Чăвашсен тараватлă йăлипе Дина Гавриловапа унăн Александр мăшăрне кăпăкланса тăракан чăваш сăрипе, «Пилеш» фольклор ансамблĕн янăравлă юррисемпе кĕтсе илтĕмĕр. Асăннă йăласем паллă пулăмăн пĕлтерĕшне, чăваш халăхĕ хăнасене яланах тарават пулнине тата çыравçа питĕ хисепленине çирĕплетеççĕ.
Тĕлпулу мероприятийĕ пуçтарăннисен чĕринче çутă аса илÿсемпе ырă кăмăл-туйăм хăварчĕ. Сăмах ăсти тăван тавралăха, хамăр йăла-йĕркесене, культурăна уçса паракан хайлавĕсене епле çырни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Литература каçне хутшăннисене çыравçă пултарулăхĕпе кулленхи пурнăçĕ интереслентерчĕ, çавăнпа та ыйту çумне ыйту хушăнсах пычĕ. Автор вĕсем çине туллин хуравларĕ, произведенисенчи сăнарсем пирки ăшшăн каласа пачĕ.
Ветерансен Канашĕн председателĕ Александр Женжуровпа хăй вăхăтĕнче Хушăлка ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Анатолий Кузнецов, районти тĕп библиотека системин директорĕ Елена Ганиева Дина Гаврилована тăван тăрăха чапа кăларнăшăн, вăхăт тупса тĕлпулăва килнĕшĕн чунтан тав турĕç.
Литература каçне вырăнти сăвăçă Александр Егоров сăвă вулани, Приютовăри ачасен пултарулăхне аталантаракан центр воспитанникĕ Михаил Ефремов баянпа кĕвĕ калани илем кÿчĕç.
Юлашкинчен пуçтарăннисем çыравçă алă пуснă кĕнекесене туянма, пурте пĕрле сăн ÿкме пултарчĕç. Мероприяти районти культура пурнăçĕн çутă пулăмĕсенчен пĕри пулса тăчĕ, литературăна халăх хушшинче сарас, наци йăли-йĕркисене упраса хăварас, çамрăксене кĕнеке вулама хăнăхтарас тĕллевсене пурнăçларĕ. Çакăн пек тĕлпулусем ырă йăлана кĕрессе, вĕсем çĕршывăн ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипетне ÿстерессе шанас килет.
Лира НОВИКОВА,
Хушăлкари вулавăш ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ.
Редакцирен. Хаклă туссем, Дина Гаврилова тăван тăрăхĕнче май уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 21-мĕшĕччен пулчĕ. Çак вăхăт хушшинче вăл хăй çуралнă яла çитсе Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ музей картишĕнчи Альтук сакки çывăхне палан лартма, Слакпуç ялĕнчи Константин Ивановăн 135 çулхи юбилейне халалланă мероприятие, Ĕпхÿ хулинчи «Китап-Байрам» Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке куравне хутшăнма, Пелепей хулинчи чăваш хастарĕсемпе, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнчи вулакансемпе тĕл пулма, амăшне, тăванĕсене пулăшма, çут çанталăкпа киленме, çĕнĕ хайлавĕн сыпăкĕсене çырма ĕлкĕрчĕ. Кунтах вăл хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне те (июнь уйăхĕн 10-мĕшĕ) паллă турĕ.Пĕр сăмахпа каласан, тăван тавралăх хавхалантарса тăнипе вăхăт тухăçлă та усăллă, кăмăллă иртнĕ.
– Эпĕ çак çĕр çинче, уй-хирсем, сукмаксемпе юхан шывсем, паллакан сăнсем хушшинче çуралнă. Кунта эпĕ пĕрремĕш сăмахсем илтнĕ, хам курни-илтнине каласа пама вĕреннĕ. Хамăн хайлавсене тăван тăрăха тата сире юратса çыратăп. Çут тĕнчене килнĕ вырăнта çуралнă сăмахран хаклăраххи мĕн пултăр, – тет Дина Гаврилова.