Пур хыпар та
Литература каçĕ
3 Июнӗн 2025, 14:00

«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»

Пире куллен вăй-хал парса тăракан çут çанталăкпа киленсе, ăна юратса пурăнакан, хăйĕн хайлавĕсенче çут çанталăк илемне витĕмлĕн сăнарласа паракан, тăван çĕре, тăван халăха, тăван чĕлхене юратса хисеплекен, чăваш çыннин сăнарне ĕнентерÿллĕн кăтартса пама пултаракан сăвăçа мĕнле сума сумăн-ха, унăн хăватлă та янăравлă поэзийĕ умĕнче мĕнле пуçа таймăн-ха? Константин Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çырулăхĕпе илемлĕ сăмахлăхне никĕслекенĕ… Кăçал май уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш поэзийĕн классикĕ çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Юбилейпе çыхăннă уяв мероприятийĕсем чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче кĕрлесе иртрĕç. Сумлă поэтăмăра асра тытакансем, унăн пултарулăхне хаклакансем, ăна пуç тайма кăмăл тăвакансем май уйăхĕн 29-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕнче пухăнчĕç.

«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»

Халăхăн мăнаçлă та мухтавлă ывăлне халалласа барельеф
Юбилей программи çулленхи пекех анлă та пуян пулчĕ. Вăл Пелепей хулинчи К.Иванов урамĕнчи «Олимп» канупа культура комплексĕн стени çине çакнă барельефа уçнипе пуçланчĕ. Сăмах май, асăннă пуçарăвăн авторĕсем – Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономийĕн пайташĕсем. Барельеф тутарассипе çыхăннă тăкаксене ниме шайĕнче саплаштарнă. Кунта хăй вăхăтĕнче хула училищи вырнаçнă пулнă, Слакпуç ачи унта 1902-1903 çулсенче вĕреннĕ. Поэтăн барельефĕпе илемлетнĕ çĕнĕ асăну хăмине уçассипе çыхăннă чаплă церемоние Тутарстан Республикинчи Хусан хулинчен, Çарăмсанпа Аксу тата Пăва районĕсенчен, Чăваш Енри Шупашкар хулипе Канаш округĕнчен, Чĕмпĕрпе Челябинск тата Эрĕнпур облаçĕсенчен, Мускав хулинчен, Эстони çĕршывĕнчен, Пушкăртстан Республикин тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç.
Пухăннисен умĕнче Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев, ПР Культура министерствин этнокультура аталанăвĕн тата регионсем хушшинчи çыхăну уйрăмĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Нурлан Ганиев, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн директорĕ Елена Николаева тата барельеф авторĕ Николай Кондрашкин скульптор тухса сăмах каларĕç. Вĕсем К.В. Иванов чăваш поэзийĕн ĕнчĕ пĕрчи (жемчужина), «Нарспи» – халăх кăмăлне палăртса çырнă хайлав, паянхи уяв мĕнпур чăвашсене пĕр чăмăра пухакан пулăм пулнине палăртрĕç.

Палăк патне – поэта пуç тайма
Малалла çыравçăн пултарулăхне тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланас, унăн шухăш-кăмăлне ăша хывас, вăл çуралса ÿснĕ тавралăхра пулса курас, поэт сывланă сывлăшпа сывлас, чăваш классикĕ кун çути курнă кил-çуртпа паллашас текенсем Слакпуç ялне çул тытрĕç. Хăнасене Константин Ивановăн çурт-музейĕ умĕнче çăкăр-тăварпа, сăрапа тата баурсакпа ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ольга Андреева наука ĕçченĕ тарăн пĕлÿ паракан интереслĕ экскурси ирттерчĕ. Ольга Анатольевна хăйĕн сăмахне вĕçлесен те чăваш поэзийĕн классикĕ усă курнă япаласене, сĕтел-пукана, тумтире ушкăн-ушкăн пăхса тăракансене курма пулчĕ. Пĕр ушкăнра вара вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăри Тăхтаман сăнарне сÿтсе явни ыттисене те калаçăва хутшăнма хистерĕ. Кунта Тăхтаман пархатарсăр сăнар марри, вăл Михетерпе танлаштарсан çынсене тара тытмасăр, хăй вăйĕпе пуянлăх пухни çинчен вăрахчен калаçрĕç…
Константин Иванов çурт-музее хирĕç вырнаçнă паркра канлĕх тупнă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе хăнасемпе хуçасем унăн вил тăприйĕ тата палăкĕ умĕнче пуç тайса чĕрĕ чечексем хучĕç. Паркра пухăннисем Кĕçтенттийĕн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулнишĕн хурланса сăмах çăмхине малалла сÿтрĕç, чăваш литературин тата тĕнче культурин историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă «Нарспи» поэмăшăн ăна тав турĕç.
Çакăн хыççăн çул Нарспи çăлĕ еннелле выртрĕ. Уява хутшăнакан пултарулăх ушкăнĕсем урам тăршшĕпе юрăсем юрласа утрĕç. Сиплĕ шыв тапса тăракан çăлра Слакпуç шкулĕн ачисем, вырăнти артистем К.В. Ивановăн сăввисене вуласа пачĕç. Унсăр пуçне литература композицине чăваш халăх çыравçисем Светлана Асаматпа Раиса Сарпи илем кÿчĕç. Вӗсен юрри-сӑвви ҫӑлкуҫ шывӗн юххин сассипе пӗрлешсе илемлӗ кӗвве ҫаврӑнчӗ.

«Сан ятупа мăнаçланатпăр»
Мероприятин тепĕр пайне Слакпуç ялĕнчи культура çуртĕнче йĕркеленĕччĕ. Чăваш культурин уявĕ «Сан ятупа мăнаçланатпăр» ятпа иртрĕ. Илемлĕ сцена çине пĕрин хыççăн тепри сумлă хăнасем хăпарчĕç. Çав шутра Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕ Азат Сахабиев, ПР Культура министерствин этнокультура аталанăвĕн тата регионсем хушшинчи çыхăну уйрăмĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Нурлан Ганиев, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн директорĕ Елена Николаева, ПР чăвашсен Канашĕ çумĕнчи Ветерансен канашĕн председателĕ, Шалти ĕçсен министерствин отставкăри полковникĕ Борис Гордеев, чăваш халăх поэчĕ, ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕн çумĕ Светлана Азамат, чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи ертсе пыракан Чăваш Республикинчи çыравçăсен ушкăнĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова çыравçă, РФ тава тивĕçлĕ тата ЧР халăх артисчĕ Валентина Смирнова, ЧР Канаш округĕнчи Пайкилт ялĕнчи шкулăн вĕрентекенĕ Людмила Иванова, Тутарстанри ЧНКА председателӗн ҫумӗ Константин Малышевпа «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Чĕмпĕр облаçĕнчи «Канаш» чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ Елена Мустаева пулчĕç. Паллах, вĕсем уява пушă алăпа килмен. Азат Альвертович Пелепей хулипе Слакпуç ялĕнчи пĕлÿ çурчĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене Хисеп хучĕсем парса тав турĕ. Нурлан Рашитович ПР Культура министерствин тата ПР Туслăх çурчĕ ятĕнчен чăваш культурине аталантарассишĕн тăрăшакансене, паянхи уява йĕркелесе ирттерме тÿпе хывнисене Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Елена Васильевна К.Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕ тата ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин ячĕсенчен культура сферинче вăй хуракансене тата чăваш хастарĕсене Тав çырăвĕсемпе наградăларĕ. Ытти сумлă хăнасем те хуçасене, Пушкăртстанри пуçаруллă чăваш çыннисене палăртса хăварчĕç.
Сцена çинчен чăвашла çепĕç калаçакансене итлеме çав тери кăмăллă пулчĕ, вĕсене итлес те итлес килчĕ. Уйрăмах, Светлана Асамат каласа панине. Светлана Васильевна Чăваш Республикинчи Канаш округĕнчи Пайкилт ялĕн шкул территорийĕнче К.Иванова халалласа сад ĕрчетни, асăну хăми уçни çинче чарăнса тăчĕ. Чуна пырса тивмелли самантсенчен пĕри – асăну хăмине уçнă кун сад территорине тăватă шурă кăвакарчăн вĕçсе килнĕ. Сывлăшра вĕçсе çаврăннă хыççăн виççĕшĕ каялла вĕçсе кайнă, пĕри вара тăрса юлнă. Светлана Асамат шухăшĕпе çак шурă кăвакарчăн Кĕçтенттин Ивановах пулнă.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕ Валентина Смирнова темиçе çул хушши Нарспи сăнарне вылянă. Оперăри сăнарсем юрласа «калаçнине» шута илсе Валентина Владимировна пухăннисене чĕрĕ саспа юрласа пачĕ. Çакна залра ларакансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Нимĕнле уяв та сăвă-юрăсăр иртмест. Кашни чăваш уявĕн хӑйӗн сӑвви-юрри, кулӑшӗ, такмакӗ пур. Çак кунхине концерт программине Пушкăртстан Республикинчи «Тăванлăх», «Мерчен», (Пишпÿлек районĕ), «Сувар», «Туслăх» (Мияки), «Рябинушка», «Тантăшсем», «Шевле» (Ермеккей), «Янра сасăсем» (Авăркас), «Çеçпĕл» (Куюргазă), «Çеçпĕл» (Чекмагуш), «Илемпи» (Октябрьски хули), «Пилеш» (Кармаскалă), «Агидель çăлкуçĕсем» (Салават хули), «Тавах», «Сарпи» (Çтерлĕ хули), «Илем» (Пелепей хули), Эрĕнпур облаçĕнчи «Çутă ĕмĕт» (Абдулин районĕ), «Шурăмпуç», «Нарспи» (Грачевка), Тутарстан Республикинчи «Çăлкуç» (Çарăмсан), Чĕмпĕр хулинчи «Илем» ансамбльсем тата Алена Силпи (Мускав хули), Валентин Николаев (Ишимбай районĕ) уйрăм юрăçсем илем кÿчĕç. Вĕсен тумĕсем çине пăхса, юрри-ташшине итлесе ытармалла мар.

«Çемçе чунлă вĕри юн»
Чăваш поэзийĕн классикне, вилĕмсĕр «Нарспи» авторне халалланă пысăк уяв К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академипе драма театрӗн артисчĕсем «Ҫемҫе чунлӑ вӗри юн» спектакле вылянипе вĕçленчĕ. Спектакльти ĕçсем 1906-1912 ҫулсенче Чӗмпӗрте (Ульяновск) тата Слакпуҫ ялӗнче пулса иртеççĕ. Унта Чӗмпӗр шкулӗнче вĕренекенсен телейлӗ те шавлӑ пурнăçне сăнласа панă. Федор Павлов чӑваш опери пирки ĕмĕтленет, Яким Максимов – чӑваш театрӗ çинчен, Константин Иванов вара «Нарспи» поэмӑна ҫырать. Унӑн никӗсне Кĕçтенттин юратнă Праскин телейсӗр историйӗ кӗрсе юлать. Чӗмпӗрти чăваш шкулĕн директорӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫамрӑка йывӑр самантсенче пулӑшса пырать, унӑн талантне курса тӗлӗнет.
Çапла К.Ивановăн сăпайлăхĕ, çынлăхĕ, нумай енлĕ пултарулăхĕ ăмсантарать, савăнтарать. Сăввисене вулатăн та – ăшра мăнаçлăх çĕкленет, çав хушăрах тĕлĕнетĕн: «Тăван халăхăн литература чĕлхи йĕркеленсе çитмен вăхăтра мĕнле, ăçти туйăмпа мĕнпур чăваш ăнланмалла çырма пултарнă вăл? Мĕнле майпа 16-17 çулхи ача çав шая çĕкленнĕ?». Çав вăхăтра хуравĕ те пур пек: çивĕч ăс-пуçлă Константин Иванова, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕскере, тĕрлĕ çĕрти чăваш ачисемпе хутшăнни çапла ĕçлеме хистенĕ, шалти туйăм, çыравçă туйăмĕ пулăшнă.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
«Кĕçтенттин шурă кăвакарчăн пулса таврăнчĕ-тĕр»
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас