Пур хыпар та
Литература маршручĕпе
26 Ноябрӗн 2018, 16:03

Хура тинĕс хĕрринчи кăвак тÿпе айĕнче

Кăçалхи авăн уйăхĕ мана кĕтмен парнепе савăнтарчĕ. Ĕпху хулинчи Мажит Гафури ячĕллĕ фонд йышăнăвĕпе пире, виçĕ çынна, Коктебель хулинче иртекен «Волошинский сентябрь» ХVI Пĕтĕм тĕнчери литература фестивальне ячĕç. Унта Ирина Ивановна Бакке çыравçă («Пушкăртстанпа Болгари туслăхĕ» пĕрлĕхĕн представителĕ), Халиса Масгутовна Мухамадиева («Райхан» тутар передачине ертсе пыракан журналист, поэтесса) тата эпĕ пултăмăр.


Таса та çутă пÿлĕмсене вырнаçнă хыççăн Хура тинĕс хĕррине кайса Максимилиан Волошин поэтăн музейĕнче регистраци иртрĕмĕр, пурне те мероприяти программине валеçсе пачĕç. Вăл питĕ анлă иккен. Кашни кунах тĕлпулусемпе вулавсем, кăтартуллă тишкĕрÿсем, концертсемпе презентацисем, вĕрентÿ урокĕсемпе лекцисем иртрĕç.

Пушă вăхăтпа усă курса Ирина Ивановнăпа Свято-Троице Параскевиевский Топловский ячĕпе хисепленекен хĕрарăмсен мăнастирне кайса килтĕмĕр. Кĕлĕ хыççăн Георгий Победоносец çăл куçĕнче (купель) виçĕ хутчен чăмса тухрăмăр. Çветтуй Праскеви çăлкуçĕнче те сывлăха сиплерĕмĕр. Шывĕ çав тери сивĕ. Кĕлĕ вуласан пĕрре те шăнтмасть, вĕрилентерсе ярать.

Çул çинче пире армянсен мăнастирне кĕртсе кăтартрĕç. Унта Иисус Христос турăшĕ те пур. Вăл ырă кăмăллă та çылăхсăр çынсем çине куçне уçса пăхать, çылăхлисемшĕн унăн куçĕ хупă. Кĕнĕ чухне Çăлавçă пире хупă куçпа кĕтсе илчĕ. Эпир чанра çăвăнса çылăхсене тасатнă хыççăн куçĕ уçăлчĕ.

Çапла эпир кашни кун тенĕ пек хамăр валли мĕн кирлине суйласа илсе çÿрерĕмĕр. Мана сонет çыракансен лекци урокĕ питĕ килĕшрĕ. Эпĕ унта чылай пĕлÿ илтĕм. "Сонет" семинара Мускав хулинчен килнĕ литературовед, филологи наукисен докторĕ, профессор, СССР Писательсен союзĕн членĕ Олег Иванович Федотов ертсе пычĕ.

Андрей Коровинăн "Кымбер бымбер" кĕнеке презентацийĕ питĕ интереслĕ иртрĕ. Кĕнекепе паллаштараканĕ те, мероприятие ертсе пыраканĕ те вăлах пулчĕ. Сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче эпир болгарсем пурăнакан Кивĕ Крым хулине кайрăмăр. (Ĕлĕкрех Кивĕ Крым çулĕпе «Пурçăн çул» караван иртнĕ теççĕ). Пире шкулта ачасемпе вĕрентекенсем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Эпир вĕсене хамăрăн пултарулăхпа кĕскен паллаштартăмăр, Пушкăртстанăн пĕрремĕш сăвăçи Мажит Гафури, «Шуратăл» литпĕрлешÿ çинчен каласа патăмăр. Тутарла тата чăвашла сăвăсем вуларăмăр. Ун хыççăн "Алые паруса" авторĕн С.Гринăн музейне çитсе килтĕмĕр.

Литература фестивалĕнче эпĕ питĕ интереслĕ çыравçăсемпе паллашрăм. Вĕсенчен пĕри - Нина Плаксина. Вăл "Россия - Крым - в единстве два крыла" 15 сăвăран тăракан сонет кăшăлĕ çырса кăларнă. Сонет кăшăлĕ - пирĕн çĕнĕ историне кĕрсе юлнă вăйлă кăларăм. Эпир Н.Плаксинапа пĕр-пĕрин патне çыру çÿретме калаçса татăлтăмăр. Çине тăрса çав хайлавсене чăвашла куçарас килет. Тен, Турă пулăшнипе пулса та тухĕ.

Кăнтăр енче интереслĕ те кăмăллă. Тĕрлĕ чечексем урамсене илем кÿреççĕ.Тинĕсĕ вара чуна вăй кĕртет, чарлансем çине пăхса кайăк пек вĕçес килет. Хумсен шавĕ кăмăл-туйăма сиплет. Крым тутарĕсемпе киленсе калаçса çÿрерĕмĕр, вĕсем лавккасенче, пасарта суту-илÿ тăваççĕ. Тутарла калаçнăран пире таварĕсене йÿнерех хакпа сутрĕç. Питĕ аван, ăнланмалла вĕсен чĕлхи. Вĕсем авалхи кыпчак чĕлхисенчен юлнă теççĕ ăсчахсем. Крымра чылай ят тутарла.

И.К.Айвазовскин «Море. Коктебель. 1853 çул» картини аса килчĕ.

Пирĕн енче пулнă паллă поэт Марина Цветаева М. Волошинпа тачă çыхăну тытнă пулнă, вĕсен çырăвĕсене ятарлă кĕнеке туса кăларнă. Марина пĕр вăхăт М.Волошин патĕнче те пурăннă, Сергей мăшарĕн ÿпке чирне сиплес тесе тăрăшнă. Унăн кĕнекине хамăр ял библиотеки валли туянса килтĕм.

Малалли хаçатăн 48№.