Пур хыпар та
Литература каçĕ
25 Октябрӗн 2025, 16:00

Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн

Октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнчи обществăлла музейра Филипп Николаевич Вуколов-Эрлик çыравçă, драматург, композитор, фольклорист çуралнăранпа 123 çул çитнине халалласа «Вăл хăйĕн лирине тăван халăха халалланă» Вуколов вулавĕ иртрĕ.

Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн

Çанталăк иртенпех çумăрлă тăчĕ пулсан та обществăлла музей халăхпа тулчĕ. Уява хаклă хăнасем те килсе çитрĕç, çав шутра Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлешĕвĕн тата ЧР Писательсен союзĕн членĕ Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă, ЧР Писательсен союзĕн членĕ, Пушкăртстан Республикинчи «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Лидия Мавлютова (Шурçăл), Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин ăсчахĕ Михаил Сидоров, Раççейри тата Пушкăртстанри Журналистсен союзĕн пайташĕ Рафис Хасанов, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Хушăлка ялĕнче пурăнакан Александр Егоров сăвăç, çыравçăн «Телей шыракансем» повеçне вырăслана, «Кăвак хуппи» романне вырăс тата пушкăрт чĕлхисене куçарнă Лилия Архипова вĕрентекен, Пишпÿлекри Тĕп библиотекăн чăваш халăхĕпе ĕçлекен сектор библиотекарĕ Ольга Назарова пулчĕç. 

Мероприяти экскурсинчен пуçланчĕ. Ăна музей ертÿçи Марина Николаева ирттерчĕ. Пухăннисем музей тĕрлĕ экспонатсемпе, историллĕ документсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, стендсемпе пуян пулнине асăрхарĕç. Чăннипех те экспонатсен шучĕ 500-тен те иртнĕ. Хăнасем Марина Алексеевнăна ял, район, çĕршыв историне упранăшăн чунтан тав турĕç. Кашниех хăй ирĕкĕпе кун пек пысăк та яваплă ĕçе пурнăçлама вăй-хăват çитерес çуккине палăртрĕç.

«Вăл хăйĕн лирине тăван халăха халалланă» Вуколов вулавĕн тепĕр пайĕ пултарулăхпа тата обществăлла музей аталанăвĕпе çыхăннăччĕ. Филипп Николаевич Пишпÿлек ялĕнче ĕçленĕ çулсенче «Нарспи» драма, «Ăраскал çулĕ» поэма çырнă. Çав вăхăтрах тĕрлĕ ялсенче «Нарспи» спектакль лартнă. Унăн ĕçĕсем калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Телей шыракансем», «Кăвак хуппи» хайлавĕсене пурнăçран илсе хайланă, вĕсенче ял историйĕпе чăваш халăхĕн кун-çулĕ сăнланнă. Автор хăй тăван тăрăхне чунтан юратнине те палăртнă. Ăна питĕ пуян чĕлхепе, чуна пырса тивмелле çырса кăтартнă. Паянхи поэт-писательсем те, таврапĕлÿçĕсем те унран юласшăн мар: литература анинче тарăн йĕр хăварасшăн, чăваш халăхĕпе çыхăннă темăна шалтан çатăрласа илесшĕн. Мероприятин кăмăлне пĕрле пайланă май сăмах ăстисем – Рудольф Илькелри, Лидия Шурçăл, Александр Егоров – пухăннисене сăвăсем вуласа пачĕç. Михаил Сидоровпа Рафис Хасанов хăйсен кĕнекисемпе паллаштарчĕç. 

Шел пулин те, кирек мĕнле ĕçре те йывăрлăхсемпе çивĕч тăракан ыйтусем яланах пулнă, пулаççĕ те. Çапла Филипп Николаевич Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музейăн та хăйĕн нушисем пур. Марина Николаева çывăх вăхăтра музея ПР Юстици министерстви урлă регистраци ирттерме палăртать. Çакă халăх историне упракан вырăна аталанма çĕнĕ майсем уçса памалла. Сăмахран, паянхи кун çурта газ пăрăхĕпе çыхăнтарман. Килĕшÿ тăвас тесен музея регистрацилемелле. Çакна тума май килсен, витĕмлĕ пулăшу парсан экспонатсене те хĕвел хÿттинчен хÿтĕлемелли меслетсене шыраса тупма пулĕ.

Обществăлла музей Серафим Саровский ячĕллĕ чиркÿпе юнашар вырнаçнă. Вăл хăйĕн илемĕпе хуларинчен пĕрре те кая мар. Анчах ял çыннисене пĕр çитменлĕх пурри пăшăрхантарать – сăваплă çуртра та хĕл кунĕсенче ăшă çукки. Ăшă тумтире хывмасăр кĕлĕсене хутшăнни чиркĕве çÿрекенсене газ отраслĕн Пишпÿлек районĕнчи участокĕн ĕçченĕсемпе çыхăнăва тухма хистенĕ. Турă çуртне газ пăрăхĕпе çыхăнтарма чылай укçа-тенкĕ кирлĕ. Тăкакăн пĕр пайне саплаштармалли нухрата ялти пуçаруллă çынсен вăйĕпе пухнă. Çитмен хисепе – 120 пине яхăн тенкĕ – ырă кăмăллă та маттур çынсен йышĕ куçарса парасса шанаççĕ. Серафим Саровский ячĕллĕ чиркĕве газ пăрăхĕпе çыхăнтарсан ăна музей патне илсе çитересси те нумай юлмасть.  

Ирида МАТНИЯЗОВА.

Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.           

Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Музей та, чиркÿ те ăшăллă пуласшăн
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас