Пьесăна вырăсларан чăвашлана Владимир Аптраман куçарнă. Конференцин тĕллевĕ – вулассипе кăсăклантарасси, вулакансен ушкăнла шухăшне йĕркелесси, произведение сÿтсе явма, хăвăн шухăшна калама вĕрентесси.
Нина Семенован пьеси тăрăх лартнă спектакль вăрçă вăхăтĕнче ывăлĕсене çухатнă хĕрарăм çинчен каласа парать. Ĕç вăрçă хыççăн пысăк мар ялта пулса иртнĕ. Амăшĕ ывăлĕсене Тăван çĕршыва хÿтĕлеме ăсатнă. Вĕсенчен пĕри те каялла таврăнайман. Вăрçă вĕçленнĕ, çулсем иртнĕ, анчах та амăшĕ пурпĕр ывăлĕсенчен хăшĕ те пулин таврăнасса кĕтет. Çакă пĕр анне-хĕрарăмăн шăпи çеç мар. Аннесем çĕр çинче мир пултăр тесе хăйсен чи хаклă çыннисене вăрçа ăсатнă.
Конференцие хутшăннисем вăхăт тата çын шăпи çинчен калаçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсемпе хальхи ялти пурнăçа танлаштарнă. Инна Никифорова чăваш театрĕн ертÿçи пуçтарăннисене асăннă пьеса тăрăх спектакль лартма сĕннĕ. Çак шухăшпа пурте килĕшнĕ. Библиотекарь мероприяти умне лартнă тĕллевсене пĕтĕмпе пурнăçланă: Нина Семенован пултарулăхĕпе паллаштарнă, хутшăннисен тĕрлĕ шухăш-туйăмĕсене ыйтса пĕлнĕ, пьесăн тĕп шухăшне уçнă.
Елена ФЕДОРОВА,
библиотекарь.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.