

Вулавăш залне кĕнĕ-кĕменех ăшă та хăтлă лару-тăру хуçаланни сисĕнет. Йĕри-тавра вазăри тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ, кунтах çыравçăн кĕнекисен куравĕ те вырăн тупнă. Сăмах май каласан, чечекне Дина Гаврилован мăшăрĕ Александр Григоренко ятарласа автор çуралса ÿснĕ Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç тăвĕсем çинчен пуçтарнă.
Пултарулăх каçне тĕп вулавăш ĕçченĕ Файруза Ардаширова çыравçа тата пуçтарăннисене саламланинчен пуçларĕ. Мероприяти пултарулăх интеллигенцине, чăваш хастарĕсене, вырăнти çыравçăсене тата хаçат ĕçченĕсене пĕрлештерчĕ. Çав шутра Рудольф Павлов çыравçă, Дина Гавриловапа пĕр ялта çуралса ÿснĕ Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи Марина Николаева тата ыттисем те пулчĕç.
Мероприяти вăхăтĕнче Надежда Леонидовна хăйĕн пурнăç тата пултарулăх çулĕсем, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнче иртнĕ ачалăхĕ, Эстони çĕршывĕнчен тăван тăрăхне килме васкани, юратнă амăшĕпе тĕл пулни, мĕн ачаранах çывăх вырăнсенче, ырă шăршăллă уй-хирсенче çÿрени çĕнĕ вăй-хăват пани пирки каласа пачĕ. Шăпах çак аса илÿсем ăна çĕнĕ хайлавсем çырма, çĕнĕ сăнарсем калăплама май параççĕ иккен.
Автор «Пуся Югорская и ее друзья» кĕнекене уйрăм тимлĕх уйăрчĕ, ăна мăшăрĕ Александр Григоренко илемлетни, унăн сюжечĕ епле çурални пирки каласа пачĕ, Эстони художникĕ Анара Ахундова хатĕрленĕ хăш-пĕр сыпăксен видеопрозине кăтартрĕç.
Тĕлпулу сĕтел хушшинче, ыйту-хурав мелĕпе иртрĕ. Çакă вулакансене хăйсене пысăк литература çемйин пайташĕсем пек туйма май пачĕ. Мероприятие пуçтарăннисем çыравçа тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, унăн малашлăх планĕсем пирки ыйтса пĕлчĕç. Надежда Леонидовна вĕсен ыйтăвĕсем çине хаваспах хуравларĕ, тĕрлĕ çыравçăсемпе, издательствăсемпе çыхăну тытни, пултарулăх ĕçĕнче мăшăрĕпе хĕрĕ пулăшса пыни, вулакансем социаллă сетьсем урлă хавхалантарни, часах çĕнĕ хайлавне, вăл «Манăн çăлтăр тÿпере» ятлă пулĕ, çырса пĕтерсе кун çути кăтарма хатĕрленнине систерчĕ.
Мероприяти вĕçĕнче пуçтарăннисем Дина Гаврилова алă пуснă кĕнекесене туянчĕç, паллă çыравçăпа пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей хули.