Пур хыпар та
Литература тĕпелĕ
6 Мартӑн 2020, 17:13

Тăван чĕлхе вăрттăнлăхне ăса хывар

«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», - тенĕ чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев. Чĕлхе - культурăна тата халăх хăйне евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. Унпа усă курса эпир хамăр кăмăл-туйăма палăртатпăр, ăс-хакăла пуянлататпăр, шухăша пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр.

Чĕрене пырса тивмелле çепĕç вăл - чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ пухма пулăшать. Тăван чĕлхе кунĕнче (ăна февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) Çтерлĕ хулинчи 6№ библиотекăра (ертÿçи - В.Ю. Зорина) чăваш чĕлхине юратакансем: ЧНКА, Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем тата чĕннĕ хăнасем пуçтарăнчĕç. Унта «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхне ăса хывар» литература тĕпелĕ иртрĕ. Тĕлпулура çак йĕркесен авторĕ вырăнти çыравçăсем - Александр Савельев-САС, Василий Антоновпа Микул Ишимбай, Геннадий Челпир, Георгий Никитин, Дина Гаврилова тата ыттисем çинчен кĕскен каласа парса вĕсен хăш-пĕр хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. В.Д. Васильев чăваш хастарĕ А.Тимбайăн «Тăван чĕлхе» сăввине вуларĕ. Çавăн пекех сăвă-калав çырма пуçлакансем хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Людмила Маркина «Турă çырни пулман-ши?», «Кĕтÿ ачи» хайлавĕсене вуласа парса пуçтарăннисен ăшă сăмахĕсене тивĕçрĕ. Н.П.Емельянова «Вăрманта çÿрени», «Чăхсем», «Эмел» ятлă тĕрленчĕксем вуларĕ. Дина Гаврилован хайлавĕсем çинчен калаçу пуçлансан аса илÿ авăрне путрăмăр. И.Н. Волков, Ю.А. Петров, В.Ю. Зорина тата ыттисем пулса иртнĕ пулăмсене аса илчĕç. Хут çине çырасси пурнăçри чăнлăхпа çыхăннă-çке. В.Д. Сайфутдинова Валерий Раштавăн «Телей кайăкĕ” сăвă кĕнекипе паллаштарчĕ. Йăхташăмăрсем унăн ятне литературăринчен ытларах эстрадăра пĕлме пултараççĕ. Унăн юррисене пысăк сцена çинчен Алексей Московский, Сергей Павлов, Алексей Шадриков, Алексей Наумов /«Хусан чăвашĕсем» ушкăн/, тутар пики Фарида Файзуллина шăрантараççĕ.
Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин тав сăмахĕсемпе пĕрле çитес вăхăтра ирттермелли пысăк мероприятисемпе паллаштарчĕ. Паянхи мероприяти кирлине, вырăнлă пулнине палăртрĕ. Библиотека хуçи литература каçне тăван чĕлхе çинчен ырă сăмахсем каласа вĕçлерĕ. Тарават хуçа чăваш йăлипе пурне те чей ĕçме чĕнчĕ. Тутлă чейпе сăйланнă май, чăваш юррисем те шăранчĕç. Кунта вара «Тавах» ансамблĕн солисткине Алевтина Петрована çитекенни пулмарĕ. Валентина Юрьевнана пире яланхи пекех ăшшăн кĕтсе илнишĕн, вăхăт тупса пуçтарăннă хастар чăвашсене пысăк тав сăмахĕсем калатпăр. Тепре тĕл пуличчен!
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.