Урал сасси
+24 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ăмăрту
15 Июлӗн 2022, 12:43

Чи ăста сварщик Благовещенск хулинче пурăнать

Çак кунсенче Благовещенск хулинче Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем хушшинче професси ĕçченĕсен вырăнти (зональный) «Профессире чи лайăххи» ăсталăх конкурсĕ иртнĕ.

Чи ăста сварщик Благовещенск хулинче пурăнать
Чи ăста сварщик Благовещенск хулинче пурăнать

Благовещенск хулине республикăн çичĕ районĕнчи чи лайăх ĕçченсем пуçтарăннă. Професси ăсталăхĕнче слесарь-сантехниксем, котельнăй операторĕсем, электриксемпе сварщиксем, дворниксем, трактористсемпе тирпей-илем кĕртессипе, чечек-курăк акса ÿстерессипе ĕçлекен ăстасем ăмăртнă.

Ăсталăх конкурсĕн «Чи лайăх сварщик» номинацинче пĕрремĕш вырăна Александр Владимирович Ефремов тухнă. Вăл Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Благовещенск хулинчи «Торгремстрой» управляющи компанинче сварщик пулса ĕçлет. Пĕрремĕш вырăн йышăннă ăста алăллă чăваш арне Благовещенск хула администрацийĕн пуçлăхĕ алă пуснă дипломпа тата парнепе чысланă.

Парнисем сумлă та, конкурсра мала тухасси, паллах, çăмăллăнах пулман. Конкурса хутшăнакансен тĕрлĕ сварка ĕçĕсене пурнăçлама тивнĕ. Жюри членĕсем сваркăпа шăратса сыпăнтарнă çĕвĕ пахалăхне кăна мар, шăратса сыпăнтарма материал çийне мĕнле хатĕрленине те, аппаратпа мĕнле усă курнине те, мĕнле режимпа ĕçлеттернине те, ĕç вăхăтне те, ыттине те шута илнĕ. Çыннăн ĕç хăнăхăвĕ мĕнле пулни, ĕçленĕ вăхăтра хăйне мĕнле тытни те пĕлтерĕшлĕ. Ĕç тумтирĕ епле пулнине те шута илеççĕ. Пĕтĕмпех балл системипе хаклаççĕ.

Ку вăл конкурсăн практика пайĕ кăна-ха. Кунсăр пуçне конкурсантсен теори пĕлĕвне те тĕрĕслесе хак параççĕ. Çавна май вĕсен профессипе çыхăннă ыйтусене хуравлама тивнĕ. Ĕç сыхлавĕн, ĕçри хăрушсăрлăхăн требованийĕсемпе нормисене мĕнле пĕлнине те тĕрĕсленĕ.

Александр Владимирович пур тĕрĕслев витĕр те ăнăçла иртнĕ. Кун валли унăн ĕç опычĕ те, стажĕ те çителĕклĕ. Калас пулать, А.В. Ефремовăн ĕçне тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе пĕр хутчен çеç палăртман.

Надежда РОДИОНОВА.

Благовещенск хули.

Сăн ÿкерчĕксене Благовещенск хула администраци пуçлăхĕн Олег Головăн Вконтакте социаллă сетĕнчи страницинчен илнĕ. 

 

Чи ăста сварщик Благовещенск хулинче пурăнать
Чи ăста сварщик Благовещенск хулинче пурăнать
Чи ăста сварщик Благовещенск хулинче пурăнать
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: