Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
19 Сентябрӗн 2022, 15:35

Раççейри çăк турттаракан автомобиль водителĕсем ăмăртаççĕ

Ĕнер, сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче, «Уфа-арена» пăр керменĕн лапамĕнче  «Грузовикĕн чи лайăх водителĕ» («Лучший водитель грузовика»)  професси ăсталăхĕн Раççей шайĕнчи конкурсĕ çула тухнă.

Раççейри çăк турттаракан автомобиль водителĕсем ăмăртаççĕ
Раççейри çăк турттаракан автомобиль водителĕсем ăмăртаççĕ

Конкурс «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕн витĕмĕпе иртет, вăл «Транспорт тата строительство» Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш конгресăн пĕр мероприятийĕ шутланать. Виçĕ кун хушшинче 18 регионти тата Раççейĕн 30 муниципаллă пĕрлĕхсенчи: Санкт-Петербург, Екатеринбург, Ижевск, Мускав, Чулхула, Новосибирск, Рязань, Омск, Магнитогорск, Сургут тата ытти хуласенчи 55 транспорт организацийĕн представителĕсем хăйсен професси ăсталăхне кăтартĕç. Ăмăртусем 10 тонна çитиччен тата 10 тонна ытла таякан автомобильсем хушшинче иртеççĕ. Приз фончĕ 1 миллион тенкĕпе танлашать.

Мероприятин чаплă хăнисем хушшинче ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ Алан Марзаев, республикăри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Александр Булушев тата ытти официаллă çынсем пулнă. Александр Булушев пурне те Пушкăртстан Республикин пуçлăхĕ ятĕнчен саламланă, водительсене ытти регионти ĕçтешĕсен ăсталăхне ăша хывма сĕннĕ.

 – Паянхи мероприяти «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕн витĕмĕпе иртет. Пушкăртстан Республики асăннă проекта пурнăçланă чух лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Тĕп тĕллев – çулсене хăрушлăхсăр тăвасси. Асăннă конкурссем çакна пурнăçлама пулăшаççĕ, водительсен ăсталăхне туптаççĕ, çĕнĕ шая кăлараççĕ, - палăртнă Алан Марзаев.

– Кунта профессин чи лайăх представителĕсем пуçтарăннине шанатпăр. Сирĕн опытăр, ăсталăхăр, тимлĕхĕр – çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ. Вăл экономика аталанăвĕпе тачă çыхăннă. Çак ĕçре вырăна вăхăтлă çитернĕ çăкран кирлĕреххи мĕн пултăр тата, - тенĕ Александр Булушев.  

Çавăн пекех конкурса хутшăнакансене видеоçыхăну урлă Мускаври Раççей Федерацин Транспорт министерствин автомобиль тата пассажир транспорчĕн политика уйрăмĕн департамент директорĕ Сергей Семенов  саламланă. Конкурсăн жюри председателĕ, Автомобиль транспорчĕн наукăпа тĕпчев институчĕн тĕп директорĕ Алексей Васильков Пушкăртстан Правительствине ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав тунă, асăннă лапам конкурсра пысăк вырăн йышăннине палăртнă.

Конкурс трассине водительсен кулленхи ĕçĕнче тĕл пулакан лару-тăрăва шута илсе йĕркеленĕ. Руль тытакансем ăмăртура автомобиле  мĕнле тытса пынине, çул-йĕр правилисене пĕлнине кăтартĕç. Водительсен конкурсри шăпипе интереслекенсем www.bestdriver-rf.ru официаллă сайтра тÿрĕ эфирта пăхма пултараççĕ. Кăмăл пулсан конкурса «Уфа-Арена» пăр керменне пырса курма пултаратăр.  Çĕнтерÿçĕсене наградăласси сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Конгресс » паркĕнче (Рубежная урам, 178 çурт) иртĕ. Çакăнтах форумăн тĕп пайне йĕркелĕç. Куравăн лаптăкĕ 17 500 тăваткал метрпа танлашĕ. Ĕпхÿре пурăнакансемпе унăн хăнисем 21 компанин 70 ытла ятарлă техникипе паллашма пултарĕç. Кунта «КамАЗ» ПАО, «НефАЗ» ПАО, «По Техресурс» ООО, «АгроСпецТехника» ООО, «Уралмаш» ООО, Акрос РБ» ООО, «Амкодор» ОАО тата ытти компанисем кĕреççĕ. Конкурса  Раççей Федерацин Транспорт министерстви тата «Автомобиль транспорчĕн тĕпчев институчĕ» ОАО йĕркеленĕ.

Раççейри çăк турттаракан автомобиль водителĕсем ăмăртаççĕ
Раççейри çăк турттаракан автомобиль водителĕсем ăмăртаççĕ
Раççейри çăк турттаракан автомобиль водителĕсем ăмăртаççĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: