енлĕ хак пачĕç.
– Кĕнеке ман алла лексен тума палăртнă ĕçсем çинчен манса кайрăм. Малтан çиелтен çеç пăхса тухма пуçланăччĕ. Унта та кунта палланă, пĕлнĕ çынсен хушамачĕсемпе сăнĕсене курсан унран уйрăлаймарăм. Çывăрма выртсан та ыйхă килмерĕ, кĕнекене тăватă сехет ытла шĕкĕлчерĕм. Паянхи кун та ăна алăран яраймастăп, – шалти хавхалануллă туйăмсене пытармарĕ Лидия Николаевна.
Çавăн пекех вырăнти хастарсене – Геннадий Яковлев, Петр Дмитриев ĕç ветеранĕсене – сăмах пачĕç.
– Иртнĕ вăхăта каялла тавăраймастăн, анчах та çак кĕнекене алла тытсан аса илÿ авăрне путма питĕ кăмăллă. Вăл çынсене савăнăç парнелет. Уншăн сире, Михаил Петрович, пысăк тав. Çав вăхăтрах сиртен черетлĕ кĕнеке кĕтетпĕр. Вăл ман шутпа хамăр таврари йăх-несĕлсемпе çыхăннă кăларăм пулмалла. Мĕншĕн тесен сирĕнсĕр пуçне çак темăна тарăн та анлă çырса паракан çын çук пулĕ тесе шутлатăп, – терĕ Геннадий Николаевич малашлăха палăртса.
Тĕлпулу программине мероприяти вĕçĕнче Михаил Сидоров академикăн хĕрĕ, Оксана Михайловна, сăмах калани пуянлатрĕ, илем кÿчĕ.
Пĕтĕмлетсе вара çакна каламалла. Кашни çынах хăй сывă чухне хăйне хăй палăк лартаймасть. «Мĕн каласшăн эсĕ, Сĕвĕнче?» ăслăлăх кĕнекине вара çав «палăкпа» танлаштарма пулать. Унăн пĕр паха енĕ пур – вăл алăран алла, ăруран арăва куçса çынсен чĕрисенче иртнĕ пурнăçа куç умне кăларса тăратнă май ăшă та хумхануллă туйăмсем çуратма пултарать. Апла пулсан автор хăй умне лартнă тĕллеве туллин пурнăçланă, вулакан кĕтнине тÿрре кăларнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: