Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
26 Нарӑсӑн 2020, 13:50

Шахмат вăйă çеç мар, киленÿ те

Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та йăла-йĕркесемпе пурăнать. Вĕсене упраса хăварсан çеç‚ халăх сывă та чĕрĕ юлĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх‚ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ. Паллах‚ шахмат та спорт тĕсĕсен шутне кĕрет. Хальхи вăхăтра пĕтĕм тĕнчере шахмат вăййисене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Унпа уйрăмах çамрăксем интересленеççĕ.

ПР Халăхсен туслăх çуртĕнче наципе культура пĕрлешĕвĕсем вырнаçнă. Унта Пушкăртстанра пурăнакан халăхсем валли культура шайĕнче çыхăну тытма кирлĕ майсем йĕркеленĕ.
ПР чăваш культура обществин пуçарулăхĕпе шахмат турнирĕ ирттерме палăртрăмăр. Унăн тĕллевĕ – тĕрлĕ халăхсен представителĕсем хушшинчи çыхăнăва тата харпăр хăйĕн ăс-тăнне аталантарасси. Çакă вара вĕсен малашнехи хутшăнăвĕсенче лайăх палăрĕ.
Шахмат турнирĕ ирттерес шухăша ПР Халăхсен туслăх çурчĕн ертÿçисем те ырларĕç. Асăннă мероприятие Ĕпхÿри армян тата чăваш вырсарни шкулĕсем хутшăнчĕç.
Турнир икĕ тапхăрпа‚ икĕ кун хушши иртрĕ: февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче ушкăнсем ăмăртрĕç‚ тепĕр кунне вара кашни харпăр хăй ăсталăхне кăтартрĕ.
Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕ пултарулăх хавхаланăвĕпе иртрĕ. Уйрăмах ачасем савăнчĕç‚ çĕнтерÿçĕ кăмăл-туйăмĕсене пытармарĕç. Вĕсене ăмăрту йĕрки тата чыслани питĕ килĕшрĕ.
Шахмат турнирĕн пĕрремĕш кунĕнче тăхăр наци представителĕсем вăй виçрĕç. Вĕсен шутĕнче – пушкăртпа кăркăс‚ тутарпа чăваш‚ еврейпе нимĕç‚ армянпа туркмен тата украин çыннисем.
Ушкăнсем хушшинче пушкăрт команди мала тухрĕ‚ чемпион пулса тăчĕ. Парнеллĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене кăркăспа нимĕç командисем пайларĕç. Армянсен команди тăваттăмĕш пулчĕ. Пирĕннисем вара, чăвашсем - пиллĕкмĕшсем.
Командăсен участникĕсене парсемпе чысларĕç. Малти вырăнсене йышăннă командăсем ПР Туслăх çурчĕн Хисеп хучĕсене илме тивĕçрĕç.
Харпăр хăй çитĕнĕвĕсене шута илсе мала çаксем тухрĕç: çĕнтерÿçĕ ята В.Ф. Иванов (Ĕпхÿри чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ) тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Л.М. Хайтман (еврей обществи) тухрĕ‚ виççĕмĕш В.Ф. Макаров (Ĕпхÿре пурăнакан чăваш хастарĕ) пулчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ‚ шахмат турнирне йĕркелекенĕ‚
ПР чăваш культура обществин председателĕ.
Читайте нас: